Авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче «Ай, юрлар-и!» регионсем хушшинчи VII конкурсӗ иртӗ. Вӑл 12 сехетре пуҫланмалла. Мероприятие чӑваш халӑх юррисене пухнӑ тата шӑрантарнӑ Ираида Вдовина ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Ираида Вдовина сассине Чӑваш радиопа пуҫласа 1951 ҫулта янӑратнӑ. Унтанпа аслӑ Атӑлта сахал мар шыв-шур юхса иртнӗ. Фольклор пухнӑ мухтавлӑ чӑваш пирӗнпе мар ӗнтӗ. Анчах ячӗ пӗрех асра. Унӑн юррисене паян та илтсе киленме пулать.
Халӑх юррисене шӑрантаракансен конкурсене Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗ Ираида Вдовинӑна асра тытса 2003 ҫулта ирттерме тытӑннӑ. Кӑсалхине 12 районтан тата Шупашкартан 49 солист, Пушкӑртстанпа Тутарстанран 2-шер солист хутшӑнмалла. Хамӑр республикӑри музыка вӗренӳ заведенийӗсенчи 10 студент та сцена ҫине тухӗ.
Шупашкарти пӗр компанин графика дизайнерӗ Мария Франк офис ӗҫченӗсен хушшинче ирттерекен Пӗтӗм тӗнчери илем конкурсне хутшӑнать. Кунашкалли Чӑваш Енре – пӗрремӗш хут.
Мария ҫурмафинала тухмашкӑн кастинг витӗр тухнӑ ӗнтӗ. Чӑваш Ен пикине пулӑшас килет тӗк ҫак сайта кӗрсе уншӑн сасӑлама май пур: www.missoffice.ru. Тӗнче тетелӗнчи сасӑлав юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗччен иртӗ. Конкурс йӗркипе килӗшӳллӗн, сайта кӗрсен пӗр талӑкра килӗшекен 3 пикене суйлама ирӗк пур.
Ҫак тапхӑр вӗҫленсен 30 пике юлӗ. Вӗсем «Офис мисӗ – 2018» конкурсӑн финалне хутшӑнӗҫ. Вӑл Мускавра раштавӑн 1-мӗшӗнче иртӗ. Ҫӗнтерӳҫе корона тата 2 миллион тенкӗ парӗҫ.
Конкурсҫӑсене общество деятелӗ Ирина Хакамада хаклӗ.
Ҫак вырсарникун Болгаринче илемлӗ гимнастика енӗпе тӗнче чемпионачӗ вӗҫленчӗ. Унта Раҫҫей команди чӑннипех те пысӑк ҫитӗнӳ турӗ. Ҫӗнсе илме май пур сакӑр ылтӑн медальтен ҫиччӗшӗ Раҫҫей пикисене тивӗҫрӗ. Унсӑр пуҫне икӗ кӗмӗл, виҫӗ бронза медаль лекрӗ вӗсене.
Маттур хӗрсен йышӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ, халӗ Чулхулари олимп резервӗн училищинче вӗренекен 18 ҫулти Евгения Леванова та пур.
Пике илемлӗ гимнастикӑна тӑватӑ ҫулта ура ярса пуснӑ. Малтанласа ӑна ҫак ӑсталӑха Чӑваш Енӗн илемлӗ гимнастикин пӗрлештернӗ командин тӗп тренерӗ Ирина Штайнер хӑнӑхтарнӑ. 12 ҫулта Евгения Чулхулари олимп резервӗн училищине вӗренме кӗнӗ. Пӗлтӗр вӑл Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине лекнӗ, Ирина Винер-Усманова тренер патӗнче пултарулӑха туптать.
Командӑра Шупашкар хӗрӗ тӗнче чемпионки ята тивӗҫнӗ. Унсӑр пуҫне вӑл виҫӗ мечӗклӗ тата икӗ скакалкӑллӑ ӑмӑртура кӗмӗл медале тивӗҫнӗ.
Шупашкар «Раҫҫей хули – наци суйлавӗ» сасӑлавра хальлӗхе виҫҫӗмӗш йӗркене йышӑннӑ. Ӑна тӗнче тетелӗнче ирттереҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн тӗп хулишӗн 94 пин ытла ҫын сасӑланӑ. Вӑл раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗччен иртӗ. Унта хутшӑнакансем чи илӗртӳллӗ тата паллӑ хулашӑн сасӑлаҫҫӗ. Пӗриншӗн ҫеҫ сасӑ пама май пур.
Халӗ тӗнче тетелӗнчи сасӑлавра Владикавказ малти вырӑна йышӑнать. Иккӗмӗш вырӑнта – Владивосток. Палӑртса хӑвармалла: Шупашкар 2013 ҫулта танлаштарӑмра малти вырӑнта пулнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 44-ри арҫын мӑшӑрне, икӗ пӗчӗк ача амӑшне, вӗлернӗ те тӑпра айне чавса чикнӗ.
Хӗрарӑм ҫухалнине унӑн ашшӗ йӗрке хуралҫисене авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче систернӗ. Икӗ пӗчӗк ачаллӑ 37-ри хӗрарӑмӑн тӗнче касса ҫӳреме сӑлтав ҫуккине ӑнланса тӗпчевҫӗсем ҫийӗнчех пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Унтан вӗсем ҫемье пурӑннӑ нумай хутлӑ хваттер патнчи видеокамерӑсем мӗн ӳкернине тишкернӗ. Авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 22 сехет те 30 минутра хайхи хӗрарӑмӑн упӑшки евӗрлӗ арҫын ҫуртран чӑматанпа тухса таксипе ларса кайнӑ.
Вӑйпиттине кӗҫех пакунлисем чӗнсе илнӗ. Унта лешӗ арӑмне вӗлернине йышӑннӑ. Ҫав каҫ арҫын ӳсӗр пулнӑ. Арӑмӗ уйрӑласси пирки калаҫу пуҫарсан тавлашу хӗрсе кайнӑ. Малтан ӑна вӑл хӗненӗ, унтан вӗренпе пӑвса вӗлернӗ. Преступление пытарас тесе вилене чӑматана чиксе Шупашкар кӳлмекӗ енне ҫул тытнӑ. Унтан вилене ҫывӑхри вӑрманта чавса пытарнӑ.
Арҫын унччен те ҫынна ятарласа вӗлернӗшӗн тӗрмере 14 ҫул ларнӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакансене патша саманинчи укҫапа паллаштарӗҫ тата хальхи вӑхӑтри ултавҫӑсенчен асӑрханма вӗрентӗҫ. Кун пирки ҫак йӗркесен авторне Раҫҫей Тӗп банкӗн Атӑлҫи-Вятка тӑрӑхӗнчи тӗп управленийӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗнче пӗлтерчӗҫ.
Авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче унта Уҫӑ алӑксен кунӗ иртӗ. Ҫынсене Шупашкарти Карл Маркс урамӗнчи 25-мӗш ҫуртра ирхи 10 сехетрен пуҫласа 18 сехетчен йышӑнӗҫ. Банка кӗрес тесен ҫумра паспорт пулмалла. Уҫӑ алӑксен кунне (8352) 39-12-12 телефонпа шӑнкӑравласа ҫырӑнмалла.
Банк ҫынсене Раҫҫей империйӗ вӑхӑтӗнчи укҫа-тенкӗ куравӗпе паллаштарӗ. Ҫав вӑхӑтрах хальхи саманари касса апарачӗсене те кӑтартӗҫ. Унсӑр пуҫне банк карттисене ҫаратакан ултавҫӑсенчен хӳтӗленме вӗрентӗҫ.
Авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарти Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗнче Навальный штабӗн хастарӗсем пенси реформине хирӗҫ митинг ирттерни пирки пӗлтернӗччӗ.
Авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче КПРФ хастарӗсем те реформӑна хирӗҫлесе митинг ирттересшӗн. Кун пирки Валентин Шурчанов Фейсбукри хайӗн страницинче пӗлтернӗ.
Митинг Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗ умӗнче 11 сехетре пуҫланӗ. Сӑмах май, коммунистсем авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче те Чапаев скверӗнче реформӑна хирӗҫ митинг ирттернӗ.
Шупашкарта Богдан Хмельницкий урамӗнчи ҫӳп-ҫап проводӗнче пӗчӗк ача виллине тупнине Чӑваш халӑхс айчӗ пӗлтерсе ӗлкӗрчӗ-ха. Аса илтерер, ӑна ӗнер, авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, 14 сехетре тирпейлӳҫӗ асӑрханӑ. Вӑл йӗрке хуралҫисене чӗннӗ.
Халӗ ку пӑтӑрмахпа ҫыхӑннӑ ҫӗнӗлӗхсене пӗлтӗмӗр. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, тин ҫеҫ ҫут тӗнчене килнӗ, анчах амӑшне пула пурӑнма май килмен пепке хӗрача пулнӑ. Ӑна 17-ри хӗр ҫуратнӑ. Ҫамрӑк хӗрарӑм хӑй айӑпне йышӑннӑ.
Хӗрарӑм авӑн уйӑхӗн 15-мӗш каҫхине ҫӑмӑлланнӑ. Унтан вӑл пӗчӗкскере ҫӳп-ҫап проводне тухса пенӗ. Ача вилнӗ.
17-ри хӗрарӑм тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 106-мӗш статйипе тӗпчев пуҫарнӑ, тӗрлӗ экспертиза ирттерӗҫ.
Икӗ ҫул каялла «Данон» АО Шупашкарти производствине хупнӑ. Ун хыҫҫӑн савут пӗр вӑхӑт пушӑ ларнӑ. Кӑштахран инвестор тупӑннӑ. Вӑл инвестици килӗшӗвӗ алӑ пусса савута ҫӗнетме пуҫланӑ. Предприятире хальхи йышши оборудовани вырнаҫтарнӑ. Савута юсама 500 миллион тенкӗ ытла тӑкакланӑ. Ун чухне инвестици 1,2 миллиард тенкӗрен кая мар пулассине палӑртнӑ.
Акӑ авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче савут уҫӑлӗ. Икӗ ҫул каялла савут пурлӑхне туяннӑ «Сарӑтури сӗт комбиначӗ» сӗт юр-варне «Добрая буренка» брендпа кӑларӗ. «Шупашкарти сӗт савучӗ» уйӑхне 1625 тонна продукци кӑларасшӑн. Малашне производствӑна тата ӳстересшӗн.
Шупашкарта Богдан Хмельницкий урамӗнчи ҫӳп-ҫап проводӗнче пӗчӗк ача виллине тупнӑ. Ӑна ӗнер, авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, 14 сехетре тирпейлӳҫӗ асӑрханӑ. Вӑл тӳрех йӗрке хуралҫисене чӗннӗ.
Ача ун чух сывламан ӗнтӗ. Полицейскисем вырӑна ҫитсен ҫав ҫуртра пурӑнакан ҫынсенчен ыйтса пӗлнӗ. Кинологсем те йытӑсемпе ӗҫленӗ. Ача амӑшне ҫийӗнчех тупнӑ.
Ҫав ҫуртра пурӑнакансем каланӑ тӑрӑх, ача амӑшӗ – ҫамрӑк хӗрарӑм, тен, студентка. Ахӑртнех, вӑл районтан килнӗскер. Хваттер унӑн пулман, вӑл тӑванӗсемпе е тусӗсемпе пурӑннӑ. Хӑй ҫӑмӑлттай пек курӑнмасть.
Халӗ полицейскисем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.07.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 25 - 27 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |