Утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 30 ҫулти арҫын Шупашкар урамӗпе утнӑ. Хайхискер пӗр ҫурт чӳречинчен (тахҫан унта кӗпе-йӗм ҫумалли пӳлӗм пулнӑ) тӗтӗм тухнине курнӑ. Арҫын ҫухалса кайман – кантӑка ҫӗмӗрсе шала кӗнӗ те 2 ҫынна урама илсе тухнӑ.
Пушӑ ларакан пӳлӗме килсӗр-ҫуртсӑр ҫынсем тӑтӑшах пухӑннӑ-мӗн. Ҫулӑм тухнӑ кун унта икӗ ҫын пулнӑ. Вӗсем пульницӑна кайма хирӗҫленӗ, ҫӑлавҫа вара тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ. Чӳрече ҫӗмӗрнӗ чухне вӑл суранланнӑ. Ӑна Хулари 1-мӗш клиника пульницине илсе кайнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар асӑрханмасӑр пирус туртнине пула тухнӑ. Ҫулӑма МЧС ӗҫченӗсем сӳнтернӗ.
Паян Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче Суту-илӳ ӗҫченӗсен кунне халалласа савӑнӑҫлӑ уяв иртнӗ. Унтах кулинар «Хӑнасене тарават Чӑваш Ен» регионсем хушшинчи фестиваль иртнӗ. Уява пухӑннисене саламлакансен хушшинче Чӑван Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та пулнӑ.
Фестиваль пирки каласан, вӑл «Арт-класс» номинаципе иртнӗ, ҫавӑн пекех официантсене «Set-table» (хатӗрленӗ сӗтел) енӗпе хакланӑ. Мероприяти ӗнерпе паян иртнӗ.
Поварсен, кондитерсен, официантсен, профильлӗ вӗренӳ учрежденийӗсенче вӗренекенсен конкурсӗсене те ирттернӗ.
Кирек епле професси уявӗнчи евӗрех отрасльти маттур та тивӗҫ тесе шухӑшлакан ӗҫченсене сцена ҫине чӗнсе илсех саламланӑ, вӗсене тӗрлӗ шайри наградӑпа хавхалантарнӑ.
Чӑваш обкомӗн пӗрремӗш секретарӗнче нумай ҫул вӑй хунӑ Илья Прокопьева хисеп туса тата асра тытса вӑл пурӑннӑ ҫурт ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ. Паян ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ.
Илья Прокопьев пӗлтӗр ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑччӗ. Ун чухне вӑл 90 ҫула ҫитнӗччӗ.
Асӑну хӑми Шупашкарти Ленинград урамӗнчи 26-мӗш ҫурт ҫинче тивӗҫлӗ вырӑн тупнӑ. Хӑмана РФ Художниксен союзӗн пайташӗ Игорь Голубев ӑсталанӑ.
Хӑмана уҫнӑ ҫӗре тӗрлӗ шайри тӳре-шара хутшӑннӑ. Вӗсем пурте Илья Прокопьевӑн ырӑ кӑмӑлне пӗр шухӑшлӑн палӑртнӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та ҫавнах каланӑ.
Паллӑ ҫынпа пӗрле ӗҫленӗ Валериан Дубинин Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗ пулнӑ. Асӑну хӑмине уҫнӑ ҫӗре хутшӑнӑ Андрей Михайлов журналист Дубинин та Илья Прокопьев сӑпайлӑхпа уйрӑлса тӑнине палӑртнине пӗлтернӗ.
«Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗ Шупашкарта пурӑнакана Зинаида Вячеславовна Сидоровӑна шырать. Тӑватӑ ача амӑшӗ, 1984 ҫулта ҫуралнӑскер, килтен тухса кайнӑ та таврӑнман.
ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Зинаида Сидорова ҫухални пирки тӑванӗсем пӗлтернӗ. Тӑватӑ ача амӑшӗ утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ.
33 ҫулти хӗрарӑм 160 сантиметр ҫӳллӗш, имшерскер, ҫӳҫӗ ҫутӑ, куҫӗ симӗсрех. Вӑл хӗрлӗ-сӑрӑ футболка, кӑвак джинс тӑхӑннӑ, хура сумка ҫакнӑ. Хӗрарӑма курнӑ тӑк Светлана Сорокина патне шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 89053435010.
Мускавран Шупашкара вӗҫсе килнӗ «Победа» (чӑв. Ҫӗнтерӳ) авиакомпанин самолечӗ аэропорта анса ларайманнине эпир паян пӗлтернӗччӗ. Ҫакӑн сӑлтавӗ, аса илтерер, — аэропортри лапама тепӗр самолет вырӑнсӑр йышӑннине кура.
Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫулй-ӗр хуҫалӑхӗн министерствин сайтӗнче ӗнерхи ҫак лару-тӑрӑва паян тӗплӗн уҫӑмлатнӑ.
Пӗчӗк моторлӑ, тӑватӑ вырӑнлӑ «Diamond DA42» самолет Чӗмпӗрти граждан авиацийӗн институчӗн пулнӑ. Вӗренмелле сывлӑшра вӗҫнӗ чух унӑн ирӗксӗр анса ларма тивнӗ. Мускавран Шупашкара вӗҫсе килнӗ самолетӑн ҫавна май сывлӑшра 40 минут ярӑнса ҫӳреме тивнӗ. Шупашкартан Мускава каякан авиарейс ҫула 57 минут кая юлса тухнӑ, «Чебоксары – Симферополь» авиарейс — 1 сехет те 40 минут.
Ӗнер Чӑваш Енри икӗ пульницӑра тӗп тухтӑрсем улшӑннӑ. Вӗсенчен пӗрин пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер, Шупашкарти президент пепкелӗх центрӗн тӗп тухтӑрӗ Сергей Милаев маларах ӗҫрен кайнӑ, ун вырӑнне тилхепене Ольга Рябухинӑна тыттарнӑ. Ҫӗнӗ пуҫлӑхпа ӗнер Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов коллектива паллаштарнӑ. Ольга Рябухина Ҫӗнӗ Шупашкарти медицина центрӗн тӗп тухтӑрӗ пулнӑ.
Спутник-хулари асӑннӑ сывлӑх сыхлав учрежденийӗ пуҫлӑхсӑр юлнине кура унти пульницӑна ертсе пыракана та ӗнерех палӑртнӑ. Ҫак пукана Владимир Степанова шанса панӑ. Хӑйне тӗп тухтӑра лартиччен Владимир Степанов Республикӑн ача-пӑча клиника пульницин тӗп тухтӑрӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» депутачӗсем Игорь Моляковпа Сергей Семенов Шупашкарти Чапаев скверӗнче митинг ирттернӗ. Унта вӗсем халӑха пӑшӑрхантаракан ыйтӑва, пенси ӳсӗмне ӳстернине, сӳтсе явнӑ.
Ӗнер вара Игорь Моляков патне Шупашкарти 1-мӗш полици уйрӑмӗнчен ҫыру килнӗ. Унта Чапаев скверӗнче саккуна пӑсса ирттернӗ мероприятие, митинг евӗрскере, тӗрӗслени пирки пӗлтернӗ. Кун пирки «Фейсбук» халӑх тетелӗнче право хӳтӗлевҫи Алексей Глухов пӗлтернӗ.
Депутата административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн протокол ҫырмашкӑн полици пунктне чӗнсе илнӗ. Вӑл унта пымасан протокола унсӑрах хатӗрлесси пирки пӗлтернӗ.
Кӳкеҫри тӑхӑр хутлӑ ҫуртсенчен пӗринчи тӑххӑрмӗш хутра пурӑннӑ май ҫак йӗркесен авторӗ ҫӗркаҫ пӗр самолет малтан Шупашкар еннелле кайнине, кӑштахран каялла таврӑннине, унтан тата вӗҫсе иртнине хытах сӑнарӗ. Ытти чух та самолетсем вӗҫкелетчӗҫ, анчах ҫине-ҫине хутланине сисмен енне ҫакӑ кӑштах тӗлӗнтерчӗ.
Мускавран Шупашкара вӗҫсе килнӗ «Победа» (чӑв. Ҫӗнтерӳ) авиакомпанин самолечӗ аэропорта анса ларайман иккен. Самолетри кӑлтӑка пула мар — аэропортри лапама тепӗр самолет вырӑнсӑр йышӑннине кура.
Чӗмпӗрти граждан авиацийӗн институчӗн самолечӗ ӑнӑҫсӑр анса ларнӑран Мускавран пассажирсемпе килекеннин сывлӑшра 40 минут ҫаврӑнса ҫӳреме тивнӗ. 21 сехет те 35 минутра Мускава кайма хускалас вырӑнне вӑл 22 сехет те 05 минутра тапраннӑ.
Паян Чӑваш наци музейӗнче «Роспись иглой…» (чӑв. Йӗппе ӳкерни) курав уҫӑлнӑ. Вӑл авӑн уйӑхӗн вӗҫӗччен ӗҫлӗ.
Раҫҫейӗн этнографи музейӗн (культура учрежденийӗ Питӗрте вырнаҫнӑ) куравне ҫӗршыври паллӑ дизайнер Игорь Дадиани «Национальные традиции в современном костюме» (чӑв. Хальхи вӑхӑтри тумтирти наци йӑли-йӗрки) ятарлӑ проектпа хутшӑнать.
Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ, Шупашкарта ӗҫлесе пурӑнакан кутьюре халӑх тумӗнчи илемлӗх мелӗсемпе усӑ курать. Маэстро коллекцийӗнче чӑваш тӗрриллӗ ҫипуҫ та пур. Шупашкарти куравра Игорь Дадиани «Гардемарины IV» илемлӗ фильмри патша майри валли хатӗрленӗ тумпа та паллаштарӗҫ. Ҫав кино, сӑмах май, 2019 ҫулхи ҫуркунне проката тухмалла.
Утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен «Чӑвашавтотранс» пассажирсене илсе ҫӳреме пӑрахни пирки, хӑш-пӗр автобус вырӑнне маршруткӑсем ҫула тухни ҫинчен хыпарланӑччӗ.
Халӗ хулара сарӑ тӗслӗ автобуссене курма ҫук. Вӗсен вырӑнне маршруткӑсем ҫӳреҫҫӗ. Ҫавӑнтанпа хаксем те ӳснӗ. Унччен автобусра билетшӑн 19 тенкӗ тӳленӗ, карттӑпа – 15 тенкӗ. Халӗ маршруткӑсенче 23 тенкӗ кӑларса хума тивет. Карттӑпа усӑ курсан – 19 тенкӗ. Эппин, хаксем ахаль маршруткӑсеннипе танлашнӑ.
Аса илтерер: ҫӗнӗ перевозчиксемпе вӑхӑтлӑх, чӳкӗн 30-мӗшӗччен, килӗшӳ тунӑ. Кун хыҫҫӑн урӑх перевозчиксем пуласса шантараҫҫӗ, вӗсем вӑтам класлӑ автобуссемпе ӗҫлӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |