Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Мухтанчӑкӑн пуш енчӗк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Юман Анатолий Фёдорович

Юман Анатолий ФёдоровичЮман Анатолий Фёдорович, — чӑваш сӑвӑҫи. 1932 ҫулхи авӑнӑн 12-мӗшӗнче Чӑнлӑ районӗнчи Чӑвашкасси ялӗнче ҫуралнӑ.

Раҫҫей Федерацийӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ят тивӗҫнӗ. Раҫҫей Федерацийӗн Писательсен тата Журналистсен союзӗсен членӗ.

2003 ҫулта «Сонетсем» кӗнекешӗн Чӑваш Республикин Профессионал писательсен союзӗн пысӑк ҫитӗнӳсемшӗн паракан Петӗр Хусанкай ячӗллӗ литература премине илме тивӗҫлӗ пулнӑ.

Чӑнлӑ районӗн хисеплӗ гражданинӗ. Чӗмпӗр облаҫӗнчи журналистсен Мария Ульянова ячӗллӗ преми лауреачӗ. И.Я. Яковлева халалланӑ «Улӑп кун-ҫулӗ» сӑвӑ ярӑмӗшӗн облаҫри Саккунсем кӑларакан пуху депутачӗн Н.Абрамовӑн премине тивӗҫнӗ.

Кун-ҫулӗ

Ӗҫӗсем

Анатолий Юманӑн ҫуначӗ тӗреклӗ, ырми-канми ӗҫӗ тухӑҫлӑ. Вӑл — 35 кӗнеке авторӗ:

  • «Телей сӑпки» (1972);
  • «Вӗҫленмен юрӑ» (1973);
  • «Чӗмпӗр чулӗ калаҫать» (1975);
  • «Ҫунатсем» (1988);
  • «Чӗре ҫӗввисем»;
  • «Кӑвак йӗр»;
  • «Суйласа илнисем»;
  • «Натюш»;
  • «Марине»;
  • тата ыттисем те.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Анатолий Юман сӑввисем
Ҫунат вӗҫевре тӗрекленет (А. Казанов)


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2009-12-18 13:46:33 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 10736 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем