Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Тирпейлӳҫе вилмеллех таптанӑ тракториста 50 пин тенкӗ тӳлеттерӗҫ

Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Сутатӑп Ӑшӑ матрас сутатӑп. Германире кӑларнӑ. Гаранти 5 ҫул. Хакӗ 2500 тенкӗ.
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Никита Сурский 08.05.2019 14:25 | 811 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Шупашкарта юр хыракан тракторӑн 30 ҫулти водителӗ айӑплине суд ҫирӗплетнӗ. Ӑна кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче нумай хваттерлӗ ҫуртӑн тирпейлӳҫине асӑрхаса ҫитереймесӗр вилмеллех таптанӑшӑн явап тыттарнӑ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» портал хыпарлать.

Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек тӗп хулари Мир проспектӗнчи 88-мӗш б тата 100-мӗш ҫуртсен хушшинче пулнӑ. Юр хыракан трактор 34 ҫулти хӗрарӑм ҫине пырса кӗнӗ. Тирпейлӳҫӗре ӗҫлекенскер йывӑр суранӗсене чӑтаймасӑр ҫавӑнтах вилсе кайнӑ.

Трактор шоферӗ хӑйӗн айӑпне тӳрех йышӑннӑ. Суд пуҫиле ӗҫе тишкернӗ вӑхӑтра ҫамрӑк арҫын ку таранччен те саккуна пӑсманнине, шар курнин амӑшне пулӑшу кӳнине шута илнӗ. Ӑна 50 пин тенкӗ штраф тӳлеттерсе пуҫиле ӗҫе хупма йышӑннӑ.

#пӑтӑрмахсем, #Шупашкар, #тракторсем, #судсем, #штрафсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Суя слесарьсем «вӗрентсе» кӑларнӑ директора айӑпланӑ
2019, 01, 25
«Алза» фирма директорне тытса чарнӑ
2019, 01, 25
Таксист хӑй ҫапса хӑварнӑ хӗрачан ашшӗ-амӑшне 1,6 млн тӳленӗ
2019, 03, 04
Шурчанов текех депутат мар
2019, 03, 14
Каснӑ йывӑҫ ҫын ҫине ӳкнӗ
2019, 04, 08

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org