Культура
![]() chgign.ru сайтри сӑн Чӑваш кӗнеке издательстви регионсен хушшинче иртекен «Чӑваш кӗнеки. Ҫамрӑк талантсем» конкурса хутшӑнма йыхравлать. Вӑл юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен пуҫласа 2020 ҫулхи пушӑн 1-мӗшӗччен иртет. Конкурса вӗренӳ учрежденийӗсенче ӑс пухакансем кӑна мар, чӑваш кӗнекине юратакансем те хутшӑнма пултараҫҫӗ. Пултаруллисен ҫак номинацисенче палӑртӗҫ: «Юратнӑ хайлав» темӑпа тунӑ чи лайӑх ӳкерчӗк», «Ача аллипе тунӑ чи лайӑх кӗнеке», «Эпӗ Чӑваш кӗнеке издательствин кӗнекине суйлатӑп». Ӗҫсене конкурсҫӑн пурнӑҫламалла, вӗсене Чӑваш кӗнеке издательстви кӑларнӑ кӗнекесем тӑрӑх ҫес хатӗрлемелле. Ӗҫсене ҫак адреспа йышӑнаҫҫӗ: Шупашкар хули, И.Яковлев проспекчӗ, 13-мӗш ҫурт, 820-мӗш пӳлӗм. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |