Республикӑра
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑнӳкерчӗк Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Хусанта иртнӗ «WorldSkills» 45-мӗш тӗнче чемпионатӗнче медальона тивӗҫнӗ Евгений Краснова саламланӑ. Евгений Краснов — Шупашкарти апатлану технологийӗпе коммерцин техникумӗн производство вӗрентӗвӗн мастерӗ. Чемпионта вӑл Раҫҫейӗн наци командин йышӗнче, «Кондитер ӗҫӗ» компетенцире, хутшӑннӑ. Ку енӗпе 23 ҫын тупӑшнӑ. Конкурссенче Евгений 700 ытла балл пухнӑ. Вӑтам кӑтартупа палӑрнисене медальонпа хавхалантарнӑ. Шупашкарти каччӑ сумлӑ ҫав йыша лекнӗ. Каччӑна Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Инстаграмра саламланӑ. «Евгения саламлатӑп тата унӑн ашшӗ-амӑшӗпе педагогӗсене профессионал хатӗрленӗшӗн тав тӑватӑп!», — тесе ҫырнӑ вӑл Инстаграмри хӑйӗн страницинче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |