Культура
![]() Светлана Кулакова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Патӑрьел муниципалитет округӗнчи Ҫӗньялта ӗнер «Айхи вулавӗсем» иртнӗ. Поэзине юратакансем Ҫӗньялти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкула «Айхи вулавӗсем» сӑвӑ конкурсне пухӑннӑ. Асӑннӑ вӗренӳ учрежденийӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Светлана Кулакова пӗлтернӗ тӑрӑх, вулава ирттересси ырӑ йӑлана кӗнӗ. Кӑҫалхи шучӗпе — 17-мӗш. Конкурса 3-11 класра вӗренекенсем хутшӑннӑ. Вӗсем поэтӑн сӑввисене чӑвашла, вырӑсла тата ют чӗлхепе илемлӗ вуланӑ. Тӑрӑшнине кура ҫӗнтерӳҫӗсене дипломсемпе хавхалантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Анатолий Мрясов видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Тунтикун Ҫӑварни эрни пуҫланчӗ. Халӗ ӑна ӗлӗкхиллех уявламаҫҫӗ, чылай чухне икерчӗ пӗҫерсе ҫинипех ҫырлахаҫҫӗ пулин те хӑш-пӗр ҫӗрте йӑла-йӗркене тытса тӑма тӑрӑшаҫҫӗ. Самар облаҫӗнчи Чатӑрлӑ ялӗнчи чӑвашсем Ҫӑварнире савӑннӑ. Кун пирки асӑнни тӑрӑхри Анатолий Мрясов халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Уява епле ирттернине видео ӳкерсе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() minpriroda.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре Хӗрлӗ кӗнекен 2-мӗш томне пичетлеме ӗмӗтленеҫҫӗ. Кун пирки республикӑн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерстви пӗлтернӗ. Чӑваш Енӗн Хӗрлӗ кӗнекине пирӗн тӑрӑхра 1992 ҫулта ҫирӗплетнӗ, унта чӗрчунсен сайра тӗлпулакан 290 тӗсне тата ӳсентӑрансемпе кӑмпасен 256 тӗсне кӗртнӗ. Хӗрлӗ кӗнеке икӗ томран тӑрать. Пӗрремӗшне, 2001 ҫулта пичетлесе кӑларнине, ӳсентӑрансемпе кӑмпасене халалланӑ. Иккӗмӗшне, 2010 ҫулта кун ҫути кӑтартнине, — чӗрчунсене. 2021 ҫулта пӗрремӗш тома ҫӗнӗрен пичетленӗ, халӗ иккӗмӗш патне черет ҫитнӗ. Ӗҫе кӑҫалхи раштав уйӑхӗн 8-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() yalav.ru сайтри сӑн Нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пысӑк пресс-конференци ирттерӗ. Унта вӑл 2022 ҫул пӗтӗмлетӗвне пырса тивекен ыйтусене хуравлӗ. Хальхи вӑхӑтра журналистсен аккредитацийӗ пырать. Заявкӑсене нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗччен 16 сехетчен электронлӑ почтӑпа йышӑнаҫҫӗ: ag-press@cap.ru. Сӑмах май, пӗлтӗр пресс-конференцие 40-е яхӑн журналист хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче федераци шайӗнчисем те пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнче пурӑнакан арҫын манипулятор установки туянма хатӗрленнӗ. Ӑна сутни пирки вӑл тӗнче тетелӗнче курнӑ. Хайхискер сутуҫӑпа ҫыхӑннӑ та ӑна 500 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Кун хыҫҫӑн лешӗ ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ. Ултавҫа тепӗр регионта тупнӑ. Йӗрке хуралҫисем Ижевск хулине командировкӑна кайса ӑна тытса килнӗ. Чӑваш арҫынни укҫа куҫарнӑ карттине блокировка тунӑ. Ҫав ҫын – 22 ҫулти арҫын, унччен судпа пӗрре кӑна мар айӑпланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Вӑрмар районӗнчи Мӑнҫырмаран Тикаша каякан ҫул йӑлтӑртатса кӑна выртать. Ҫынсем унта конькипе те ярӑнма тухнӑ. Ҫакна ӳкернӗ видеона тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ. Ку ҫула «Инвест-Строй» пӑхса тӑрать. Чӑвашупрдор директорӗ комментари панӑ: ГОСТпа килӗшӳллӗн, транспорт сахал ҫӳрекен ҫул ҫинче юр пулма пултарать. Анчах видеона пӑхсан унта юр мар, пӑр пулни курӑнать. Транспорт министерстви вырӑнти тӳре-шарана ҫулсене тивӗҫлӗ пӑхса тӑма чӗнсе каланӑ: «Лару-тӑрӑва тишкерме тата хаклама хӑйсен тӑтӑшах тухса ҫӳремелле». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() ufa.mk.ru сайтри сӑн Паян РФ Президенчӗ Федераци Канашне янӑ ҫырупа паллаштарчӗ. Унта хускатнӑ темӑсенчен пӗри – ӗҫленӗшӗн пӗр уйӑхра тӳлемелли чи пӗчӗк виҫе /МРОТ/. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ку виҫе 6,3 процент ӳснӗ. Владимир Путин каланӑ тӑрӑх, ҫитес ҫултан чи пӗчӗк шалу 19 пин те 242 тенкӗпе танлашӗ. Ҫапла вӑл тӳрех 18,5 процент ӳсӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Раҫҫей пенсионерӗсен пӗрлӗхӗн» Хӗрлӗ Чутайри уйрӑмне ертсе пыракан Юрий Егорович Егоров нумай пулмасть 80 ҫул тултарнӑ. Хӗрлӗ Чутай районӗн сайчӗ хыпарланӑ тӑрӑх юбиляра ӗнер район пуҫлӑхӗн ҫумӗ, вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин тата спорт пайӗн начальникӗ Игорь Живоев, район администрацийӗн культура, социаллӑ аталанупа архив ӗҫӗн пай пуҫлӑхӗ Алина Михуткина, вырӑнти пенсионерсен пӗрлӗхӗн ҫумӗ Елизавета Грузинова, ветерансен Канашӗн председателӗ Галина Тимакова саламланӑ. Юрий Егорович халӗ Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнче пурӑнать пулин те ҫураласса вӑл Вӑрнар районӗнчи Хирпуҫра 1943 ҫулхи кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Ҫӗрпӳри ял хуҫалӑх техникумӗнче ӑс пухнӑ, кайран Горькийри партин аслӑ шкулӗнче вӗреннӗ. Ӗмӗр тӑршшӗпе районти тӗрлӗ пуҫлӑх вырӑнӗсене йышӑннӑ: районти иккӗмӗш секретарь, районти пропагандӑпа агитацин инструкторӗ, ӗҫ тӑвакан комитечӗн ҫумӗ, статистика пайӗн начальникӗ, культурӑпа спорт тата ҫамрӑксен ӗҫӗпе ӗҫлекен пай заведующийӗ, тата ытти те. «Раҫҫей пенсионерӗсен пӗрлӗхӗн» Хӗрлӗ Чутайри уйрӑма вӑл 2007 ҫултанпа ертсе пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() умвд.21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Шупашкарта ирхи 6 сехетре маршруткӑпа ҫӑмӑл машина ҫапӑннӑ. Социализмла урамри 19-мӗш ҫурт тӗлӗнче «Renault Kangoo» автомобильпе 43-мӗш маршрутка инкеке лекнӗ. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, инкек минивэнӑн 58 ҫулти водителӗн айӑпне пула сиксе тухнӑ. Вӑл дистанцие пӑхӑнман. Машинӑра ларса пынӑ 30 ҫулти хӗрарӑм-пассажир аманнӑ. Тухтӑрсем тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ӑна киле сипленме янӑ. Маршруткӑра пассажирсем пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫыхӑнура форумри сӑнӳкерчӗк Шупашкар хулинче пуҫтах та ӳсӗр пӗр водитель йӗрке хуралҫисен умӗнчех ҫынна ҫапса каяс патне ҫитнӗ. Пӑтӑрмаха патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗн ӗҫченӗсем асӑрханӑ. Ӳсӗр водитель хулари Иван Яковлев проспекчӗпе вӗҫтерсе пынӑ. Ҫав ҫын хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнӑ «ВАЗ» хӗрлӗ тӗслӗ автомобиль рульне тытса пынӑ. Арҫын светофорӑн хӗрлӗ ҫутине те тиркемен, ҫуран ҫӳрекен ҫынна та ҫул паман. Пуҫтаха инспекторсем тытса чарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |