Чӑваш Енре регионсен хушшинчи «ЧуМаТары» фестиваль иртнӗ. Унта Раҫҫейри 8 регионти изобретательсем ҫитнӗ.
Фестивале кӑҫал Йӗпреҫ районӗнче йӗркеленӗ. Ӑна 9-мӗш хут ирттернӗ. Фестивале Шупашкарти пилотсем те хутшӑннӑ. Вӗсем пысӑк тата пӗчӗк самолетсем, вӗҫекен аппаратсем, хӑваламалли квадрокоптерсем кӑтартнӑ. Пилотсӑр вӗҫекен аппаратсем те пулнӑ.
Фестивале хутшӑнакансем хӑйсен ӑсталӑхне икӗ сехет кӑтартнӑ. Самолетсем тӗрлӗ хускану тунӑ. Мероприятипе килӗшӳллӗн тӗрлӗ конкурс, вӗҫекен ансат модельсене ӑсталас енӗпе мастер-классем те ирттернӗ.
Шупашкарта утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ача пахчине ҫӳретнӗшӗн тӳлев хакланать, ҫакӑ апатлану хакне хӑпартнипе ҫыхӑннӑ. Ҫавӑн пекех шкулти апатланӑвӑн та хакӗ ӳсет. Унти улшӑну авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вӑя кӗрӗ. Кун пирки паян, ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ патӗнче иртнӗ канашлура пӗлтернӗ.
«Мой город Чебоксары» (чӑв. «Ман хула Шупашкар») портал пӗлтернӗ тӑрӑх, юлашки хутчен шкулти апат хакӗ 2016 ҫулта пысӑкланнӑ, ача пахчисенче тата маларах: 2014 ҫулта. Паян 1-4-мӗш классенче вӗренекен ачисемшӗн ашшӗ-амӑшӗ 19 тенкӗ (ирхи апатшӑн) тата 46 тенкӗ (кӑнтӑрлахи апатшӑн) тӳлет. 5-11-мӗш классенче вӗренекенсем ирхине апатланнӑшӑн — 23 тенкӗ, кӑнтӑрлахишӗн 46 тенкӗ хываҫҫӗ. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнчен тытӑнса кӗҫӗн классем 21 тенкӗ (ирхи апатшӑн) тата 54 тенкӗ (кантӑрлахишӗн) тӳлӗҫ. Аслӑрах классенче вӗренекенсем ирхине апатланнӑшӑн — 25 тенкӗ, кӑнтӑрла ҫинӗшӗн 60 тенкӗ кӑларса хурӗҫ.
Ывӑлӗ-хӗрне ача пахчине ҫӳретнӗшӗн халӗ ашшӗ-амӑшӗ пӗр куншӑн 91,5 тенкӗ тӳлет. Утӑ уйӑхӗнчен тытӑнса хак 23,8 тенкӗ ӳссе 115 тенке ҫитӗ. Ҫак укҫаран 106 тенки апат-ҫимӗҫ туянма кайӗ.
Чӑваш хӗрӗ Полина Петухова кикбоксинг енӗпе иртнӗ «BESTFIGHTER» тӗнче кубокӗнче ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнӗ. Ӑмӑрту ҫӗртме уйӑхӗн 14-17-мӗшӗсенче Италире иртнӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн спорт министерстви хыпарлать.
Шупашкарта пурӑнакан Полина Петухова 52 килограмчченхи виҫе категорийӗнче вӑй виҫнӗ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче пӗлӳ илекен пике ҫурма финалта Словакин паллӑ спортсменкине Моника Хохликовӑна парӑнтарнӑ. Финал ӑмӑртӑвӗнче вара Раҫҫейӗн тепӗр спортсменкине Кристина Исмаиловӑна ҫӗнтернӗ.
Чӑваш Енӗн спорт министерствинче палӑртнӑ тӑрӑх, тӗнче кубокӗнче 42 ҫӗршыври 2 пин ытла спортсмен ӑмӑртнӑ. Арҫынсемпе хӗрарӑмсем, юниорсемпе юниоркӑсем икӗ виҫе категорийӗнче тупӑшнӑ.
«Батарейка килсе пар та ҫутҫанталӑка упра!» - ҫакнашал ятпа ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви акци ирттерет.
Ведомство усӑ курнӑ батарейкӑсене пуҫтармашкӑн ятарлӑ контейнер лартнӑ. Ӑна Шупашкарта Ленинград урамӗнче 33-мӗш ҫуртра 1-мӗш хутра вырнаҫтарнӑ. Батарейкӑсене ӗҫ кунӗсенче ирхи 8 сехетрен пуҫласа 17 сехетчен килсе пама пулать.
Усӑ курнӑ батарейкӑсене «Экологи» НПО» тулли мар яваплӑ обществӑра экологи стандарчӗсене тата хӑрушлӑх мерисене тӗпе хурса тӗп тӑвӗҫ.
Палӑртмалла: тухса пенӗ пӗр батарейка 20 тӑваткал ҫӗр лаптӑкне, 300 литр шыва тасамарлатма пултарать.
Темиҫе минут каялла Мускавра Раҫҫей футболисчӗсемпе Саудови Аравийӗн спортсменӗсен матчӗ вӗҫленчӗ. Пирӗн ҫӗршыв ушкӑнӗ тӑван ҫӗр ҫинче иртекен тӗнче чемпионатӗнче 5:0 шутпа ҫӗнтерчӗ.
80 пин ытла ҫынлӑ стадионта Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин та пурччӗ. Тӗнче чемпионачӗн пӗрремӗш матчне Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та курма кайнӑ. ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, унта ӑна FIFA йӗркелӳ комитечӗ йыхравланипе кайнӑ.
«Лужники» стадиона пухӑннисем ҫеҫ мар, телекурав умне тата ятарлӑ лапамсене пуҫтарӑннисем те тӗнче пӗлтерӗшлӗ чемпионата пӑхнӑ. Шупашкарти пӗлӗшсем каланӑ тӑрӑх, республикӑн тӗп хулинче чемпионат хыҫҫӑн Раҫҫей ялавӗллӗ машинӑсем хаваслӑн кӑшкӑртса иртнӗ.
Шупашкарти пӗр ача пахчинче заведующире ӗҫленӗ хӗрарӑма ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑшӑн айӑпласшӑн.
Хайхискер хӑйӗн патне темиҫе ҫынна ӗҫе илнӗ, анчах лешсем хут ҫинче кӑна шутланнӑ. Шалӑвӗ вара заведующие лекнӗ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 2014-2017 ҫулсенче заведующи пӗлӗшне, кӗрӳшне тата унӑн ашшӗне «ӗҫлеме» илнӗ. Чӑннипе вара вӗсенчен нихӑшӗ те ӗҫе ҫӳремен.
Ҫапла майпа заведующи кӗсйине самаях хуланлатнӑ. Ҫак тапхӑрта унӑн енчӗкне 700 пин тенкӗ ытла кӗнӗ.
Халӗ пуҫиле ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ.
Станислав Говорухин Чӑваш Еншӗн ют ҫын мар. Вӑл пирӗн пата Шупашкара килнӗччӗ. Нумаях пулмасть Чӑваш Енри журналистка режиссер ӑна интервью илнӗ чухне савӑшма сӗнни пирки пӗлтернӗччӗ. Кун пирки сайтра ҫырнӑччӗ.
Шел те, Совет Союзӗн, Раҫҫей режиссерӗ, сценарист тата актер, «Место встречи изменить нельзя», «Десять негритят» сериалсене кун ҫути парнеленӗ Станислав Говорухин пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 82 ҫулта пулнӑ.
Ӗнер ирхине МИХсем вӑл комӑна кӗрсе ӳкни пирки ҫырнӑ. Анчах ку хыпара, комӑна кӗрсе ӳкнине, режиссерӑн ӗҫтешӗсем, унӑн мӑшӑрӗ ҫирӗплетмен.
Шупашкарти коопераци институчӗн ректорне Валерий Андреева «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа наградӑланӑ. Ҫакӑн пек документа республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян алӑ пуснӑ, ӗҫлӗ хута Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталне вырнаҫтарнӑ.
Валерий Андреев ордена «ӑслӑлӑхпа педагогика ӗҫ-хӗлӗнчи хастра ӗҫшӗн тата квалификациллӗ специалистсене хатӗрленӗшӗн» тивӗҫнӗ.
Валерий Андреев 1958 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Малтикас ялӗнче ҫуралнӑ. 1982 ҫулта Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи, 1994 ҫулта юридици факультечӗсенчен, 1999 ҫулта РФ Президенчӗ ҫумӗнчи патшалӑх службин академийӗнчи аспирантурӑран вӗренсе тухнӑ. Истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор. 165 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗн, ҫав шутра 8 монографипе вӗренӳ пособийӗн, авторӗ. Тӗрлӗ ҫулта вӑл пичет тата информаци политикин, ҫавӑн пекех ӗҫ, социаллӑ тата демографи политикин министрӗ пулнӑ. 2006 ҫулхи ҫу уйӑхӗнченпе аслӑ шкул ректорӗнче тӑрӑшать.
Чӑваш Енри 30 ҫулти арҫынна контрабандӑшӑн тата наркотик хутӑшӗсене упранӑшӑн судпа айӑпланӑ. Приговор янӑранӑ: ӑна тӗрмене хупмасӑр 4 ҫул та 6 уйӑхлӑха айӑпланӑ.
ЧР прокуратурин пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, арҫын тӗнче тетелӗ урлӑ усӑ курма юраман япаласен пысӑк партине саккас панӑ, почта тӑкакӗсене тата тавара Чехирен Раҫҫее илсе килнӗшӗн укҫа тӳленӗ.
Саккас 30-ти арҫын патне чиперех ҫитнӗ. Вӑл ӑна хӑйӗн патӗнче упранӑ. Анчах тавара полицейскисем тупнӑ та туртса илнӗ.
Хальлӗхе приговор вӑя кӗмен-ха.
Шупашкарти тӗплӗ строительство управленийӗ Эльгер урамӗнчи 18-мӗш ҫурта аукциона тӑратнӑ. Икӗ хутлӑскерте нумай функциллӗ центр тӑвасшӑн.
Ҫурта юсамашкӑн республика тата хула хыснисенчен укҫа-тенкӗ уйӑрӗҫ. 26 миллион та 887 пин те 760 тенкӗ тӑракан объекта кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗччен хатӗрлесе ҫитермелле.
Хальлӗхе ҫак ҫуртра пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗн офисӗ, виҫӗ аптека, почта тата мастерскойсем вырнаҫнӑ.
Аукциона заявкӑсене ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Электронлӑ аукцион ҫӗртмен 29-мӗшӗнче иртӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.04.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |