Шупашкарти механикӑпа технологи колледжӗн экс-директорне суд тунӑ. Ӑна должноҫӗпе ытлашши усӑ курнӑшӑн айӑпланӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 2014 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ҫак директор техникумра вӗренмен выпускниксен даннӑйӗсене кӗртсе документ алӑ пуснӑ. Суя документра палӑртнӑ тӑрӑх, техникумран слесарь квалификацине илнӗ 22 ҫын вӗренсе тухнӑ-мӗн. Анчах вӗсем ҫак вӗренӳ заведенийӗнче пӗр кун та ӑс пухман.
Следстви пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн, директор преступлени тунине ҫирӗплетнӗ. Ҫак ӗҫпе 50 ытла кӳнтеленрен ыйтса пӗлнӗ. Нумаях пулмасть судья приговор вуланӑ: техникумӑн экс-директорӗ унччен судпа айӑпланманнине шута илсе ӑна 40 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле тунӑ.