Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ҫын валли шӑтӑк ан алт, хӑвах кӗрсе ӳкӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хулара: Шупашкарти паркра йытӑсене уҫӑлса ҫӳремелли вырӑн пулӗ

Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Сутатӑп Ӑшӑ матрас сутатӑп. Германире кӑларнӑ. Гаранти 5 ҫул. Хакӗ 2500 тенкӗ.
Таисия Ташней 08.05.2019 20:35 | 746 хут пӑхнӑ
Хулара

Шупашкарти «Дорисс парка» 45 миллион тенкӗ тӳлесе хӑтлӑлатма шухӑшлаҫҫӗ. Ҫав ӗҫе кам пурнӑҫласси хальлӗхе паллӑ мар-ха. Аукцион ирттерессине вара пӗлтернӗ ӗнтӗ. Подрядчика ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗ тӗлне палӑртмалла.

Парка илемлете хӑтлӑлатакан организацие мӗнпур ӗҫе пурнӑҫлама хыснаран 45 миллион тенкӗ уйӑрса пама планланӑ. Палӑртнӑ ӗҫсене подрядчикӑн ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗ тӗлне пурнӑҫласа пӗтермелле.

Подряд организацине палӑртмалли аукцион иртессине Патшалӑхӑн госзакупкинсен порталӗнче хыпарланӑ. Техника ӗҫӗнче палӑртнине ӗненсен «Дорисс паркра» сцена, выляв лаптӑкӗсем, скейт-парк, амфитеатр, Work Out валли лапамсем, йытӑ уҫӑлтармалли вырӑн пулӗ. Кунсӑр пуҫне паркра йывӑҫ-тӗм лартмаллине те пӑхса хӑварнӑ.

#предприятисем, #укҫа-тенкӗ, #Шупашкар

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Укҫа вӑрлама кӗнӗ арҫынна кредит илме сӗннӗ
2019, 04, 26
3 ача пахчи хӑпартма резерв фондӗнчен укҫа уйӑрӗҫ
2019, 04, 26
Кредит илсе суя права туяннӑ
2019, 05, 06
Виҫӗ пиншӗн ята кӗнӗ
2019, 05, 07
Общество транспортӗнчи билет каллех хакланӗ
2019, 05, 08

Комментари:

2019-05-08 20:45
Аçтахар Плотников
Тем те пулӗ. Анчах йӑмра валли кӑна вырӑн пулмӗ вӑл паркра. Пӗлтӗр унта асӑрханӑ йӑмрана кӑҫал каснӑ.
Базиль Кириллов // 3436.5.9368
2019-05-09 19:06
"Благоустройствона " юсаса ҫӗнетни" тесе каламалла мар-и? Эпир "реконструкция" тенине ҫапла калаттӑмӑр. пӗлтерӗшӗ ҫавах.Эсир калани ытла та лӑпӑш-лапӑш та ҫавӑнпа калатӑп.
"Йытӑсемпе уҫӑлса ҫӳремелли вырӑн" темелле ӗнтӗ, унсӑрӑн йытӑсем хӑйсемех пыраҫҫӗ те уҫӑлса ҫӳреме пуҫлаҫҫӗ.
Тӳррипех калам - пуклак ҫыран!!!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org