Республикӑра
![]() Пӗрисем Хӗрлӗ кӗнекери ҫӗлене сутасшӑн пулнӑ. Ҫавӑн пирки вӗсем тӗнче тетелӗнчи сайтсенчен пӗринче хыпарланӑ. Унта ҫӗлен хакне, сутуҫӑсен телефонӗсене кӑтартнӑ. Сайта кирек кам та кӗрсе пӑхма пултарнӑ. Хӗрлӗ кӗнекери ҫӳхе хӳреллӗ полоза сутакансен пӗлтерӗвне Патӑрьел район прокуратури асӑрханӑ. Ҫавна курнӑ хыҫҫӑн сайта ӗҫлеттермелле мар тума ыйтса суда тавӑҫпа тухнӑ. Шупашкарти Ленин район сучӗ надзор органӗн тавӑҫне тивӗҫтернӗ. Полоз, сӑмах май, кӑнтӑрта пурӑнать. Вӑл наркӑмӑшсӑр ҫӑткӑн ҫӗлен шутланать. Ӑна Раҫҫейӗн Хӗрлӗ кӗнекине кӗртнӗ. Ҫавӑнти чӗрчунсен списокӗнче ӑна 219-мӗш номерпе шута илнӗ. Хӗрлӗ кӗнекери чӗрчунсене сутнӑшӑн Раҫҫейӗн Пуҫиле кодексӗпе явап тыттарма пӑхса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |