Ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Чатукассинчи кану центрӗнче «Песней порадуем друзей» (чӑв. Юлташсене юрӑпа савӑнтарар) хӑй тӗллӗн вӗреннӗ хор ушкӑнӗсен фестивалӗ иртнӗ. Ӑна Филипп Лукин композитор ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Мероприятин тӗллевӗсенчен пӗри СССР патшалӑх премийӗн лауреачӗн, Раҫҫей халӑх артисчӗн, Раҫҫей, Чӑваш тата Дагестан республикисен искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн, Шупашкар хулин тата Красноармейски районӗн хисеплӗ ӗҫченӗн ятне сарасси теҫҫӗ.
Фестиваль кунӗнче Ф.М. Лукин музейӗнче Уҫӑ алӑксен кунӗ иртнӗ. Унта Чатукассинчи шкул ачисем, фестиваль хӑнисемпе унта хутшӑнакансем пулнӑ.
Трак енӗн мухтавлӑ ывӑлне халалласа фойере Филипп Лукин юррисем янӑранӑ.
Паян Чӑваш Енре вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл алхаснине пула 12 район-хулара йывӑҫсене тӳнтерсе янӑ. Ҫут ҫанталӑкӑн усал вӑйӗ Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Ҫӗмӗрле хулисенче, Ҫӗрпӳ, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне, Муркаш, Пӑрачкав, Шупашкар, Тӑвай, Красноармейски районӗсенчи йывӑҫсем ӳкнӗ. Шупашкарта, Куславкка, Хӗрлӗ Чутай, Вӑрмар, Шӑмӑршӑ районӗсенче ҫутӑсӑр юлнӑ тӗслӗхсем пулнӑ. Вӗсенчен хӑшӗсенче инкеке сирме ӗлкӗрнӗ.
Вӑрмар районӗнчи Пысӑк Енкассинчи, Тӑвай районӗнчи Турикас Тушкил шкулӗсен, хӑш-пӗр районти уйрӑм ҫын ҫурчӗсен ҫивиттисене вӑйлӑ ҫил сӳтсе кайнӑ.
Инкек пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та пӗлет тесе хыпарлаҫҫӗ Чӑваш Енӗн Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн пресс-службинче. Унтан та ытларах — яваплӑ службӑсене вӑл ҫине тӑрса ӗҫлеме чӗнсе каланӑ.
Чӑваш литературин никӗслевҫи Константин Иванов ҫуралнӑранпа 128 ҫул ҫитнине халалласа поэтӑн Шупашкарти Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ патӗнчи палӑкӗ умне чечек хунӑ.
Унта Чӑваш Енӗн культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Константин Яковлев, министр ҫумӗ Елена Чернова, министерствӑн структура пайӗсен ертӳҫисем, поэтсемпе литераторсем, театрпа концерт учрежденийӗсен пуҫлӑхӗсем, пултарулӑх интеллигенцийӗ, вӗренекен ҫамрӑксем хутшӑннӑ.
Мероприятие уҫнӑ чух сӑмах каланисенчен пӗри, Валерий Туркай, Константин Иванова юратасси ҫулсерен вӑйланса пынине палӑртнӑ. Константин Яковлев вара К. Иванов кӗске ӗмӗрне асра хӑвармалла пурӑнса ирттернине асӑнса хӑварнӑ. Мероприяти хӑйне евӗр флешмобпа вӗҫленнӗ.
Кӑҫал Чӑваш Енре 11 ача пахчи тума пуҫлӗҫ. Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» тата «Садовый» микрорайонсенче икшер ача пахчи тума тытӑнӗҫ. «Университетский-2», «Кувшинка», «Солнечный» микрорайонсенче тата Сосновка поселокӗнче пӗрер пулӗ.
Канаш хулинче, Комсомольски районӗнчи Урмаелте, Шупашкар районӗнчи Атайкассинче те ҫӗнӗ ача пахчисем хӑпартӗҫ. Вӗсене хута ямашкӑн пӗтӗмпе 893,6 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Сӑмах май, Шупашкар 550 ҫул тултарнӑ тӗле хулара 10 ача пахчи уҫма палӑртнӑ. Ҫакна та палӑртмалла: кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче РФ Правительстви ҫӗнӗ ача пахчисем хута яма, 2 уйӑхран пуҫласа 3 ҫула ҫитнӗ ачасем валли вырӑнсем тума 1,3 миллиард тенкӗ уйӑрнӑ.
Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта студент троллейбуса пневматика пӑшалӗнчен пени пирки сайтра хыпарланӑччӗ. Ҫав ҫамрӑка хура ӗҫӗшӗн судра явап тыттарӗҫ. Пуҫиле ӗҫе суда пӑхса тухма янӑ.
Аса илтерер: студент 54-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбусран «Атӑл» кинотеатр» чарӑнура тухнӑ, транспорт тапрансан вӑл ӑна пенӗ. Троллейбусӑн хыҫалти чӳречи ҫурӑлнӑ. 16 ҫулти студент вара тарса ҫухалнӑ. Анчах ӑна ҫав каҫах тытса чарнӑ, пӑшала туртса илнӗ.
Пӑшал ашшӗ-амӑшӗн пулнӑ-мӗн. Аслисем транспорт предприятине тӑкака саплаштарнӑ, троллейбус кӗҫех маршрута тухнӑ.
Аса илтерер: пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Шупашкарта та кунашкал пӑтӑрмах пулнӑ. Патӑрьел районӗн каччи, 21 ҫултискер, «Вырӑс драма театрӗ» чарӑнура 19-мӗш троллейбусӑн чӳречине пӑшалтан пенӗ. Ӑна куншӑн колони-поселение ҫур ҫуллӑха янӑ.
Шупашкартан Турцири Антальйӑна вӗҫсе кайнӑ самолет вырӑна тӳрех ҫитеймен. Унта инкеклӗ лару-тӑру сиксе тухнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ирхи 4 сехет те 45 минутра самолета ларнӑ арҫынна япӑх пулса кайнӑ. Ҫавӑнпа «тимӗр кайӑкӑн» Хусанта васкавлӑн анса ларма тивнӗ.
62 ҫулти арҫын чӗрепе аптӑраса ӳкнӗ. Самолет сывлӑша вӗҫсе хӑпарсан унӑн юн пусӑмӗ тӑрук аннӑ, вӑл тӑнне ҫухатнӑ. Самолета ҫӗр ҫине лартсан вӑл тӑна кӗнӗ. Ӑна васкавлӑ медпулӑшупа ҫийӗнчех Хусанти пульницӑна ӑсатнӑ.
Потребкооперацин вӗренӳ организацийӗсен ассоциацийӗ «Есть что сказать» (чӑв. Каламалли пурах) информаци материалӗсен, сюжетсен тата цифра пуҫарӑвӗсен конкурсне ирттернӗ.
Пултарулӑх ӑмӑртӑвне потребкооперацин вӗренӳ заведенийӗсенче ӑс пухакан студентсем тата ҫамрӑк преподавательсем хутшӑннӑ. Конкурса массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче, интернет-кӑларӑмӗсенче, «Российская кооперация» хаҫатра тата вӗренӳ заведенийӗсен сайчӗсенче пичетленнӗ материалсене йышӑннӑ.
«Крутой текст» (чӑв. Чӑнкӑ текст) номинацире Шупашкарти коопераци институчӗн редакципе издательство пайӗн тӗп редакторӗ Эрбина Никитина тата студентсен ушкӑнӗ «Делая человека вполне человеком» (чӑв. Ҫынна ҫын пек туса) ӗҫпе пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.
«Видеосюжет» номинацире Шупашкарти коопераци техникумӗн колледжӗнче виҫҫӗмӗш курсра вӗренекен Анит Гамбарян сюжечӗ иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Шупашкарти аэропорта мухтавлӑ ентешӗмӗрӗн Андриян Николаевӑн ятне пама пултарасси пирки «Про Город» (чӑв. «Хула пирки») кӑларӑм хыпарлать.
ТАСС пӗлтернӗ тӑрӑх, республика влаҫӗ Чӑваш Енӗн тӗп хулинчи халӑхсен хушшинчи статуслӑ аэропорта виҫҫӗмӗш летчик космонавтӑн, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялӗнчен тухса чӑваш халӑхӗ ҫинчен пӗтӗм тӗнчене пӗлтернӗ ентешӗмӗр ячӗпе 2020 ҫулта хисеплесшӗн. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ ТАСС корреспондентне каланӑ.
Палӑртса хӑварни вырӑнлӑ пулмалла, Чӑваш Ен ертӳлӗхӗ аэропорта Андриян Григорьевич ятне пама ыйтса Росреестра унччен те ҫырупа тухнӑ, анчах ведомство хирӗҫленӗ. «Ку ыйтӑва куҫран вӗҫертмӗпӗр, пуҫланӑ ӗҫе вӗҫне ҫитерӗпӗр. Халӗ тивӗҫлӗ хутсем хатӗрлетпӗр», — ӑнлантарнӑ регион пуҫлӑхӗ.
Тӗнче тетелӗнче Шупашкарти тӳре-шара тата депутатсем Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗпе Наташа Королевӑпа юрланӑ кадр сарӑлнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернине вулакансем астӑваҫҫӗ пулӗ. Тӗнче тетелне лекнӗ видеокадрта Раҫҫей эстрадин ҫӑлтӑрӗ Наташа Королева тата пуҫлӑхсем депутатсем «Жёлтые-е тюльпа-а-а-ны, вестники разлуки…» тесе ӗнӗрлетчӗҫ. Тулли сӗтел йӗри-тавра тӑрса тухнисене пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче иртнӗ «Сильный президент — сильная Россия» (чӑв. Вӑйлӑ президент — вӑйлӑ Раҫҫей) уяв концерчӗ хыҫҫӑнхи корпоративра ӳкерсе илнӗ тесе хыпарларӗҫ.
Концерт иртнӗ хыҫҫӑн ҫеҫ Шупашкарти тӳре-шара ҫавӑн валли конкурс ирттерессине пӗлтернӗ сӑмах та тухрӗ кайран. Ӗнер Монополипе кӗрешекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗ Шупашкарти «Творческий город» (чӑв. Пултарулӑх хули) автономи учрежденийӗн ӗҫченне административлӑ майпа явап тыттарма йышӑннӑ.
Шупашкарти «Садовӑй» микрорайона вӗри шыв панӑ. Малтан унти 30 ытла нумай хваттерлӗ ҫурт тата унти пӗр ача пахчи вӗри шывсӑр нушаланнӑ.
Халӑх шар курнин сӑлтавӗ «СУОР» тулли мар яваплӑ общество халӑхран пухнӑ газ укҫипе «Газпром межрегионгаз Чебоксары» предприятипе вӑхӑтра татӑлманни тесе ӑнлантараҫҫӗ. Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне парӑм 49 миллион тенке яхӑн пухӑнса кайнӑ. Ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче газовиксем газпа тивӗҫтерессине сахаллатса лартнӑ, ҫынсем вӗри шывсӑр юлнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш прокуратури парӑмлӑ «СУОР» предприяти тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн «Газпром межрегионгаз Чебоксары» «Садовӑй» микрорайона газ пама пуҫланӑ. Халӗ хваттерсемпе ача пахчинче тинех вӗри шыв пур.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.04.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |