Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта пурӑнакан 27 ҫулти арҫын айӑплине суд ҫирӗплетнӗ, 13-ри хӗрачана вилмеллех ҫапса хӑварнӑскере поселени колонине 2 ҫул та 1 уйӑхлӑха ӑсатма йышӑннӑ. Унсӑр пуҫне ҫамрӑк арҫыннӑн хӗрне пытарнӑ ашшӗ-амӑшне 1 миллион та 600 пин тенкӗ тӳлемелле. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» кӑларӑм хыпарлать. Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ ҫулхи юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче каҫ кӳлӗм Ленинла Комсомол урамӗнче 27 ҫулти таксист ҫул урлӑ каҫакан шкул ачине ҫапса хӑварнӑ. Тренировкӑна кайма тухнӑскерӗн чӗри ҫавӑнтах тапма чарӑннӑ. Следстви вӑхӑтӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, водитель ҫав вӑхӑтра ҫӑмӑл машинине сехетре 70 ҫухрӑм хӑвӑртлӑхпа хӑваланӑ тата ҫул-йӗр правилине пӑснӑ: светофорсӑр ҫул каҫмӑшӗ умӗн хӑвӑртлӑха чакарман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |