Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.0 °C
Кӗрхи кун кӗлтеллӗ, ҫурхи кун ҫеҫкеллӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Шупашкара Голландирен электоромобиль килнӗ

Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ, ӗҫрен хӑраман, пӗрле пурнӗҫ тӑршшӗпе утма, çемье щавăрма, ачу-пăча ...
Сутатӑп Сумалли качака сутатӑп, Перре пӑрамланӑ
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Столовăпа котельня - кирпӗчрен. Крыша - ҫӗнӗ. Етӗрне...
Таисия Ташней 28.01.2019 19:11 | 257 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Голландинче ҫул ҫӳревпе пулнӑ ҫынсем Шупашкара заправкӑна кӗрсе тухнӑ.

Электрокарпа ҫул ҫӳрекенскерсен зарядки ларас патнех ҫитнӗ. Шупашкарта вӗсем «Чӑвашэнерго» предприятин заправки патӗнче чарӑннӑ. Шупашкарти Гладков урамӗнчи 13-мӗш ҫурт адреспа вырнаҫнӑ ҫутӑ зарядкин станцийӗ пирӗн республикӑра пӗртен пӗрре ҫеҫ-мӗн.

Шупашкарти электрозаправка станцийӗ тест мелӗпе ӗҫлет, ҫавна май машина аккумуляторне вӑл тулевсӗр зарядкӑласа парать. Запраквкӑпа усӑ курас тесен чип-карточка кирлӗ. Ӑна «Чӑвашэнергӑн» филиалӗнче тӳлевсӗр параҫҫӗ. Электромобиле регистрацилени пирки хут ҫеҫ ыйтаҫҫӗ.

Голландирен Германипе Финлянди витӗр килекенскерсем Хусанти, Елабугӑри, Ижевскри тата Пермьри ҫавӑн пек станцисене те ҫула май пахалассине пӗлтернӗ.

#Елабуга, #Германи, #Финлянди, #Хусан, #Пермь, #Голланди, #ҫул-йӗр, #транспорт, #Ижевск, #Пермь, #Шупашкар, #

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Транспорт реформи — ырламалла е хурламалла?
2018, 12, 14
Шупашкартан Канаша ҫӳрекен пуйӑс расписанийӗ ылмашӑнать
2018, 12, 21
Росавиаци Шупашкара укҫасӑр хӑварнӑ
2019, 01, 11
Икӗ тӑкӑрлӑкра пӗр енлӗ ҫул уҫасшӑн
2019, 01, 19
Автономлӑ троллейбуса нарӑсра ҫула кӑларӗҫ
2019, 01, 26

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org