Шупашкарта вырнаҫнӑ юсанмалли 4-мӗш колонире айӑплава ирттерекен тӑватӑ ҫын ҫемье ҫавӑрнӑ. «Юратӑвӑн чикки ҫук», — теҫҫӗ ку пулӑм пирки Федерацин айӑплава пурнӑҫа кӗртекен службин Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче. Йӗплӗ пӑралук хыҫӗнчисем те юратаҫҫӗ, лайӑххине шанаҫҫӗ. Хӑйсен юратӑвне тепӗр чух ҫыру урлӑ тупаҫҫӗ. Килӗшнӗ ҫынна пӗрлешме сӗнеҫҫӗ.
Шупашкарти колонире нумаях пулмасть тӑватӑ ҫын ҫемье ҫавӑрнӑ. Вӗсем патне хӗрӗсем ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен килсе ҫитнӗ. Ҫемье ҫавӑрни ҫинчен калакан регистрацие загс ӗҫченӗ ирттернӗ. Пӗр ҫемьене тӗвӗленме шухӑшланисене тӗрме ӗҫченӗсем те саламланӑ. Вӗсем тата загс ӗҫченӗ ҫӗнӗ мӑшӑрсене телей суннӑ, савӑнса та килӗштерсе пурӑнма ырӑ суннӑ.