Шупашкарти 23-мӗш ача пахчинче логопедра тӑрӑшакан Ирина Волкова Л.С. Выготский ячӗллӗ Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра ҫӗнтернӗ. Уншӑн вӑл 50 пин тенкӗ премие тивӗҫнӗ.
Асӑннӑ ӑмӑртӑва шкул ҫулне ҫитменнисемпе ӗҫлекен пултаруллӑ специалистсене палӑртас тата шкул ҫитменнисемпе ӗҫлессине сарас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. Укҫа-тенкӗ енчен конкурса «Рыбаков фонд» ыр кӑмӑллӑх фончӗ регионсенчи партнёрсем пулӑшнипе йӗркелет.
Кӑштах Лев Выготскийпе те паллаштармалла. Вӑл 1896 ҫулта Белоруссинчи Орша хулинче ҫуралнӑ. Совет психологӗ ачасен аталанӑвне тишкерсе те чылай ӗҫ ҫырса хӑварнӑ. Ашшӗн ӗҫне хӗрӗ Гита Львовна (1925—2010) психолог тата дефектолог малалла тӑснӑ. Унӑн хӗрӗ, Елена Евгеньевна Кравцова, — психологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, Л.С. Выготский ячӗллӗ психологи институчӗн ертӳҫи.