Шупашкарта хальхи вӑхӑтра тӑвакан ача пахчисенче ӗҫлеме килӗшекенсене шыраҫҫӗ. Кун пирки республикӑн тӗп хулин администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ пӗлтернӗ.
«Ҫыхӑнура» порталта ҫырнӑ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра Университет, Кувшинка, Хӗвеллӗ, Соляное, Ҫӗнӗ хула, Садовӑй микрорайонсенче тата Йӑлӑмри Сосновка посёлокра ача пахчисем хӑпартаҫҫӗ. Вӗсене Шупашкар хули 550 ҫул ҫитнине халалласа ирттерекен уяв вӑхӑтӗнче уҫасшӑн.
Ҫӗнӗ ача пахчисенчен хӑшӗсем валли ертӳҫӗсем тупӑннӑ та иккен. Халӗ воспитательсене, кӗҫӗн воспитательсене (унчченхилле каласан, няньӑсене), методистсене, кухньӑра ӗҫлекенсене, вахтёрсене, администраципе хуҫалӑх енӗпе тӑрӑшакансене шыраҫҫӗ.
Ӗҫе вырнаҫас текенсене Мускав проспектӗнчи 8-мӗш ҫуртри 3-мӗшпе 4-мӗш пӳлӗмсенче кӗтеҫҫӗ.