Шупашкарти Автозаправка проездӗнче вырнаҫнӑ ҫуртсен комплексне Пӗтӗм Раҫҫейри « Раҫҫейри Хӗрлӗ Хӗрес» общество организацине 2023 ҫулхи пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗччен тӳлевсӗрех усӑ курма панӑ. Унта ҫынсене пулӑшакан «Ыркӑмӑллӑх ҫурчӗ» центр пулӗ. Ку хушӑва паян ЧР премьер-министрӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ.
Унччен ҫав ҫуртра ШӖМӗн вӗренӳ центрӗ пулнӑ, каярахпа Текстильмашпа юнашар вырнаҫнӑскер ведомствӑна кирлӗ мар пулса тухнӑ. Ҫурт комплексне республика харпӑрлӑхне панӑ. Пӗр вӑхӑт унта ИТ-технопарк вырнаҫтарма хӑтланнӑ.
Тинех ҫурт комплексӗ хуҫаллӑ пулӗ. Пурлӑх комплексӗ йышне администраци корпусӗ, клуб, склад, пӗр хутлӑ кирпӗч ҫурт, проходной, коммуникаци тытӑмӗсем, 29 пин тӑваткал метрлӑ ҫӗр лаптӑкӗ кӗрет.
Шупашкарта ял хуҫалӑх ҫимӗҫӗсен ярмӑркки ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ӗҫлеме пуҫлать. Ҫимӗҫсене туянас килсен «Николаевски» суту-илӳ комлексне, «Дар» тулли мар яваплӑ обществӑна (унчченхи «Шупашкар» пасар), «Шупашкар» универмаг умӗнчи лапама пымалла.
Ял хуҫалӑх ҫимӗҫӗсен ярмӑрккинче аш-какай, пахча ҫимӗҫ, сӗт юр-варӗ, кӑлпасси таврашӗ, вӑрӑсем, калчасем туянма май пур. Студентсем, нимеҫӗсем, тивӗҫлӗ канури ҫынсене сумкӑсене киле илсе ҫитерме пулӑшӗҫ.
Хула администрацийӗ сутуҫӑсене вырӑнсене тӳлевсӗрех парӗ. Кӑҫал Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Куславкка тата ытти районти 10 ытла организаци ярмӑрккӑна хутшӑнма кӑмӑл тунӑ.
Кӑҫал Пӗтӗм вырӑссен диктантне 600 яхӑн ҫын хутшӑннӑ. Вӗсенчен 550-шӗ диктанта И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра ҫырнӑ.
Тепӗр 140 ҫын, ҫывӑх хӗвелтухӑҫ ҫӗршывӗсенчен килнӗскерсем, TruD акцие хутшӑннӑ. Ӑна Шупашкарта вырӑс чӗлхине ют чӗлхе пек вӗренекен ҫынсем валли ятарласа йӗркеленӗ. Ӑна пӗлтӗр пӗрремӗш хут ирттернӗ, ун чухне акцие 59 ҫын хутшӑннӑ.
Пӗтӗм вырӑссен диктантне 2004 ҫулта Новосибирскра йӗркелесе янӑ. Чӑваш Ен унта 2013 ҫултанпа хутшанать. Пӗлтӗр 600 ытла ҫын диктант ҫырнӑ, вӗсенчен 44-шӗ «5» паллӑ илнӗ.
Кӑҫал кӑтартусем ака уйӑхӗн 18-мӗшӗ хыҫҫӑн паллӑ пулӗҫ. ЧПУри филологсен команди ӗҫсене тӗрӗслеме тытӑннӑ.
Чӑваш Енре ырантанпа, ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнченпе, Канашпа Шупашкара хула ҫум пуйӑссем хутлама тытӑнӗҫ. Чӑваш Енӗн Транспорт министерствинче чукун ҫул транспорчӗ шӑмат кунсерен ҫеҫ хутлать тесе хыпарланӑччӗ малтанласа. Анчах нумаях пулмасть ҫӗнӗ хыпар пӗлтерчӗҫ: пуйӑссене кашни кунсерен ҫӳретме пуҫлӗҫ.
Ака уйӑхӗн 15-мӗшнчен пуҫласа утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗччен 6502-мӗш номерлӗ «Канаш – Шупашкар» тата 6505-мӗш номерлӗ «Шупашкар – Канаш» пуйӑс ҫӳрессине хула ҫум пассажирсене турттаракан «Содружество» компанийӗ пӗлтернӗ.
Канашран Шупашкара пуйӑс ирхи 3 сехет те 51 минутра хускалӗ, Шупашкара 6 сехет те 15 минута ҫитӗ; Шупашкартан 18 сехет 40 минутра тапранса Канашра 21 сехет те 5 минутра пулӗ.
Чӑваш чӗлхи кунне халалласа Шупашкарти «Ровесник» (чӑв. Тантӑш) культура ҫурчӗ пӗчӗккисен хушшинче «Пӗчӗк паттӑр» конкурс ирттерет. Йӗркелӳҫӗсем ӑна пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ теҫҫӗ те, анчах ачасен спортри пултарулӑха та кӑтартма тивӗ.
Конкурс ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче иртӗ. Унта ултӑ ҫулхи арҫын ачасене йыхравлаҫҫӗ. Ӑмӑртӑва хула шайӗнче йӗркеленӗ май хулари ҫак ҫулти мӗнпур ачана чӗнеҫҫӗ.
Конкурса хутшӑнакансен хӑйсемпе тата хӑйсен кӑсӑкланӑвӗпе паллаштарма тивӗ. Пултарнине кӑтартса памалли самантсем те пулӗҫ. Тата вӗсене чӑваш халӑхӗн авалхи спортӗнче, кӗрешӳре, тупӑштарӗҫ. Ҫакм енӗпе арҫынсем мӗн авалтан хӑйсен вӑйне тӗрӗсленӗ.
Конкурспа ҫыхӑннӑ мӗнпур ыйтӑва +7 (8352) 23-04-66 телефонпа шӑнкӑравласа ыйтса пӗлме юрать.
«Халӑх тӗрӗслевӗн» хастарӗсем Шупашкар хула пуҫлӑхӗн ҫумӗ Владимир Горбунов ертсе пынипе аптекӑсен ӗҫӗ-хӗлне тӗрӗсленӗ.
Хула администрацийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, хастарсем ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче пилӗк аптекӑра пулнӑ, хӑшӗ-пӗринче ҫитменлӗхсем тупса палӑртнӑ. Акӑ, сӑмахран, Мускав проспектӗнчи 10-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ аптекӑра эмел таврашӗн Раҫҫей Правительстви ҫирӗплетнӗ переченьне аран шыраса тупнӑ, Ленин проспектӗнчи аптекӑра вӑл электронли ҫеҫ пулнӑ. Унсӑр пуҫне «Будь здоров» (Сывӑ пул) аптекӑра «Амоксициллин» антибиотике тухтӑр рецепчӗсӗрех сутнӑ. Кунашкал тӗслӗхе Ленин проспектӗнчи «Максавит» аптекӑра та тупса палӑртнӑ. Тепӗр аптекӑра вара сусӑр ҫынсем валли чӗнӳ пускӑчӗ пулман.
Палӑртса хӑвармалла, Виктор Горбунов каланӑ тӑрӑх, вӗсем аптекӑсенче антибиотике тухтӑр рецепчӗсӗрех сутнӑ тӗслӗхсем пирки чӗнӳ хучӗ ҫырса тивӗҫлӗ органсене ярса парӗҫ.
Шупашкарти аслӑ шкулсенчен пӗринче тӑрӑшакан 53 ҫулти аслӑ преподаватель айӑплине суд ҫирӗплетнӗ, ӑна студентсенчен сӗтев илнӗшӗн явап тыттарнӑ.
Раҫҫей следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 15-17-мӗшӗсенче хайхи вӗрентекен икӗ ушкӑнри 46 студентран 92 пин тенкӗ илнӗ, ҫакӑншӑн пурне те зачет лартса пама шантарнӑ. Ҫавна май кашни студент 2 пин тенкӗ кӑларса тыттарнӑ. Аслӑ преподавателе следовательсемпе Раҫҫей ШӖМӗн Шупашкар хулинчи уйрӑмӗн экономика хӑрушсӑрлӑхӗн тата коррупципе кӗрешекен пайӗн ӗҫченӗсем кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче тытса чарнӑ, ӗҫ-пуҫа тишкернӗ вӑхӑтра вӑл кӗсйине чикнӗ укҫана пӗтӗмпех кӑларса панӑ.
Палӑртса хӑвармалла, суд аслӑ шкулта ӗҫленӗскертен 150 пин тенкӗ штраф шыраса илме йышӑннӑ, унсӑр пуҫне ӑна вӗренӳ тытӑмӗнче 2 ҫул ҫурӑ вӑй хума чарнӑ.
Шупашкарта чи лайӑх класс суйланӑ. Хула шайӗнчи иртнӗ конкурса ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пӗтӗмлетнӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, финала 8 класс тухнӑ: вӗсем 10, 20, 24, 40, 43, 48, 56 тата 59-мӗш шкулсенчен. Вӗсем видеохӑтлав тата «Классный и компания» ятлӑ визит карточки хатӗрленӗ.
48-мӗш шкулти 4-мӗш «в» класс ачисем чи маттуррисем пулнӑ. Иккӗмӗш вырӑна 24-мӗш шкулти 2-мӗш «б» калсс, 56-мӗш шкулти 4-мӗш «и» класс класс тухнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна 20-мӗш шкулти 3-мӗш «в» класс, 43-мӗш шкулти 4-мӗш «е» класс, 40-мӗш шкулти 4-мӗш «к» класс йышӑннӑ.
Шупашкар хула администрацийӗ Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара ҫӳрекен хӑш-пӗр маршрута хупма сӗнет. Вӗсен йышне 101Э, 156, 220, 234, 262, 263, 270, 331, 332, 334 тата 337-мӗш маршрутсем кӗнӗ. Юлнӑ пилӗк маршрут валли хулара икӗ чарӑну ҫеҫ хӑварасшӑн: «Хула ҫум» тата «Ҫӗнӗ сала» автостанцисем.
«Шупашкарта 490 маршрутка ҫӳрет, Ҫӗнӗ Шупашкартан тепӗр 337. Вӗсем хулари маршруткӑсен ҫулӗсемпе ҫӳреҫҫӗ, Шупашкарти пассажирсене лартса пӗр-пӗринпе ӑмӑртмалла чупаҫҫӗ. Йӑлтах унчченхи пекех юлсан мӗнле реформа пирки пырать сӑмах: ӑмӑртакан маршруткӑсен караванӗ, хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗсем, «Чӑвашавтотранс» пек панкрута тухма пултаракан троллейбус управленийӗ», - тенӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ.
Анчах транспорт министрӗ Владимир Иванов ку шухӑшпа килӗшмест. Маршруткӑсене чакарни тата ҫынсене автостанцисене ҫеҫ илсе ҫитерни халӑха килӗшмӗ – ҫапла палӑртнӑ министр. Кунсӑр пуҫне пассажирсен икӗ хут нумайрах тӳлеме тивӗ.
Алексей Ладыков ҫавах маршруткӑсене чакарасшӑн. Тӳре-шара ку ыйтӑва татса парайман. Ӑна вӗсем тепӗр икӗ эрнерен ҫӗклӗҫ.
Ӗнер Чӑваш Енри Халӑхсен туслӑх ҫуртӗнче Тани Юн киноактриса ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине халалласа «Я актриса из Чербай» (чӑв. Эп Чурпай ялӗнчи актриса) ятпа астӑвӑм каҫӗ иртнӗ.
Савӑнӑҫлӑ пулӑма Чӑваш Енӗн культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Константин Яковлев, чӑваш парламенчӗн спикерӗ Валерий Филимонов, Шупашкар хула пуҫлӑхӗн ҫумӗ Николай Владимиров, Чӑваш Енри Кинематографистсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Олег Цыпленков хутшӑннӑ. Тани Юнӑн тӑванӗн хӗрӗ Светлана Березкина поэт та пулнӑ.
Тухса калаҫакансем Тани Юн киноактерӑн пултарулӑхне пысӑка хурса хакланӑ май ун пеккисен ятне асра тытмаллине палӑртнӑ. Сӑмах май, Чӑваш Енри кинематографистсен пӗрлешӗвӗн хастарӗсем 2016 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче Шупашкарти урамсенчен пӗрне чӑвашран тухнӑ пӗрремӗш актриса ятне пани вырӑнлине асӑннӑччӗ. Ҫак ӑнтӑлу пурнӑҫа кӗнӗпе пӗрех.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.04.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |