Культура
![]() Чӑваш Енре «Чи нумай вулакан ҫемье» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Ӑна республикӑн ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗ нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗччен ирттернӗ. Конкурса республикӑри 13 районпа 5 хуларан 59 ӗҫ тӑратнӑ. Вӗсене виҫӗ номинаципе хакланӑ: «Илемлӗ литература хайлавӗ тӑрӑх хатӗрленӗ чи лайӑх плейкаст», «Вулавӑшри чи лайӑх виртуаллӑ ҫул ҫӳрев», «Чи лайӑх вулав дневникӗ». Чи лайӑх плейксеат хатӗрлесе малти виҫӗ вырӑна ҫаксем йышӑннӑ: Муркаш районӗнчи Любимовсем, Комсомольски районӗнчи Владимировсем, Канаш районӗнчи Андреевсем. Виртуаллӑ ҫул ҫӳревре — Шупашкарти Савельевсем, Комсомольски районӗнчи Можаевсем, Муркаш районӗнчи Терехинсем. Чи лайӑх дневник авторӗсем — Канаш районӗнчи Назаровсем, Канаш хулинчи Александровсем, Элӗк районӗнчи Михайловсем. Ҫӗнтерӳҫӗсене ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче чыслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |