Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче пенси ӳсӗмне хӑпартнине хирӗҫлесе акцисем ирттерме палӑртнӑ. Шупашкар та юласшӑн мар. Алексей Навальный политик акци ирттерме заявлени панӑ.
Ӑна утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чапаев скверӗнче йӗркелеме палӑртнӑ. Ҫав кун Раҫҫейри 20 хулара яхӑн ҫакнашкал протест тӑвӗҫ.
Аса илтерер: Раҫҫейре пенси ӳсӗмне ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнче хӑпартма палӑртнӑ. 2028 ҫул тӗлне арҫынсем тивӗҫлӗ канӑва 65 ҫулта тухӗҫ. Хӗрарӑмсем вара 2034 ҫул тӗлне пенсие 63-ре кайӗҫ.
Ку улшӑну чи малтан 1959 ҫулта ҫуралнӑ арҫынсене тата 1964 ҫулта ҫут тӗнчене килнӗ хӗрарӑмсене пырса тивӗ. Вӗсем 61-ре тата 56-ра пенсе тухӗҫ.
Шупашкарта иртекен Фейерверксен фестивальне мӗнле ят памалла? Ун валли ят тупас тесе сасӑлав ирттереҫҫӗ.
Йӗркелӳ комитетне 30 ытла сӗнӳ килнӗ ӗнтӗ. Вӗсенчен чи лайӑххисене, ҫиччӗшне, суйланӑ: «Салампи», «Асамат», «Асамлӑ», «Огни Чувашии», «Чебоксарский звездопад», «Волжские огни», «Фестиваль падающих звезд».
Сире хӑшӗ килӗшет? ЧР Экономика аталанӑвӗн сайтӗнче килӗшнӗ ятшӑн сасӑлама пултаратӑр: economy.cap.ru/voting. Ҫапла майпа ҫитес ҫултан фестивалӗн ячӗ пулӗ.
Аса илтерер: фестивале Республика кунне халаллаҫҫӗ. Вӑл ҫӗртмен 23–24-мӗшӗсенче иртет. Кӑҫал фестиваль 1 сехет маларах, 22 сехетре, пуҫланӗ.
Паян каллех ҫил вӑйланнӑ, Шупашкарта самай алхаснӑ. Вӑл хӑш-пӗр япалана илсе ывӑтнӑ, йывӑҫсене тӳнтернӗ. «Про Город» хаҫат сайтӗнче ҫынсем Шупашкарта вӑйлӑ ҫил хыҫҫӑнхи сӑнӳкерчӗксене вырнаҫтарнӑ.
«Шупашкар» суту-илӳ комплексӗ патӗнче йывӑҫ хуҫӑлса аннӑ. Граждан урамӗнчи 62\1 тата 64-мӗш ҫуртсен ҫывӑхӗнче ҫӳп-ҫап контейнерне вӗҫтернӗ. Кадыков урамӗнчи 24-мӗш ҫурт патӗнче те йывӑҫ тӳнсе аннӑ. Вӑл хӗрарӑма кӑштах лекнӗ, унӑн ҫулне пӳлнӗ.
Ытти чухне МЧС япӑх ҫанталӑк пулассине систерсе телефон ҫине СМС-ҫыру яраканччӗ. Чылайӑшӗн паян кунашкал СМС килмен. Массӑллӑ информаци хатӗрӗсем ҫил вӑйланиччен темиҫе минут маларах кун пирки пӗлтернӗ-ха.
Шупашкар хула администрацийӗ нумай ачаллӑ ҫемьесене таса уй ра ҫӗр лаптӑкӗ уйӑрса панӑ. Унта инфратытӑм пачах ҫук.
Лаптӑксене Муркаш районӗнчи Катикасси ял тӑрӑхӗнче уйӑрса панӑ. Унта вара ҫурт хӑпартмашкӑн условисем ҫук: инженери инфратытӑмне йӗркелемен. Ҫемьесем прокуратурӑран пулӑшу ыйтнӑ. Анчах мэри пӗрех хӑйӗн тивӗҫне туллин пурнӑҫламан, ҫӗр лаптӑкӗсем патне инфратытӑм илсе ҫитермен.
Шупашкарти Ленин районӗн прокуратури ЧР Аслӑ судне тавӑҫ тӑратнӑ. Хальхинче пиговор ҫемьесене хӳтӗленӗ: Шупашкар хула администрацине 9 уйӑхра поселок таран коммуникаци илсе ҫитермелле тесе палӑртнӑ.
Шкултан вӗренсе тухакансем ППЭ тытаҫҫӗ. Хальлӗхе географипе, информатикӑпа, математикӑпа, историпе тата химипе кӑтартусем паллӑ.
Историпе кӑҫал 2 ҫын 100 балл пухнӑ. Вӗсем – Шупашкартан. Химипе 6 яш-хӗр 100 балл пухайнӑ. Вӗсем Шупашкарти 2-мӗш лицейран, Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейран, Улатӑрти 6-мӗш гимназирен, Вӑрмарти шкултан, Муркашри шкултан тата Краснормейски районӗнчи Мӑн Шетмӗ шкулӗнчен вӗренсе тухакансем.
Иртнӗ ҫулпа танлаштарсан, математикӑпа тата географипе ППЭ кӑтартӑвӗсем лайӑхланнӑ. Геграфипе чи нумаййи 96 балл пухнӑ.
Историпе 4 ҫын 100 балл пухнӑ. Пӗлтӗр унашкаллисем виҫҫӗн пулнӑ. Кӑҫал 80 балран ытларах пухакансем те чылайрах – 12,7 процент (пӗлтӗр – 9,5%).
Кӑҫал хими предметне суйлакансен йышӗ ӳснине те палӑртмалла.
Шупашкарта авариллӗ ҫурта… 20 миллион тенкӗпе сутаҫҫӗ. Вӑл культура еткерлӗхӗ шутланать.
Здани Шупашкарти Константин Иванов урамӗнчи 59-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Ӑна сутасси пирки Чӑваш Республикин влаҫ органӗсен сайтӗнче пӗлтерӳ вырнаҫтарнӑ. Малтанхи хак – 20 миллион тенкӗ.
Ҫӗртмен 14-мӗшӗнче хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ҫурта приватизацилесси пирки документ алӑ пуснӑ. Ӑна II Николай патша пулнӑ чухнех хӑпартнӑ. Вӑл ун чухне хӗрлӗ эрех склачӗ пулнӑ. 2015 ҫулта ҫурта авариллисен йышне кӗртнӗ, кун хыҫҫӑн ҫынсене унтан куҫарнӑ. 2017 ҫулта вара ЧР Культура министерстви ӑна культура еткерлӗхӗн реестрне кӗртнӗ. Ҫав ҫулах вӑл пурӑнма юрӑхсӑр тесе йышӑннӑ.
Паян 16 сехет те 10 минутра Шупашкарти «Садовый» микрорайонта ача машина айне пулнӑ. Дементьев урамӗнчи 1-мӗш ҫурт картишӗнче 7 ҫулти арҫын ача велосипедпа ярӑннӑ, шӑпах 14-мӗш модельлӗ автомашина пынӑ.
Ача пӑрӑнчӑк ҫултан сиксе тухнӑ, вӑл шӑпах урапа айне лекнӗ. Вӑйлах ҫапӑннӑнан арҫын ача та, велосипед та самай айккине вӗҫсе кайнӑ.
Водитель авари хыҫҫӑн машинӑран тухнӑ та ачана алла тытнӑ. ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ арҫын ача пульницӑра тӑнсӑр выртать. Вӑл самай суранланнӑ. Кӑҫал арҫын ачан шкула каймалла.
Автомашина рулӗ умӗнче вара 19 ҫулти каччӑ пулнӑ.
Чӑваш Енӗн тӗп хулинче бензинӑн вӑтам хакӗ 44,02 тенкӗпе танлашнӑ. Ҫапла майпа вӑл федерацин Атӑлҫи тӑрӑхӗнче чи хакли пулса тӑнӑ. Кун пирки «Правда ПФО» (чӑв. «Атӑлҫи тарӑхӗнчи Чӑнлӑх») интернет-кӑларӑм хыпарлать.
Росстат пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта автомобиль бензинӗн пӗр литрӗн хакӗ 44,02 тенке ҫитнӗ. Ҫав вӑхӑтрах АИ-92 бензинӑн хакӗ – 41,4 тенкӗпе, АИ-95 – 44,14 тенкӗпе, АИ-98 вара 49,74 тенкӗпе танлашнӑ. Чи йӳнӗ бензин — Пушкӑрт Республикин тӗп хулинче: Ӗпхӳре ӑна 41,59 тенкӗпе туянма пулать. Федерацин Атӑлҫи тӑрӑхӗнче пӗр литр бензинӑн хакӗ вӑтамран 42,79 тенкӗ тӑрать.
Палӑртса хӑвармалла, Чӑваш халӑх сайчӗ кӑшт маларах республикӑра бензин тӑруках 6,3 процент хакланни пирки пӗлтернӗччӗ.
Шупашкарти хулан клиника центрӗ йывӑр чирлӗ пенсионера тӳлевсӗр эмелпе тивӗҫтермен. Ҫав препарата ӑна укҫасӑрах памалла пулнӑ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» (чӑв. «Ман хула Шупашкар») портал хыпарлать.
Чӑваш Енӗн прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, сывлӑх шайне кура 81 ҫулти арҫынна питӗ хаклӑ эмел кирлӗ. Ҫӑмӑллӑхлӑ категорири ҫынсене ку препарата тӳлевсӗрех параҫҫӗ. Сывлӑх сыхлавӗн учрежденийӗ вара ҫакна шута хуман, асӑннӑ эмеле туянма йышӑнман.
Саккуна пӑснине кура Мускав районӗн прокуратурин Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствине пӑхӑнакан хулан клиника центрӗн тӗп тухтӑрне асӑрхаттарма тивнӗ. Ӗҫ-пуҫа прокуратура уйрӑмах тимлӗн сӑнаса тӑрать, сыватмӑшӑн йӗркесӗрлӗхе пӗтермелле, эмел туянса чирлӗ ҫынна памалла.
Елчӗк районӗнчи маттур хӗрача Европа шайӗнче палӑрнӑ. Анастасия Лапшина ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе иртнӗ Европа ӑмӑртӑвӗнче хӑйӗн виҫе категорийӗнче иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Ӑмӑрту шкул ачисен хушшшинче Венгрири Дьере хулинче иртнӗ. Вӑл ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, вӗҫленнӗ. Настя Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ команди йышӗнче пулнӑ. Вӑл 39 килограмм тайманнисен виҫе категорийӗнче вӑй виҫнӗ. Настя финалта Украинӑри Ольга Падошика парӑнтарайман, ҫапла майпа вӑл иккӗмӗш пулнӑ.
Палӑртмалла: Анастасия Лапшина 15 ҫулта. Халӗ вӑл Олимп резервӗсен Шупашкарти училищинче вӗренет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.04.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |