Чӑваш Енӗн Аслӑ судӗнче Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министрӗнче тӑрӑшнӑ Владимир Аврелькинпа ҫыхӑннӑ ӗҫе тишкернӗ.
Аса илтерер, Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ министр пулнӑ ҫыннӑн арестне тӑсмалли ходатайствӑна нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче пӑхса тухнӑччӗ. Ун чухне суд Владимир Аврелькин арестне 4 уйӑхлӑха, ҫӗртмен 12-мӗшӗччен, тӑсма йышӑннӑччӗ.
Республика Правительствинче пысӑк тата самай ҫемҫе вырӑн йышӑннӑскере ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе айӑпласшӑн.
Аврелькина хӳтӗлекен ваккат вӑхӑтлӑх тытса усрамалли мерӑна ҫемӗҫтерме ыйтса Чӑваш Енӗн Аслӑ судне тавӑҫпа тухнӑ. Анчах унти тӳресем Шупашкарти Ленин районӗн сучӗн йышӑнӑвне улӑштарма килӗшмен.
Пуҫиле ӗҫе тӗпченине Чӑваш Енӗн прокуратури тӗрӗслесе тӑрать.