Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Ҫилсӗр ҫирӗк тӑрри те хумханмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Шупашкар

Политика
Ирина Клементьева сӑнӳкерчӗкӗ
Ирина Клементьева сӑнӳкерчӗкӗ

Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче иртекен РФ Президенчӗн суйлавӗнче Шупашкарти 125 суйлав участокӗнче суйлав бюллетенӗсене тишкерекен ятарлӑ комплекссем вырнаҫтарӗҫ. Хальхинче ҫӗнӗ йышши «КОИБ-2017» комплекспа усӑ курӗҫ. Кун пирки «Хыпар» хаҫат журналисчӗ Ирина Клементьева «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче пӗлтернӗ.

Ятарлӑ комплекссем бюллетеньсене сканерласа сасса шутлама кирлӗ. Хальхи «КОИБ» унчченхисенчен лайӑхрах-мӗн.

Суйлавпа ҫыхӑннӑ самантсемпе Раҫҫей Тӗп суйлав комиссийӗн пайташӗ Антон Лопатин тата Чӑваш Республикин Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗ Александр Цветков паян каласа кӑтартнӑ. Вӗсем Шупашкарта пӗрлехи пресс-конференци ирттернӗ.

 

Культура

«Пятница!» телеканал эфирӗнчи «Орёл и решка» (чӑв. "Пиччӗн те ӳппӗн") кӑларӑма хатӗрлекенсем Раҫҫей ҫыннисем валли парне тӑвасшӑн. Передачӑсен тепӗр сезонне шӑпах пирӗн ҫӗршывра ӳкерӗҫ. Кӑларӑмсене хӑш хулара хатӗрлессине вара куракансен хӑйсен палӑртмалла.

«Пятница!» телеканалӑн сайтӗнче халӗ сасӑлав пырать. Шупашкарсем валли те савӑнмалли тупӑннӑ. Списокра Чӑваш Енӗн тӗп хули те пур. Хальлӗхе Шупашкаршӑн 1200 ҫын ытла хӑйӗн сассине панӑ. Вӑл танлаштарӑмра ытларах сасӑ пухсан кӑларӑма ӳкерме шурӑ Шупашкара килӗҫ. Ҫапла майпа Чӑваш Енӗн тӗп хули ҫинчен пӗтӗм тӗнчене каласа кӑтартӗҫ.

Палӑртса хӑвармалла, «Орёл и решка» кӑларӑм — чи паллӑ программӑсен йышӗнче. Паянхи кунччен унӑн 15 сезонне ӳкерсе сенкер экран ҫине кӑларнӑ.

 

Спорт

Шупашкарти кӳлмекре авточупу иртӗ. Кун пирки ЧР Спорт министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ.

Спортӑн ҫак тӗсне кӑмӑллакансем кӳлмеке нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пухӑнӗҫ. Ӑмӑртӑва 11 сехетре савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ, старта 11 сехет ҫурӑра тухӗҫ.

Тупӑшӑва ахаль сериллӗ автомобильсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Малтанхи тӳлев – 3 пин тенкӗ. Студентсем валли – 1500 тенкӗ.

Тепӗр эрнерен, пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, пӑр ҫинчи авточупу енӗпе Раҫҫей Кубкӗн финалӗ иртӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/afisha/48064
 

Пӑтӑрмахсем
Алексей Матвеев
Алексей Матвеев

Шупашкар каччи, 33 ҫулти Алексей Матвеев, сноубордист пулнӑ. Шел те, унӑн пурнӑҫӗ ытла ир татӑлнӑ.

Алексей Сочире каннӑ. Нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче вӑл сноубордпа ярӑннӑ. Пирӗн ентеш тӑрук ӳкнӗ, пуҫӗ ҫине гематома тухнӑ. Алексее кӑткӑс операци тунӑ. Арҫын комӑра пӗр эрне выртнӑ. Анчах, шел те, вӑл тӑна кӗреймен, нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче унӑн чӗри тапма чарӑннӑ.

«Живая Кубань» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра акӑ мӗн ҫырнӑ: тӑванӗсен шухӑшӗпе, Алексей сарӑмсӑр вилмен, ахӑртнех, ӑна такам ҫапса хӑварнӑ. Алексей опытлӑ сноубордист пулнӑ. Ҫитменнине, вӑл ӳкнӗ вырӑн яка пулнӑ, унта ӳксе вилмеллех суранланма та май ҫук имӗш. Ҫавӑнпа тӑванӗсем ҫав кун Роза Хуторта ярӑннӑ ҫынсенчен пулӑшу ыйтаҫҫӗ: тен, Алексей мӗнле ӳкнине кам та пулин курнӑ?

Халӗ Алексей Матвеевӑн ӳтне тӑван тӑрӑха илсе килес ыйтӑва татса параҫҫӗ. Кун валли укҫа та пухаҫҫӗ.

 

Спорт
Сар.ru сӑнӗ
Сар.ru сӑнӗ

Паян, нарӑс 22-мӗшӗнче, Шупашкарти чукун ҫул ваксалӗнче Раҫҫей чысне хӗллехи Олимп вӑййисенче хӳтӗленӗ Татьяна Акимовӑна Чӑваш Енӗн спорт министерствин ӗҫченӗсем, тренерсем, тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисем кӗтсе илнӗ.

«Кашни спортсмен Олимп вӑййисене хутшӑнма ӗмӗтленет. Телее, ӑнтӑлни пурнӑҫланчӗ. Ӑмӑртусем кӑмӑл-туйӑма ҫирӗплетрӗҫ. Хама халӗ хӑюллӑрах туятӑп. Кӑҫалхи вӑйӑсем урӑхларах иртрӗҫ пулин те эпир пӗтӗм вӑйран тупӑшрӑмӑр, мӗн пултарнӑ таран кӗрешрӗмӗр», — чунне уҫнӑ Татьяна Акимова пуйӑсран ансанах.

Палӑртса хӑвармалла, спортсменка килӗнче вӑрах вӑхӑт пулмӗ, кӗҫех тӗнче кубокӗн чететлӗ тапхӑрне хутшанӗ. Вӑл пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Финляндире пуҫланӗ. Пуш уйӑхӗн 22-25-мӗшӗсенче вара тӗнче кубокӗн 9-мӗш тапхӑрӗ Тӗмен хулинче иртмелле.

 

Хулара

Чӑваш Енӗн тӗп хулинче ваттисем валли хӑна ҫурчӗ уҫӑлнӑ. «Социаллӑ хӑна ҫурчӗ» ят панӑскерте ваттисемпе сусӑрсем вӑхӑтлӑх хӳтлӗх тупма пултараҫҫӗ.

Ҫӗнӗ проектпа паллаштарнӑ май Шупашкарти халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен комплекслӑ центр пуҫлӑхӗ Ренада Федорова хӑна ҫуртне кинеми-мучине, сусӑрсене вӗсен ачи-пӑчи, ҫывӑх тӑванӗсем ӗҫпе е канма тухса кайнӑ вӑхӑтра йышӑнассине пӗлтернӗ. Сӑмахран, командировкӑна кайма тивсен. Е тата канма каяс тесен.

Халсӑррисене пӑхакансем киле таврӑниччен вӗсен ҫывӑх ҫыннисем хӑна ҫуртӗнче талӑкӗпех пурӑнӗҫ. Вӗсене апат ҫитерӗҫ, ытти енӗпе пулӑшӗҫ.

«Социаллӑ хӑна ҫурчӗпе» усӑ курнишӗн укҫа тӳлемелле.

Шупашкарта 2015 ҫултанпа ваттисемпе сусӑрсем валли «Ача пахчи» ӗҫлет. Вӑл — халсӑррисене ачи-пӑчи ӗҫре чух пулӑшма уҫнӑскер.

 

Чӑваш чӗлхи
Сар.ru сӑнӗ
Сар.ru сӑнӗ

Паян, нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунӗнче, Шупашкарта чӑваш чӗлхипе литературин олимпиади иртнӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин министерстви хыпарлать.

Официаллӑ сайтра палӑртнӑ тӑрӑх, регионсен хушшинчи ҫак олимпиадӑна 149 вӗренекен хутшӑннӑ. Пурте вӗсем тӑван районӗн шайӗнчи олимпиадӑра ҫӗнтернӗ е призер пулса тӑнӑ. Палӑртса хӑвармалла, чӑваш чӗлхи олимпиадине Пушкӑртстан, Тутарстан республикисенчи, Чӗмпӗр облаҫӗнчи шкулсенче вӗренекен чӑваш ачисем те хутшӑннӑ. Йӗркелӳҫӗсем ыйтусене шкул ачисем тӗпчев ӗҫне хутшӑнма хӑнӑхчӑр тесе хӑйнеевӗрлӗ хатӗрленӗ.

Аса илтерер, Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунне вара ЮНЕСКОн Тӗп конференцийӗн пуҫарӑвӗпе 1999 ҫултанпа паллӑ тӑваҫҫӗ.

 

Хулара

1-мӗш курсра вӗренекен студент тивӗҫлӗ канури кинемее ҫаратнӑ. 72 ҫулти хӗрарӑм каҫхине урампа пынӑ. Такам чупса пынӑ та унӑн сумкине туртса илнӗ. Унта вара 5 пин тенкӗ пулнӑ.

Йӑлтах хӑвӑрт пулса иртнӗ. Ватӑскер тапӑннӑ ҫыннӑн сӑнне астуса юлайман. Сумкӑра банк картти те пулнӑ. Хурах унпа та усӑ курнӑ: кинемей патне унӑн карттипе лавккара таваршӑн тӳленӗ тесе смс килнӗ. Тӗлӗнмелле те, вӑрӑ карточкӑпа ЧР ШӖМӗ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ лавккара тӳленӗ.

Вӑрра часах тытса чарнӑ. Вӑл – Чулхула облаҫӗнчи каччӑ, Шупашкарти пӗр аслӑ шкулта вӗренет. Хайхискер унччен те ватӑ ҫынна ҫаратнӑ пулнӑ. Ун чухне вӑл 7 пин тенкӗ йӑкӑртнӑ.

Ашшӗ-амӑшӗ куҫарса панӑ укҫа пӗтнӗ-мӗн унӑн, ҫавӑнпа кинемейсене ҫаратма шухӑшланӑ. Ҫапла ӑнлантарнӑ вӑл следовательсене.

 

Вӗренӳ

Паян Шупашкарти 48-мӗш шкула 30 ашшӗпе амӑшӗ пухӑннӑ. Вӗсем Комсомольски, Муркаш районӗсенчен, Ҫӗнӗ Шупашкартан ҫитнӗ. Ашшӗ-амӑшне виҫӗ аудиторие вырнаҫтарнӑ, бланксене мӗнле тултармаллине ӑнлантарса панӑ. Аслӑ ӳсӗмри ҫынсем парта хушшине мӗн тӗллевпе ларнӑ-ха? Вӗсем паян вырӑс чӗлхипе патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне тытнӑ.

Кунашкал акци паян Раҫҫейри 50 регионта иртнӗ. Специалистсем каланӑ тӑрӑх, экзамен умӗн ачасем мар, ытларах ашшӗ-амӑшӗ пӑлханать. Ара, вӗсем хӑй вӑхӑтӗнче кунашкал экзамен тытса курман вӗт. Ҫавӑнпа ҫакнашкал акци йӗркеленӗ те ӗнтӗ. Йӗрклӳҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, кун хыҫҫӑн ашшӗ-амӑшӗ лӑпланӗ, ачисем экзамен тытма кайнӑ чухне пӑлханмӗ.

Паллах, чӑн-чӑн экзамен ытларах тӑсӑлать. Ашшӗ-амӑшне вара сакӑр задание пурнӑҫлама ҫур сехет панӑ. Заданисенчен пӗри сочинени пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chgtrk.ru/news/18527
 

Хулара

Шупашкарти кӳлмек ҫулран ҫул хитреленсе пырать. Анчах ун ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ «Одис-Отель» питӗ хитре мар курӑнса ларать. Нумай хутлӑ ҫурта туса пӗтермен.

Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков «Одис-Отеля» 2010 ҫул тӗлне туса пӗтерессе шантарнӑ. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ку ыйтӑва Шупашкар 550 ҫул тултарнӑ тӗле татса пама сӗннӗ. Анчах Алексей Ладыков ку вӑхӑта ӗлкӗрейменнине, ҫурта Чӑваш автономине йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ тӗле ҫеҫ туса пӗтерессине пӗлтернӗ.

Отель харпӑрҫисемпе суд вӗҫленнӗ. «Бинбанк» парӑма, 8 миллион тенке, татнӑ, отель валли ҫӗнӗ инвестор шырама пуҫланӑ. «Бинбанкпа» тунӑ ҫӗнӗ килӗшӳ виҫӗ ҫул вӑйра пулӗ. Ҫав тапхӑрта проекта пурнӑҫламасан муниципалитет ҫурта туртса илсе сутма пултарать.

 

Страницӑсем: 1 ... 578, 579, 580, 581, 582, 583, 584, 585, 586, 587, [588], 589, 590, 591, 592, 593, 594, 595, 596, 597, 598, ... 1036
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӑсталӑха пула эсир ку эрнере ушкӑнра чи кирлӗ ҫын. Ӗҫе улӑштарма е карьера картлашкипе хӑпарма пултаратӑр. Тахҫанах палӑртнӑ плансене пурнӑҫлама тытӑнатӑр тӑк сирк ҫывӑх ҫынсен, ӗҫтешсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулӗ. Юратнӑ ҫын, тен, сирӗншӗн муза пулӗ. Эрех-сӑра ӗҫесрен пӑрӑнӑр, вӑхӑта хаваслӑ ирттермелли заведенисене сахалрах ҫӳрӗр.

Ҫу, 21

1963
62
Сидоров Николай Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
2007
18
Бурнаевский Валентин Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть