Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Шупашкар ачисем вокал конкурсӗнче ҫӗнтернӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 14.05.2019 20:43 | 1531 хут пӑхнӑ
Культура

Лайӑх хыпар: Шупашкарти 7-мӗш ача пахчин шӑпӑрланӗсем («Созвездие») Пӗтӗм Раҫҫейри вокал конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ хыпарлать.

Ача пахчинчи вокал ушкӑнӗ «Домисолька» ятлӑ. Вӗсем «Раҫҫей таланачӗсем» форматпа иртекен Раҫҫей шайӗнчи конкурса хутшӑннӑ. Ачасем «Да будет мир» (чӑв. «Мир пултӑр») юрра шӑрантарнӑ. Вӗсем ӑна хӑйсен ача пахчинчи сасӑ ҫыртармалли студире ҫыртарнӑ. Паллах, ку ӗҫре шӑпӑрлансене педагогсем те пулӑшнӑ.

Шупашкар ачисем «Вокал пултарулӑхӗ» номинацире пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.

#культура, #Шупашкар, #ача пахчисем, #ачасем, #конкурссем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Владимир // 3957.56.0551
2019.05.16 19:44
Юратнă Тăван Ен, хĕпĕртесех вуларăм Шупашкар ачисем малти вырăна тухни çинчен юрă юрласа. Ман шухăшпа, фонограмма урлă юрланинчи ăсталăха питех те тĕрĕс хаклама майсем сахалтан та сахал. "Формально" савăнса пулать, хамăрăннисем-çке-ха тесе, анчах та -мĕнлерех-ши çав ĕçĕн тухăçĕ кашни кунри пурнăçра,- текенни те аякран тĕртет, - пур-ши шанăç тесе. -Мĕншĕн апла?,- тесен,- хуравне "Голос" проектра кăтартса пачĕç, "пиар" мĕн иккенне. Пĕлтерÿре, хăть те ăçтан вăл тухтăр, çитĕнĕвĕн "сукмакне" кăтартмаллах: мĕнлерех ĕçпе пултарнине, вĕрентекен ятне те манмалла мар, ачасен ячĕсем те тухччăр пичетре! Ман шутпа, ачасене пĕр чарăнми "шăпăрлансем" тесе йĕкĕлтени ырра мар, мăшкăллани анчах.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем