Ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, 14 сехетре, Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Иванов вулавӗсем иртӗҫ. Вӑл мероприятие кӑҫал пуҫласа йӗркелеменнине палӑртмалла. Шучӗпе вӑл улттӑмӗш хут иртет.
Конференцие музейҫӑсем чи малтан 2015 ҫулта пуҫтарнӑ. Ӑна Константин Иванов классик ҫуралнӑ куна халалланӑ.
Вулав вӑхӑтӗнче паллӑ ҫынсен кун-ҫулӗнчи питех пӗлмен, халӑхра анлӑ сарӑлман фактсене ҫутатассине, историпе, вӗренӳпе, культурӑпа ҫыхӑннӑ фактсене сӳтсе явассине пӗлтереҫҫӗ.
Конференцие преподавательсемпе студентсене чӗнеҫҫӗ. Ытти хастара та, паллӑ ӗнтӗ, хапӑл тусах кӗтсе илӗҫ.
Хутшӑнас кӑмӑллисен музей пуҫлӑхне Ирина Оленкинӑна ҫак телефонпа шӑнкӑравласа пӗлтермелле: (8352) 62-21-43.
Юлашки вӑхӑтра «Чӑвашавтотранс» пирки нумай калаҫрӗҫ. Предприяти ӗҫӗ-хӗлӗ чарӑнса ларнӑ, вӑл панкрута тухнӑ.
«Чӑвашавтотрансӑн» арестленӗ ҫуртне аукционра сутма лартнӑ. Лотӑн малтанхи хакӗ – 89,7 миллион тенкӗ.
Объект лаптӑкӗ – 2817,9 тӑваткал метр. Вӑл Шупашкарти Гагарин урамӗнчи 20-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Пилӗк хутлӑ ҫуртӑн кадастр номерӗ -21:01:020502:273.
Аса илтерер: «Чӑвашавтотранс» кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче панкрута тухнӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков пӗлтӗр 1,4 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Вӑл деклараци тӑратнӑ.
Унӑн арӑмӗ вара унран темиҫе хут ытларах ӗҫлесе илнӗ. Вӑл декларацире 15,5 миллион ытла тенкӗ кӑтартнӑ. Татьяна Ладыкова - экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн регион экономикин тата предпринимательство кафедрин доценчӗ. Вӑл 365 пин тенке яхӑн ӗҫре шалу илнине кӑтартнӑ. Унӑн харпӑрлӑхӗнче 1500 тата 1218 тӑваткал метрлӑ ҫӗр лаптӑкӗсем пур.
Сӑмах май, икӗ ҫул каялла Татьяна Ладыкова 4,26 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Ун чухне те вӑл Чӑваш Енри тӳре-шаран чи пуян арӑмӗ пулнӑ.
Шупашкарти 40-мӗш шкулта 2-мӗш класра вӗренекен Михаил Турханов Пӗтӗм Раҫҫейри ачасен ӑслӑлӑхпа тӗпчев тата пултарулӑх ӗҫӗсен «Ӑслӑлӑхри пӗрремӗш утӑмсем» конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Вӑл Мускав облаҫӗнче ака уйӑхӗн 26-28-мӗшӗсенче иртнӗ.
Конкурса сахал мар ача хутшӑннӑ: куҫӑн мар майпа иртнӗ турта – 900 ытла шӑпӑрлан, куҫӑн майпа иртнинче вара – 500 ытла. Чӑваш Енрен виҫҫӗн кайнӑ: Денис Герасимов, Павел Михеркин тата Михаил Турханов.
Михаил жюри пайташӗсен «Самолет ҫунатти. Вӑл мӗнрен тӑрать» тӗпчев ӗҫӗпе паллаштарнӑ. Ҫамрӑк тӗпчевҫӗ эксперт комиссийӗн мӗнпур ыйтӑвне хуравланӑ, ҫапла майпа вӑл хӑйӗн секцинче малти вырӑна тухнӑ.
Паян Шупашкарти Б. Хмельницкий урамӗнчи тӑванла масарӑн асӑну палӑкӗ умне чӗрӗ чечек ҫыххисем хунӑ. Унта Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем, Чӑваш Республикин ӗҫпе социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Сергей Димитриев, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем, студентсем, шкул ачисем т.ыт.те пуҫтарӑннӑ.
Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев ячӗпе чечек кӑшӑлне республикӑн ӗҫпе социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Сергей Димитриев тата Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн ӗҫченӗсем хунӑ.
Историллӗ паллӑ вырӑна кашни ҫулах ветерансемпе пӗрле ертӳҫӗсем пухӑнаҫҫӗ. Вӗсем йывӑр сурансене пула госпитальсенче пурнӑҫран уйрӑлнӑ салтаксен палӑкӗ умне чӗрӗ чечек ҫыххи хураҫҫӗ. Госпитальте сурана пула 80 ытла ҫын вилнӗ.
Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Шупашкарти шкул ачисем хула историне вӗренме пуҫлӗҫ. Заняти эрнере пӗр хутчен иртӗ.
«Манӑн хула Шупашкар» предмета 5-9-мӗш классем ҫур ҫул вӗренӗҫ. Халӗ ӑна 19 шкулта кӑна шӗкӗлчеҫҫӗ.
1999 ҫулта ун чухнехи мэр Анатолий Игумнов пуҫарӑвӗпе истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗсем Антонина тата Владимир Даниловсем, Татьяна Иванова Шупашкар пирки кӗнеке ҫырма пуҫланӑ. 5-мӗш классем валли пӗрремӗш кӗнеке 2000 ҫулта тухнӑ. 2001-2004 ҫулсенче 6-9-мӗш классем валли хатӗрленӗ. Унтанпа 15 ҫул иртнӗ, анчах 5-мӗш класс кӗнеки ҫеҫ ҫӗнӗрен пичетленнӗ. Халӗ авторсем пособисене тепре кӑларма хатӗрленеҫҫӗ. Кун валли хула администрацийӗ укҫа уйӑрӗ. Кӗнекенсем тата интереслӗрех пуласса шантараҫҫӗ.
Чӑваш Енри ШӖМ Шупашкарти пӗр суту-илӳ центрӗнчи реклама щичӗ мӗнле майпа ҫунма пуҫланин сӑлтавне уҫӑмлатаҫҫӗ.
Ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче каҫхине Шупашкарти 1-мӗш полици уйрӑмӗн дежурнӑй чаҫне пӗр суту-илӳ центрӗнче тӗтӗм йӑсӑрланни пирки шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Полицейскисем тӳрех унта вӗҫтернӗ.
Пакунлисем ҫитиччен суту-илӳ центрӗн ӗҫченӗсем, унта пынӑ ҫынсем урама тухнӑ. Никам та шар курман.
Полицейскисем тӗтӗм ӑҫтан тухнине палӑртнӑ: 4-мӗш хутра реклама щичӗ ҫунма пуҫланӑ иккен. Вӗсен шухӑшӗпе, ҫак киревсӗр ӗҫе ҫамрӑксем тума пултарнӑ. Икӗ каччӑпа хӗре тупса палӑртнӑ ӗнтӗ. Полицейскисем ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан 101 ҫулти ветерана Ксения Редьковӑна ШӖМ ӗҫченӗсем Ҫӗнтерӳ кунӗпе саламланӑ. Ксения Порфирьева пӗр ӗмӗр хыҫа хӑварнӑ пулин те хӑйне чиперех туять, вӑй-халӗ те пур.
Шупашкарти полици пуҫлӑхӗ Сергей Павлов ветерана саламланӑ. Ксения Редькова Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче фельдшерта ӗҫленӗ, салтаксемпе офицерсен пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн вӑл шалти ӗҫсен органӗнче вӑй хунӑ.
Ксения Редькова вӑрҫӑра «чӗлхе» тытма та кайнӑ. Ку савет салтакӗсене кӑна мар, тӑшмансене те тӗлӗнтернӗ. Ӑна Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр Орденӗпе, Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин орденӗпе, «Сталинграда хӳтӗленӗшӗн», «Берлина илнӗшӗн», «Ҫарти паттӑрлӑхшӑн» тата ытти медальпе чысланӑ.
Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнчен Шупашкарта халӑх транспорчӗпе ҫӳремешкӗн хаксене татах хӑпартӗҫ. Кун пирки паян, ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков пӗлтернӗ.
Ҫапла тума сити-менеджер пассажирсене илсе ҫӳрекен маршрутсен хуҫисем тупӑш тӑкаксене саплаштарма ҫитсе пыманнипе кӑмӑлсӑрланнӑран йышӑннӑ. Унсӑр пуҫне Шупашкарти троллейбус управленийӗпе «Чӑвашавтотранс» та ҫул ҫӳрев хакне 2-4 тенкӗ хушма ыйтса ҫырупа тухнӑ иккен. Ҫавна май утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче троллейбуссемпе автобуссенче кӑна мар, маршруткӑсенче те билет хакӗ ӳсӗ.
Каласа хӑвармалла, хулара автобуспа тата троллейбуспа ҫӳренӗшӗн хака нумаях пулмасть — нарӑс уйӑхӗнче — хӑпартнӑччӗ. Хальхи вӑхӑтра автобуспа, троллейбуспа пӗрре ларса кайнӑшӑн — 18 тенкӗ, машруткӑсенче 22 тенкӗ тӳлемелле.
Чӑваш Енӗн тӗп хулинчи «Сад» микрорайона 10-мӗш номерлӗ троллейбус ҫӳреме тытӑнӗ. Кун пирки паян, ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков патӗнче иртнӗ канашлура сити-менеджерӑн ЖКХ енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Владимир Филиппов пӗлтернӗ.
Ҫӗнӗ маршрутпа троллейбуссем кӑҫалхи виҫҫӗмӗш кварталта хутлама пуҫлӗҫ, унта автономлӑ йӗркепе ҫӳрекен «мӑйракасӑр» пилӗк троллейбус яма палӑртнӑ. Вӗсем кашни 20 минутран ҫӳрӗҫ, ирхинехи та каҫхинехи халӑх йышлӑ вӑхӑтра — кашни 10 минутра.
Палӑртса хӑвармалла, 10-мӗш номерлӗ троллейбус Чукун ҫул вокзалӗнче тапранӗ те «Чапаев скверӗ», «Андриян Николаев космонавт урамӗ», «Тӗп пасар», «Богдан Хмельницкий урамӗ», «9-мӗш шкул», «Кошкино» тата «Сад» микрорайонти ытти чарӑнура пассажирсене лартӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 739 - 741 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Сидоров Николай Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Бурнаевский Валентин Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |