«Шупашкарта халӑхӑн пурнӑҫӗн хӑрушсӑрлӑхне пысӑклатасси» программӑпа килӗшӳллӗн тӗп хулари шкулсенче «Полицин ҫамрӑк тусӗсем» отрядсем йӗркелӗҫ. Вӗсене ҫамрӑксен хушшинче преступленисем чакчӑр тесе те тӑваҫҫӗ.
Отряда кӗнӗ шкул ачисем правӑна, Раҫҫей Федерацийӗн Конституцине тарӑнрах вӗренӗҫ. Ҫавӑн пекех ачасенче патриотлӑх туйӑмне аталантарас тӗлӗшпе ӗҫлӗҫ.
Кунсӑр пуҫне шкулсенче вӗренекенсемпе практика ӗҫӗ йӗркелӗҫ. «Полицин ҫамрӑк тусӗсем» отряда 10 ҫултан аслӑрах ачасем кӗме пултараҫҫӗ. Унта ирӗксӗрлесе кӗртмеҫҫӗ.
Чӑваш Енри чукун ҫулсем ҫинче авари нумайланнӑ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ҫавнашкал пӑтӑрмахсенче икӗ ҫын аманнӑ, тепӗр ҫын вилнӗ.
Чӑваш Енӗн Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал пулнӑ ҫав аварисемшӗн автомашинӑсен шоферӗсем айӑплӑ, вӗсем чукун ҫул урлӑ каҫнӑ чухне ҫул-йӗр правилисене пӑхӑнман. Ҫав вӑхӑтрах каласа хӑвармалла, иртнӗ ҫулхи ҫак тапхӑрта кун йышши пӗр аварие те шута илмен, суранланакан та, вилекен те пулман.
Чукун ҫул каҫҫисенче авари таврашӗ ан пултӑр тесе ҫирӗп мерӑсем йышӑннӑ: «Шупашкар — Канаш» каҫӑ патӗнче карта тытса ҫавӑрма палӑртнӑ. Унсӑр пуҫне «Шупашкар 1 – Шупашкар 2» перегонӑн иккӗмӗш ҫухрӑмӗнче транспортпа ҫӳрекенсем ҫул-йӗр правилисене епле пӑхӑннине тишкерме видеокамера вырнаҫтарӗҫ.
Чӑваш Енри Гидрометцентр ака уйӑхӗнче тӑрук ӑшӑтса ярсан ейӳ вӑйлӑ сарӑласси пирки асӑрхаттараҫҫӗ. Унти специалист Марина Китарьева каланӑ тӑрӑх, ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче республикӑри юханшывсенче пӑр кайӗ.
Ака уйӑхӗнче ӑшӑтасси пирки сайтра хыпарланӑччӗ. Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, ака пуҫламӑшӗнче сывлӑш температури 4-9 градус ӑшӑ пулӗ. Ҫавна май хӑш-пӗр ҫурта шыв илме пултарать.
Ейӳ хӑвӑрт сарӑлсан Шупашкарти ГЭСра шыв шайӗ хӑпарать, вӑл 57,2 метра ҫитсен Кокшайскри хӑш-пӗр ҫурт шыв айне каять. 2012 ҫулта темиҫе пӳрте шыв илнӗ.
Ҫӑлавҫӑсем ейӳ сарӑличчен ишмелли хатӗрсем, беспилотниксем, ытти техника хатӗрлеҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне гидротехника сооруженийӗсене тата вырӑнти влаҫ ейӗве хатӗррипе хатӗр маррине тӗрӗслеҫҫӗ.
Аса илтерер: 16 районти 55 ялта ейӳ сарӑлма пултарать.
2017 ҫулта Шупашкарти 201-мӗш тата 7-мӗш ача пахчисем РФ Вӗренӳпе ӑслӑлӑх министерствин грантне – пӗтӗмпе 14 миллион тенке яхӑн – ҫӗнсе илнӗ. Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче 201-мӗш ача пахчин консультаци центрне ҫӗнетнӗ. Ӗнер вара 7-мӗш ача пахчин «Умка» ашшӗ-амӑшӗн консультаци центрне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ.
Центр Социализм урамӗнчи 2-мӗш ҫуртри 2-мӗш корпусра вырнаҫнӑ. Ачана дефектолог, логопед, психолог, педагог пулӑшӑвӗ кирлӗ пулсан унти специалистсем ашшӗ-амӑшне тӳлевсӗрех пулӑшма хатӗр.
Центрта хатлӑ: ачасем вали интерактивлӑ сӗтел-пукан вырнаҫтарнӑ. Ҫавӑн пекех пепкене аталантаракан теттесем те пур.
Центра лекес тесе унта пымалла е 22-26-83 номерпе шӑнкӑравласа заявка хӑвармалла. Заявкӑсене cheb-dosh7@mail.ru электронлӑ почтӑпа та йышӑнаҫҫӗ.
Шупашкарта мазут, бензин юхтаракансене тупса палӑртнӑ.
Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗрӗслеве хулари Калинин район прокуратури ирттернӗ.
Пакунлисем Якимов ҫырмине шывпа пӗрле нефть продукчӗсем юхнине асӑрханӑ. Нефть тата газ продукчӗсем сутакан предприяти ҫавӑн пек ӗҫленӗ иккен.
Тӑпрана бензинпа тата мазутпа сиенлетнисен халӗ кӑлтӑка пӗтермелле. Капла тума прокуратура суд урлах хистенӗ. Надзор органӗн тавӑҫне Ленин район судӗнче пӑхса тухса суту-илӳ предприятине ҫеҫ мар, Шупашкар хула администрацине те тасамарлӑха пӗтерттермелле хушу кӑларнӑ.
Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче каланӑ тӑрӑх, Ленин район сучӗн йышӑнӑвӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха.
Шупашкарти Музейпа курав центрӗнче «Диво под микроскопом» (чӑв. Микроскоп айӗнчи тӗлӗнтермӗш) курав уҫӑлнӑ. Тӗлӗнтермӗш ӗҫсен авторӗ — Ҫӗнҫӗпӗрти Владимир Анискин ӑста.
Пӗчӗк миниатюрӑсене тӑвакансем кирек мӗнле кӳлепене те микроскоппа ӑсталаҫҫӗ. Тепӗр чухне вӗсем чӗре самантлӑха тапман хушӑра пӗр-пӗр япалана туса ӗлкӗреҫҫӗ иккен.
Владимир Анискин Шупашкара 31 ӗҫ илсе килнӗ. Пӗтӗмпе вара унӑн — 200 ытла миниатюра. Вӗсенчен кашнинех пысӑклатса кӑтартакан хатӗрсемпе ҫыхӑнтарнӑ. Ӑстан ӗҫӗсен пысӑк пайӗ Питӗрти «Русский Левша» микроминиатюра музейӗнче вырӑн тупнӑ. Вӑл учреждени 2006 ҫулта уҫӑлнӑ. Шӑпах Ҫӗнҫӗпӗр ӑстин ӗҫӗсене пула хута янӑ та ӑна.
Шупашкарти курав ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗччен ӗҫлӗ.
Чӑваш Енри шкул ачисем Самарта пуш уйӑхӗн 26-27-мӗшӗсенче пушар хӑрушсӑрлӑхӗ енӗпе иртнӗ пӗтӗм Раҫҫейри ӑслӑлӑхпа практика тата тӗпчев ӗҫӗсен «Тӗнче пирӗн алӑра» конкурсӗнче, Ҫамрӑк пушарнӑйсен дружинисен «Раҫҫейри ҫамрӑксен чи лайӑх дружини» ятпа йӗркеленнӗ сморт-конкурсӗнче малти вырӑнсене йышӑннӑ. Кун пирки Раҫҫей МЧСӗн Чӑваш Енри тӗп управленийӗ хыпарлать.
Ӑслӑлӑх ӗҫӗсен тупӑшӑвӗнче Ҫӗрпӳ хулинче пурӑнакан Дмитрий Кузьминпа Антон Дмитриев тата Шупашкарти Вероника Карпова ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тӑнӑ. Атӑлҫи тата Урал тӑрӑхӗсенчи дружинӑсен ӑмӑртӑвӗнче вара Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял шкулӗнчи «Ҫӑлавҫӑ» дружина 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
Палӑртса хӑвармалла, ҫак конкурссене Мордва, Пушкӑрт, Чӑваш, Мари республикисенчи, Самар, Сарӑ ту, Пенза, Челябинск, Курган, Эрӗнпур, Киров, Свердловск облаҫӗсенчи тата Пермь крайӗнчи 80 ытла шкул ачи хутшӑннӑ.
Паян ирпе Шупашкарти чукун ҫул вокзалӗнче чӑн-чӑн ҫӑлтӑра, чӑваш сценин тӗлӗнмелле пысӑк шайри ӑстине, халӑх тивӗҫлипех юратакан артиста, СССР халӑх артисткине, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлекен Вера Кузьминана чечекпе кӗтсе илнӗ. Йышра театрӑн пуслӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Юрий Владимиров, Чӑваш Енри Театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Геннадий Медведев, Наталия Сергеева режиссер тата унӑн ҫумӗ Галина Скворцова пулнӑ.
Аса илтерер, «Ылтӑн маска» преми лауреачӗсен ячӗсене иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнче пӗлтернӗччӗ. Ӑна «Театр ӳнерне аталантарас тӗлӗшпе тунӑ ҫитӗнӳсемшӗн» номинацире палӑртнӑччӗ.
Вера Кузьминана, премие тивӗҫнӗ тата тепӗр 11 театр ӑстине Мускаври Пысӑк театрӑн Шурӑ фойинче чысланӑ.
Мускава пирӗн мухтавлӑ ентешӗмӗр ывӑлӗпе Атнер Петровичпа, кинӗпе Гажидма Дамбаевнӑпа тата мӑнукӗпе Петрпа кайнӑ.
Пӗтӗм ҫӗршыври «Раҫҫей пики» наци конкурсӗнче Чӑваш Ен тата Шупашкар ятне икӗ чиперкке хӳтӗлет. Кун пирки «Про Город» (чӑв. «Хула пирки») портал хыпарлать.
Конкурс пуҫланнӑ ӗнтӗ. Унта пирӗн республикӑран Атӑл леш енче пурӑнакан 18 ҫулти Юлия Полячихинӑпа Ҫӗнӗ Шупашкарти 21-ри Анна Швецова хутшӑнаҫҫӗ. «Маншӑн пӑшӑрханнисене, манпа пӗрле кастингсем витӗр тухнисене, эпӗ «Раҫҫей пики — 2018» конкурса хутшӑнасса ӗненнисене пурне те тав тӑватӑп. Эпӗ ҫӗршыври чи чипер 50 пике йышӗнче тӑнишӗн чунран савӑнтӑп», — ҫапла ҫырнӑ Анна Швецова Instagram халӑх тетелӗнче. Конкурса хутшӑнакан тепӗр чиперук вара Юлия Полячихина сасӑлав пуҫланасса чӑтӑмсӑррӑн кӗтнине палӑртнӑ, вӑл та Чӑваш Енре пурӑнакансем хай майлӑ пуласса шанать.
Чӑваш Енре туберкулезпа кӗрешмелли «Шурӑ салтак тӳми» уйӑхлӑх пуҫланнӑ. Туберкулезпа кӗрешмелли диспансерта вара тухтӑрсем пациентсене кашни шӑматкун уҫа алӑксен кунӗнче кӗтеҫҫӗ.
Юлашки ҫулсенче республикӑра ҫак чирпе нушаланакансен йышне 11 процент чакарнӑ. Чи пӗлтерӗшли – тухтӑрсем флюорографи тухмалли пирки мӗншӗн ҫине тӑрса асӑрхаттарнине ҫынсем ӑнланнӑ.
Халӗ куҫса ҫӳрекен флюорографсем республикӑри районсем тӑрӑх ҫӳреҫҫӗ. Вӑл Шупашкарта та пур.
Уйӑхлӑх пынӑ чухне диспансерта тӗрӗсленме, унти тухтӑрсемпе канашлама май пур. Унта уҫӑ алӑксен кунӗ шӑматкунсерен ака уйӑхӗн 24-мӗшӗччен иртӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |