Политика
![]() Григорий Сергеев Шупашкар ҫыннине Сартура РФ Президенчӗн тулли полномочиллӗ полпречӗ пулма шаннӑ. Ҫав ӗҫе Григорий Сергеев пурнӑҫлӗ. Григорий Витальевич 1983 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ӑна Сарту тӑрӑхӗнче полпред тивӗҫне шаннӑ. Ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ӑна полпред пулма ҫирӗплетнӗ. Григорий Сергеев 2005 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа Чӑваш Енӗн Президенчӗн Администрацийӗнче патшалӑх граждан службин тата кадрсен пайӗнче тӗп специалистӗнче, консультантра ӗҫленӗ. 2008 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче ӑна маларах асӑннӑ пайри патшалӑх службин секторӗн заведующине лартнӑ. Ҫав ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче вӑл унта пай пуҫлӑхӗ пулса тӑнӑ. 2009 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче РФ Президенчӗн Атӑлҫи федераци округӗнчи полпредствинче кадр ыйтӑвӗ, патшалӑх награди тата патшалӑх служби енӗпе канашҫӑра тӑрӑшма тытӑннӑ. Чулхула облаҫӗн полпречӗ те пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |