Республикӑн тӗп хулинчи транспортӑн 90-а яхӑн проценчӗ ҫул укҫине терминал урлӑ илет. Ятарлӑ йӗрке ҫирӗплетнӗ пулин те ыттисем пассажирсенчен «чӗрӗ» укҫа кӑна илеҫҫӗ.
Пассажирсене турттаракан маршрутҫӑсен терминал пулмаллине Чӑваш Ен Элтеперӗ республикӑн Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура та палӑртнӑччӗ.
Ҫул укҫине транспорт карттипе тӳлеме май туса пани пассажирсемшӗн те пайталлӑ, мӗншӗн тесен ҫапла кашни тӳлемессерен нухрат (хулара, тӗслӗхрен, 4-шар тенкӗ) перекетленет. Тепӗр ен вӑл налук тӳлессипе ҫыхӑннӑ. Касса витӗр тухакан укҫана налукҫӑсенчен пытараймӑн.
Шупашкарти 32, 41, 49, 51, 65-мӗш маршрутсенче терминалпа тивӗҫтермен, вӗсене хула администрацийӗ ӗҫлеме чарнӑ. Йышӑнупа килӗшмесӗр маршрутҫӑсем суда кайнӑ.
Шупашкарта «Салам» лавккана санитарипе эпидемиологи йӗркине пӑхӑнманшӑн хупса хунӑ. Мускав районӗн сучӗ хальлӗхе апат-ҫимӗҫ лавккине 30 кун уҫма чарнӑ.
Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче темиҫе ҫитменлӗх те тупса палӑртнӑ. Акӑ, сӑмахран, производство тата хушма пӳлӗмсенче механика вентиляцийӗ вырнаҫтарман, ҫурмафабрикатсемпе хатӗр продукци юнашарах выртнӑ. Вӗсене лавкка ӗҫченӗсем пӗр сӗтел ҫинчех хатӗрленӗ. Унсӑр пуҫне кунта аш-какай тата пахча ҫимӗҫ упрама уйрӑм пӳлӗмсем ҫук. Какая, пахча ҫимӗҫе, ешӗл ҫимӗҫе, кӑмпана, чӑх ҫӑмартине пӗр ҫӗртех ҫунӑ. Лавккаран кӗме-тухма та пӗр алӑк ҫеҫ. Туянакансем те, лавккара вӑй хуракансем те ҫавӑнтанах кӗрсе тухнӑ. Ку кӑна мар, тавара та ҫав алӑкранах пушатнӑ.
Пӗр уйӑхран Роспотребнадзор ӗҫченӗсем лавккана тепӗр хутчен тӗрӗслӗҫ. Ӑна уҫма ирӗк парӗҫ-и е ҫук-и — ҫавӑн чухне паллӑ пулӗ.
Иртнӗ шӑматкун «Аталану» ассоциацийӗнче лекци иртнӗ. Ачасене чӑвашла ӳстерес тата вӗрентӳре чӑваш чӗлхипе усӑ курассине аталантарас тӗллевпе йӗркеленӗ пӗрлӗх пайташӗсен умӗнче Елена Суслова нейропсихолог доклад каланӑ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл ҫын хӑйӗн тымарӗсене пӗлнипе пӗлменни ун пурнӑҫӗ ҫине мӗнле витӗм кӳни пирки каласа панӑ. Хӑйсен чӑвашлӑхӗнчен тарман ҫынсем хӑйсене кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен лайӑхрах туйнине унӑн тӗпчевӗ палӑртнине пӗлтернӗ.
Елена Суслова хӑйӗн пурнӑҫӗнчи саманчӗсене те илсе кӑтартнӑ. 2011 ҫулччен, Мускав лекиччен, имӗш вӑл хӑйӗн чӑваш тымарӗсене палӑртма юратман, пытарма тӑрӑшнӑ. Ют тӑрӑха лексен ҫеҫ хӑйӗнче чӑваша тупма пултарнӑ, именме пӑрахнӑ. Енчен те малтан хӑйӗн ҫуралнӑ вырӑнне «Чулхулапа Хусан хушшинче» тесе палӑртнӑ пулсан, Мускавра тӑватӑ ҫул пурӑннӑ хыҫҫӑн кӑна ҫуралнӑ кӗтесӗ Шупашкар пулнине калама хӑват тупнӑ. Ачасене чӑвашла вӗрентсе ӳстерес кӑмӑл тупнисене Елена лекци-семинарта шӑп та лӑп хӑйсен тымарне пытарманни ачан кӑмӑл-сипетне лайӑхлатма пултарни пирки ӑнлантарса панӑ та.
Сӑмах май, «Аталану» пӗрлӗх пайташӗсем хӑйсен ачисемпе кашни шӑматкун пухӑнаҫҫӗ, ачисемпе чӑвашла вӑйӑсем ирттереҫҫӗ, вӗсенче чӑвашлӑх туйӑмне аталантарма тӗрлӗ майсем шыраҫҫӗ.
И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн чӑваш тата вырӑс филологийӗн факультетӗнче 3-мӗш курсра вӗренекен Татьяна Чернова кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкарта иртекен «Атӑлҫи пики» илемпе пултарулӑх конкурсне хутшӑнӗ.
Пултаруллӑ студентка театр шкулне ултӑ ҫул ҫӳренӗ, «Илемлӗ сӑмах» номинацире республика тата ҫӗршыв шайӗнче иртекен конкурссене хутшӑнса малти вырӑнсене йышӑннӑ. Халӗ те хастар вӑл, ыркӑмӑллӑх акцийӗсене, ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗсене хутшӑнать, донор пулнӑ май тӑтӑшах юн парать.
ЧПУн Культура керменӗнче иртекен конкурсра Татьяна Черновапа пӗрлех республика чысне тепӗр Татьяна хӳтӗлӗ. Вӑл — И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн строительство факультечӗн 5-мӗш курс студентки Татьяна Соколова. «Атӑлҫи Татьяни — 2018» ята кам ҫӗнсе илӗ — кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче пӗлӗпӗр.
Йӗркелӗх хуралҫисем Шупашкарта пурӑнакан арҫынран 200 ытла кӗленче суя эрех туртса илнӗ. Кун пирки «Чебоксары24» (чӑв. «Шупашкар24») портал Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службин хыпарӗ тӑрӑх пӗлтернӗ.
Хайхи усламҫӑ суя эрехе ялан туянакан ҫынсене кӑна сутнӑ пулин те полици ӗҫченӗсен темиҫе ҫӗрте упранӑ продукцие тупса палӑртма тата туртса илме май килнӗ. Унсӑр пуҫне пакунлисем контрафактлӑ алкоголь продукцине кам кӳрсе панине те пӗлме пултарнӑ. Ҫапла майпа Шупашкар арҫынни суя акциз маркиллӗ 200 ытла кӗленче шурӑ эрехсӗр тӑрса юлнӑ. Ҫавна май следстви управленийӗ ун тӗлӗшпе уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Следовательсем халӗ ӑна хӗрсе кайсах тӗпчеҫҫӗ. Халӑхра суя эрехе саккунсӑр майпа сарнӑ арҫын айӑплавран хӑтӑлаймӗ.
Шупашкарти «Волжский-3» микрорайонта пӗр эрне каялла шкул хӑпартма тытӑннӑ. Туса пӗтерсен вӑл Шупашкарти чи пысӑк иккӗмӗш шкул пулӗ. Документсенче палӑртнӑ тӑрӑх, унта пӗр харӑсах 1100 ача пӗлӳ илме пултарӗ.
Строительство ӗҫӗсем епле пынине тӗрӗслеме шкул ҫӗкленӗ ҫӗре Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗ Иван Моторин тата Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ҫитсе курнӑ. Кунта ӗҫе икӗ сменӑпа йӗркелени тӳре-шарана уйрӑмах килӗшнӗ.
Палӑртса хӑвармалла, шкул тума 711 миллион тенкӗ кирлӗ пулӗ. Строительство ӗҫӗсене «Старатель» фирма пурнӑҫлать. Строительсен шкула ҫитес ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен туса пӗтермелле. Ҫав вӑхӑтчен вӗсен вӗренӳ корпусӗ, 2 хутлӑ спортзал хӑпартма, стадион тата темиҫе спорт лапамӗ хӑтлама тивӗ.
Шупашкарти наци вулавӑшӗн «Серебряный век» (чӑв. Кӗмӗл ӗмӗр) галерейинче ҫак кунсенче Любовь Остерлевина (1930–2008) художник куравӗ ӗҫлет.
Курав кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче уҫӑлнӑ, вӑл нарӑсӑн 2-мӗшӗччен ӗҫлӗ.
Любовь Георгиевна Алма-Атари театрпа ӳнер училищинче тата Мускаври пир-авӑр институтӗнче вӗреннӗ. Шупашкарти пир-авӑр хапрӑкӗнче художник пулса ӗҫленӗ.
«Кӗмӗл ӗмӗр» куравра «Крым», «Вӑтам Ази» ярӑмри ӗҫсем, живопиҫпе графика произведенийӗсем, пуҫри шухӑша васкаса хут ҫине куҫарнисем, гобелен тӗслӗхӗсем вырӑн тупнӑ.
Мероприятие уҫма художниксем, журналистсем, Шупашкарти Акцыновсем ячӗллӗ 6-мӗш ӳнер шкулӗнче вӗренекенсем, ӳнере хаклакансем пуҫтарӑннӑ.
Художника аса илсе Чӑваш Республикин халӑх художникӗ Раиса Терюкалова, Геннадий Иванов-Орков искусствовед, Раҫҫей художниксен союзӗн пайташӗ Нина Алимасова сӑмах каланӑ.
Кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче Китайра «All Nations 2018» пӗтӗм тӗнчери конкурс иртнӗ. Унта Чӑваш Енри Александра Николаева пилӗк финалист йышне лекнӗ.
«Volga Models» модель агентствинче (хӗр унтан тухнӑ) конкурса тӗнчен мӗнпур континенчи 30-а яхӑн ҫӗршывран хутшӑннине пӗлтернӗ.
Александра Николаева «3-вице пике» титула тивӗҫнӗ.
Тӗнче шайӗнчи конкурса вӑл пуҫласа хутшӑнӑ. Ӑмӑртура пӗр пикене чи хитри тесе чысланӑ, тӑваттӑшне вице ятсем панӑ. Конкурсра Таиланд пики мала тухнӑ, Австралинчи хӗр — 1-вице, Вьетнамри — 2-вице, Канадӑри — 4-вице.
Виҫҫӗмӗш вице мисс, Александра, Чӑваш Енӗн чипер пики ята пӗлтӗр тивӗҫнӗ, «Раҫҫей туризм пики» конкурсра вӑл пӗрремӗш вице-пике ята ҫӗнсе илнӗ. Нумаях пулмасть вӑл «Grace Models» пӗтӗм тӗнчери модель агентствипе килӗшӳ тунӑ, ҫулла чикӗ леш енне модель пулса ӗҫлеме тухса кайӗ.
Паян Шупашкарти Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче Чӑваш Енри пичет ӗҫченӗсем професси уявне иртетерессине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен те пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер, вӑл уяв паян кӑнтӑрла иртни икӗ сехетре пуҫланмалла. Раҫҫей пичет кунӗ кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче пулчӗ те, журналистсене Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ун чухнех саламланӑччӗ. Вырӑна ҫитсе, коллективсемпе курнӑҫса мар. Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑччӗ. Чӑваш Ен прокурорӗ Василий Пословский те ырӑ суннӑччӗ.
Журналистсен 2017 ҫулхи премине тивӗҫнисен ячӗсем халех паллӑ. Чӑваш Енӗн Наци радиовӗн информаци пайӗн редакторӗ Алина Герасимова, Ҫӗнӗ Шупашкарти «Грани» хаҫатӑн информаци пайӗн редакторӗ Ирина Павлова Ҫемен Элкер премине тивӗҫӗҫ. «Халӑх шкулӗ» журнал редакторӗ Олег Кульев тата Чӑваш Енӗн Наци музейӗн ӗҫченӗ Наталия Захарова-Кульева Николай Никольский премине илӗҫ. Чӑваш радиора корреспондентра ӗҫлекен Ирина Паргеевӑна Леонид Ильин премийӗпе хавхалантарӗҫ.
Ксения Собчакӑн Чӑваш Енри штабӗ ӑна Раҫҫей президент суйлавне хутшӑнма кирлӗ алӑ пуснисене пухассин планне вӑхӑт пӗтиччен пурнӑҫланӑ. Кун пирки Чӑваш халӑх сайчӗн корреспондентне Чӑваш Енри штаб координаторӗ Дарья Комарова пӗлтернӗ.
— Кӑрлачӑн 17-мӗш тӗлне эпир 2500 ҫеҫ кирлӗ пулин те пурӗ 2680 алӑ пусни пухрӑмӑр, — тенӗ Комарова.
Собчакпа тата ытти пулас кандидатсемпе ҫыхӑннӑ телесюжетсене федераллӑ телеканалсем ҫеҫ мар кӑтартаҫҫӗ, вырӑнти ЧПТРК та. Кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче тухнӑ телесюжетра паллӑ телеертӳҫӗн штабӗнчен Шупашкартипе федералли хушшинчи ҫыхӑнӑва кӑтартнӑ. Видеокадрсенче ҫавӑн пекех вырӑнти хастарҫӑсем пулнӑ, алӑ пуснисене пухасси мӗнле пынине сӑнлакан стенд. Цифрӑсене ӗненсен чи сахалтан кирлӗ алӑ пуснисен шутне пухакансем кӑрлачӑн 15-мӗшӗнчех пухайнӑ. Корреспондент каланӑ тӑрӑх Шупашкарти хастарҫӑсем малалла Ксения Собчакӑн Мари Элти штабне пулӑшӗҫ.
Ксения Собчакӑн Шупашкарти штабӗ Калинин урамӗнчи 109 ҫуртӑн 1-мӗш хуралтинче вырнаҫнӑ. «Шупашкар трикотажӗ» хапрӑкпа тата 2-мӗш полици уйрӑмӗпе юнашар. Кунта ӗҫлӗ лару-тӑру-хуҫаланать. Урамра иртсе каякан суйлавҫӑсемпе ӗҫлеме кунта куҫса ҫӳрекен юрта пур — вӑл ӗҫри реквизит.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |