Шупашкарта пурӑннӑ 35 ҫулти арҫын ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче тӑванӗсемпе ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ. Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче хулара арҫын виллине тупнӑ. Вӑл шӑпах ҫав ҫухалнӑ ҫын пулнӑ.
Вилене Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 58-мӗш ҫурт умӗнче ларакан машинӑра тупнӑ. Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, виле унта пӗр кун кӑна выртманни паллӑ – ҫӗрме пуҫланӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, машинӑра 35 ҫулти арҫын вилли пулнӑ. Халӗ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Арҫын мӗнле вилнине палӑртмашкӑн судпа медицина экспертизи ирттерӗҫ.