Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ывӑлне Олег Ладыкова килти ареста лартни пирки пӗлтернӗччӗ. Калинин районӗн судӗнче суд процессӗ пуҫланнӑ, пӗрремӗш лару ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче иртӗ.
Ладыков хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ-мӗн, ӗҫе уйрӑм йӗркепе пӑхса тухма ыйтнӑ (айӑпне ӗнентерекен ӗҫсене тӗпчемеҫҫӗ, чи пысӑк срокӑн 2/3 пайӗнчен ытларах тӗрмене лартмаҫҫӗ). Анчах прокуратура хирӗҫ, ҫавӑнпа ӗҫе ахаль йӗркепех пӑхса тухӗҫ.
Суд Ладыковӑн килти арестне пӑрахӑҫланӑ, анчах урӑх чарусем пур: каҫхи 10 сехет хыҫҫӑ килтен тухма, преступление хутшӑннӑ ҫынсемпе калаҫма юрамасть. Кунсӑр пуҫне патшалӑх органӗ ирӗк памасӑр вӑл урӑх хулана каяймасть.
Аса илтерер: Ладыков-кӗҫӗннине ҫынна хӗненӗшӗн, влаҫ ҫыннине хур кӑтартнӑшӑн айӑпласшӑн. Ӑна нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче тытса чарнӑ.