Шупашкарта «Тӑван шаурма» ятлӑ талӑкӗпех ӗҫлекен обществӑлла апатлану предприятийӗ уҫӑлнӑ. Кун пирки Фейсбукра Юрий Федоров хыпарланӑ. «Таван шаурма»... Это сильно, ящетаю», — сӑмахсене юри йӑнӑшпа кукӑртса хунӑ вӑл.
Кӗске хыпара сӳтсе явакансем унта пулса курнине хыпарлаҫҫӗ. «Тӑван шаурма» Шупашкарти Иван Франко урамӗнче, ача-пӑча парк тӗлӗнче, чарӑнӑва хирӗҫ вырнаҫнӑ иккен.
«Унта шӳрпе пур-и?» — кӑсӑкланнӑ пӗри. «Эпӗ пулнӑ, пур», — хуравланӑ тепри.
Хӑшӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, киоска кӑнтӑр енчи усламҫӑсенчен пӗри уҫнӑ. Хуҫи кирек кам пулсан та ятӗнче те пулин тӑван сӑмах пурри аван. Ахальлӗн пирӗн суту-илӳ точкисем чӑвашла сӑмахсене юратсах каймаҫҫӗ. Сӑнанӑ тӑрӑх, «Пятерочка» сетьсӗр пуҫне. Вӗсем Кӳкеҫре нумаях пулмасть уҫнӑ лавккара та ӑҫта мӗнле апат-ҫимӗҫ вырнаҫнине, кӗрсе тухмалли кӑтартмӑшсене икӗ чӗлхепе кӑтартнӑ.
Шупашкарти ресторансенчен пӗринче иртнӗ туя кайса персе аннӑ хӗрарӑма апатлану предприятийӗн ҫур миллиона яхӑн тенкӗ тӳлемеллине маларах эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, пӑтӑрмахлӑ ӗҫ-пуҫ ЧР Аслӑ сучӗн экс-судйипе ҫыхӑннӑччӗ.
Юлташӗсен мӑнукӗн туйне кайнӑскер ресторан картлашки ҫинче ӳксе пуҫ мимине чӗтретнӗ, аллине хуҫнӑ. Шупашкарти Мускав район сучӗ хӗрарӑм ыйтнине тивӗҫтерсе кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн ресторантан 300 пин, тӑкака кӑмӑлпа саплаштарман тесе 150 пин тенкӗ штраф шыраса илмелле тунӑччӗ.
Пӗрремӗш инстанцири йышӑнупа килӗшмесӗр ресторан ЧР Аслӑ судне ҫитнӗччӗ, ака уйӑхӗн 11-мӗшенче лару иртнӗччӗ. Анчах унти тӳресем ӗҫе пӑхса тухма килӗшменччӗ. Ҫапла ку ӗҫе урӑх суд тишкерессине эпир ун чухнех хыпарланӑччӗ. Тавлашуллӑ ыйтӑва Тутарстанри тӳресен коллегийӗ тишкерӗ.
Республика кунӗ тӗлне республикӑри темиҫе предприятире ҫӗнӗ производствӑсем хута каймалла. Ҫакна паян иртнӗ йӗркелӳ комитечӗн ларӑвӗнче экономика аталанӑвӗн министрӗ Владимир Аврелькин пӗлтернӗ. Шупашкарти В.И.Чапаев ячӗллӗ савутра, Муркаш районӗнчи «Ҫеҫпӗл», Шупашкарти «Чӑвашторгтехника» предприятисенче ҫӗнӗ производствӑсем уҫма палӑртнӑ.
Аса илтерер, Республика кунӗ кӑҫал Шупашкарта тата Красноармейски районӗнче иртӗ. Уяв кунӗсенче «Регионсем — чикӗсӗр ӗҫтешлӗх» курав, фейерверксен фестивалӗ ӗҫлеттерме палӑртса хунӑ. Йӑлана кӗнӗ «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» фестивале кӑҫал Сӗнтӗрвӑрри районӗнче уҫма палӑртнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Унтан вӑл Шупашкарти кӳлмеке куҫӗ. «Руҫ ӑстисем» конкурса хутшӑнакансем те хӑйсен пултарулӑхне районӗсенче пурӑнакансене кӑтартӗҫ, кайран ҫеҫ Шупашкара ҫитӗҫ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Акатуй пулӗ, 24-мӗшӗнче Хӗрлӗ лапамра Чӑваш Енри ачасен пӗрлештернӗ хорӗ юрлӗ. Уява концерт тата салют вӗҫлӗ.
Ҫӗнтерӳ кунӗнче Чӑваш Енӗн пултарулӑх интеллигенцийӗ Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ икӗ поэтӑн астӑвӑм хӑмисем патне чечек хунӑ.
Чыслава, Чӑваш Енӗн Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑваш халӑх поэчӗ Петӗр Хусанкай (1908-1970) тата кабардин-балкар халӑх поэчӗ Кайсын Кулиев (1917-1984) тивӗҫнӗ. Юлашкинчен асӑнни 1941 ҫулхи кӗркунне Орел хули патӗнче йывӑр аманнӑ хыҫҫӑн Шупашкарти 3052-мӗш эвакогоспитательте сипленнӗ.
Вӑрҫа хутшӑннӑ поэтсене хисеплесе пӗлтӗр пуҫласа чечек хунӑ, кӑҫал ку ырӑ йӑлана малалла тӑснӑ. Акцие чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай пуҫарнӑ.
Чечек хума Юрий Артемьев профессор, ЧНКн вице-президенчӗ Владимир Тяпкин, Ҫеҫпӗл Мишши премийӗн лауреачӗсем Раиса Сарби, Ольга Тургай, Атнер Хузангай тата Олег Цыпленков, Чӑваш Енӗн профессилле ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Геннадий Максимов, Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗн ертӳҫи Антонина Андреева тата ыттисем хутшӑннӑ.
Шупашкарта 52 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ уголовлӑ ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, суда ярса панӑ. Следовательсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, Свердловск облаҫӗнче пурӑнакан арҫын амӑшне пытарнӑ хыҫҫӑнхи кун тӑван пиччӗшне вилмеллех хӗненӗ.
Раҫҫей следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ хыпарланипе килӗшӳллӗн, хайхи арҫын Шупашкара нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче вилсе кайнӑ амӑшне пытарма килнӗ, ӑна юлашки ҫула 24-мӗшӗнче ӑсатнӑ. Тепӗр кунхине вӑл амӑшӗпе пӗрле пурӑннӑ 56 ҫулти пиччӗшӗ патне пынӑ. Хайхискерсем харкашса кайнӑ, аякран килнӗ хӑна пӗртӑванӗ эрех-сӑрапа иртӗхнӗшӗн кӑмӑлсӑрланнӑ. Тавлашу ҫапӑҫӑвах куҫнӑ — шӑллӗ пиччӗшне чунӗ тухичченех хӗненӗ.
Палӑртса хӑвармалла, унчченех хупса хунӑ арҫын шӑпине суд ҫитес кунсенчех татса парӗ, ӑна ҫын сывлӑхне вилмеллех сиен кӳнӗшӗн явап тыттарасшӑн.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вырӑс тата чӑваш филологийӗн тата журналистика факультетӗнче журналиста вӗренекен 18 ҫулти Юлия Полячихина «Раҫҫей пики — 2018» ята тивӗҫнӗччӗ. Ун хыҫҫӑн пике хӑй вӗренекен аслӑ шкулта пресс-конференци те ирттерчӗ, Чӑваш Ен Элтеперӗ те унпа тӗл пулчӗ. Ӗнер вӑл, Ҫӗнтерӳ кунӗнче, салтак евӗр тум тӑхӑнса урама тухнӑ, ҫывӑх тӑванӗн сӑн ӳкерчӗкӗпе «Вилӗмсӗр полк» акцие хутшӑннӑ.
Ҫӗршыври кӑҫалхи чи чипер пикепе Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев урамра тӗл пулнӑ. Михаил Васильевич та, пике те — сӑн ӳкерчӗксемпе. Раҫҫей чиперккипе ӳкерӗннӗ фотона Михаил Игнатьев Инстаграмри хӑйӗн страницине лартса хунӑ. Сӑмах май, ҫав акцие республика ертӳҫин мӑшӑрӗпе ывӑлӗ те хутшӑннӑ.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗ, Шупашкарта пурӑнакан 93 ҫулти Юрий Петров Мусквари парада хутшӑннӑ. Шурсухала ҫӗршывӑн тӗп хулинчи Хӗрлӗ лапамри тӗп трибуна ҫинчен уяв мероприятийӗсене сӑнама май килнӗ.
«Правда ПФО» журналисчӗ Александр Белов ҫырса кӑтартнӑ тӑрӑх, ҫӗршыври 8 ветерана темле ыр кӑмӑллӑх организацийӗ Мускава чӗннӗ. Анчах унта ҫитсен пӑтӑрмах сиксе тухнӑ: ватӑсем валли йыхрав хучӗ ҫук-мӗн. Ресторанта апатлантарма шантарнӑ-ха. Анчах ватӑ ҫын апат ҫиессишӗнех Мускава кайманни паллӑ ӗнтӗ.
Пӑтӑрмах пирки вӑрҫӑ ветеранӗн мӑнукӗ Мария Тишина халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче ҫырса кӑтартнӑ. Ҫакна Мускав мэрӗ Сергей Собянин асӑрханӑ, ыйтӑва татса пама шантарнӑ. Ыр кӑмӑллӑх организацийӗ урлӑ кайнӑ ветерансем ҫапла вара Мускаври парада лекнӗ.
Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 15 сехет те 50 минутра полицейскисемпе следовательсем Шупашкарти «Овас» суту-илӳ тата Стрелоксен 324-мӗш дивизийӗн урамӗ ҫывӑхӗнчи сквера хупӑрланӑ. Унта темиҫе минут маларах арҫын перӗнсе вилнӗ.
Арҫын сквера килсен сак ҫине ларнӑ та ҫынсен умӗнчех перӗнсе вилнӗ. Ун ҫумӗнче «Сайга» сунар пӑшалӗ тупнӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет. Унта криминал пурри палӑрман.
Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, перӗнсе вилнӗ арҫыннӑн икӗ ача тӑлӑха юлнӑ.
Паян, Ҫӗнтерӳ кунӗнче, Шупашкарти икӗ музейра кирек кама та тӳлевсӗр кӗртӗҫ.
Чӑваш наци музейӗ хӑйӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫар мухтавӗн музейне тата В.И. Чапаев ячӗллӗ музея тӳлевсӗр кӗме май туса панӑ. Сӑмах май каласан, асӑннӑ икӗ учреждени те Чӑваш Енӗн наци музейӗн филилӗсем шутланаҫҫӗ.
Ҫав мухтавӗн музейӗнче «Живая Память» (чӑв. Чӗрӗ астӑвӑм) акци иртӗ. Унта хутшӑнакансем «Дороги Победы» (чӑв. Ҫӗнтерӳ ҫулӗсем) квеста (акӑлчан чӗлхинчен кӗнӗ ҫак сӑмаха приключени тесе ӑнланмалла, чӑвашларах каласан вӑл мыскара тенине пӗлтерет) хутшӑнайӗҫ. Музей Шупашкарти Ехрем хуҫа купса бульварӗнчи 10-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Телефон номерӗ: 62-01-78.
В.И. Чапаев ячӗллӗ музея Василий Чапаев ячӗллӗ дивизи ветеранӗсене тӗл пулӑва йыхравланӑ. Культура учрежденийӗ Шупашкарти Ленин проспектӗнчи 46-мӗш «А» ҫуртра вырнаҫнӑ. Телефон номерӗ: 56-20-61.
Ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, 14 сехетре, Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Иванов вулавӗсем иртӗҫ. Вӑл мероприятие кӑҫал пуҫласа йӗркелеменнине палӑртмалла. Шучӗпе вӑл улттӑмӗш хут иртет.
Конференцие музейҫӑсем чи малтан 2015 ҫулта пуҫтарнӑ. Ӑна Константин Иванов классик ҫуралнӑ куна халалланӑ.
Вулав вӑхӑтӗнче паллӑ ҫынсен кун-ҫулӗнчи питех пӗлмен, халӑхра анлӑ сарӑлман фактсене ҫутатассине, историпе, вӗренӳпе, культурӑпа ҫыхӑннӑ фактсене сӳтсе явассине пӗлтереҫҫӗ.
Конференцие преподавательсемпе студентсене чӗнеҫҫӗ. Ытти хастара та, паллӑ ӗнтӗ, хапӑл тусах кӗтсе илӗҫ.
Хутшӑнас кӑмӑллисен музей пуҫлӑхне Ирина Оленкинӑна ҫак телефонпа шӑнкӑравласа пӗлтермелле: (8352) 62-21-43.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.04.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |