Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Спорт
![]() Полина Петухова. Сар.ru сӑнӗ Чӑваш хӗрӗ Полина Петухова кикбоксинг енӗпе иртнӗ «BESTFIGHTER» тӗнче кубокӗнче ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнӗ. Ӑмӑрту ҫӗртме уйӑхӗн 14-17-мӗшӗсенче Италире иртнӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн спорт министерстви хыпарлать. Шупашкарта пурӑнакан Полина Петухова 52 килограмчченхи виҫе категорийӗнче вӑй виҫнӗ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче пӗлӳ илекен пике ҫурма финалта Словакин паллӑ спортсменкине Моника Хохликовӑна парӑнтарнӑ. Финал ӑмӑртӑвӗнче вара Раҫҫейӗн тепӗр спортсменкине Кристина Исмаиловӑна ҫӗнтернӗ. Чӑваш Енӗн спорт министерствинче палӑртнӑ тӑрӑх, тӗнче кубокӗнче 42 ҫӗршыври 2 пин ытла спортсмен ӑмӑртнӑ. Арҫынсемпе хӗрарӑмсем, юниорсемпе юниоркӑсем икӗ виҫе категорийӗнче тупӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |