Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.3 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Хулара

Ҫӗнтерӳ кунӗнче, ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Шупашкарти хӑш-пӗр урамсенче транспорта ҫӳреме чарӗҫ. Стоянкӑсемпе те ирӗклех усӑ курма май пулмӗ.

Уявра общество транспорчӗн хӑш-пӗр маршручӗ улшӑнӗ. Халӑха меллӗ пултӑр тесе троллейбуссемпе автобуссем ҫур ҫӗрччен ҫӳрӗҫ.

Аса илтерер: Ҫӗнтерӳ кунӗнче Шупашкарта ретро-троллейбус ҫула тухӗ. Вӑл ҫӳренине "Ӑслӑ транспорт" сарӑмра курма пулать.

 

Хулара
aartyk.ru сайтри сӑн
aartyk.ru сайтри сӑн

Ӗнер Шупашарта пурӑнакан 58 ҫулти арҫын полицие пырса хӑйне улталани пирки каласа кӑтартнӑ. Темиҫе кун каялла ун патне пиччӗшӗ шӑнкӑравланӑ. Чӑннипе вара вӑл пачах ют ҫын пулнӑ. Хайхискер кӑшӑлвирусран сипленпе укҫа ыйтнӑ. Ку ӑна 24 пин тенкӗ куҫарса панӑ.

65 ҫулти хӗрарӑм та "пиччӗшне кӑшӑлвирусран сипленме" х28 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Икӗ тӗслӗхӗнче те палламан ҫын хӑйне Сергей тенӗ.

Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Чӑваш чӗлхи
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑвашла ҫыракан блогерсене хавхалантарасшӑн. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев «Хыпар» хаҫата панӑ интервьюра палӑртса хӑварнӑ.

Олег Николаев шухӑшланӑ тӑрӑх, чӑваш чӗлхине аталантаракан блогерсене, журналистсене, программистсене конкурс ирттерсе хавхалантарсшӑн. «Ӳлӗмрен у пек конкурссем темиҫе пулӗҫ. Ку вӑл тӗрӗс», — тенӗ Олег Николаев.

 

Политика
Александра Бочкарева. forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Александра Бочкарева. forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн заместительне Александра Бочкаревӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев паян, ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.

37 ҫулти Александра Сергеевна министрӑн ҫамрӑксен политики енӗпе ӗҫлекен ҫумӗнче кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Унччен вӑл И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче социаллӑ аталану пайӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ.

 

Республикӑра
Следстви комитечӗн сайтӗнчи сӑн
Следстви комитечӗн сайтӗнчи сӑн

Вӑрмар поселокӗнче 3 ҫулти ача урамра уҫӑлса ҫӳренӗ чухне сӑнав ҫӑлне кӗрсе ӳкнӗ. Вӑл 3 метр тарӑнӑш.

Ку ӗнер 16 сехет ҫурӑра пулнӑ. Телее, ача чӗрех, унӑн пысӑк суран та ҫук.

Следстви-оперативлӑ ушкӑн ҫав вырӑна тӗрӗсленӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ ӗҫ-пуҫа халӗ тӗпчет. Яваплӑ ҫынсене те палӑртӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерствин сайтӗнчи сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерствин сайтӗнчи сӑн

М-7 ҫул ҫинче, Етӗрне районӗнче, йывӑр тиевлӗ машина ҫунма пуҫланӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет.

Машина Кӗҫӗн Тӳмерле ялӗ ҫывӑхӗнче ҫунма пуҫланӑ. Вӑл – пылак ҫимӗҫ турттараканни.

Юрать-ха, водитель ҫулӑма хӑйех сӳнтернӑ. Ҫулӑм двигатель отсекне, кабинӑна сиенлетнӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Урамра текех юр ҫумасть пек туйӑнать. Анчах ҫанталӑк пирӗн валли «парне» хатӗрленӗ иккен.

Ҫу уйӑхӗн 7-8-мӗшӗсенче чи сивӗ кунсем пулӗҫ: ун чухне пӗлӗтсен шайӗнче сывлӑш 7-8 градус таран сивӗнӗ. Кӑнтӑрла йӗпе юр ӳкме пултарӗ, ҫӗрле тӑм ӳкӗ. Ҫил вӑйланнӑран пушшех те сивӗ пек туйӑнӗ.

Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнчен уяртӗ. Майӗпен ӑшӑ таврӑнма пуҫлӗ. Ҫӗнтерӳ кунӗнче 8-13 градус ӑшӑ пулӗ. Ҫӗрле те ӑшӑрах тӑрӗ. Уяври канмалли кунсем хыҫҫӑн 12-17 градус ӑшӑтӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 20 градус ӑшӑ пирӗн пата ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗ хыҫҫӑн килӗ.

 

Хулара
"Про Город" сайтри сӑн
"Про Город" сайтри сӑн

Ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Шупашкарти Текстильщиксен урамӗнчи скверта Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене Ҫӗнтерӳ кунӗпе саламланӑ. Вӗсене оркестр, ансамбльсемпе тӗрлӗ ушкӑн концерт лартса панӑ.

Ҫав кун скверта вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи юрӑсем янӑранӑ. Ветерансене парне, хӗрлӗ гвоздика парса савӑнтарнӑ. Сквера пухӑннисене вара пурне те Георги хӑйӑвӗ валеҫсе панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/86814
 

Хулара
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хулинче Ҫӗнтерӳ кунне кӗтсе илме хатӗрленеҫҫӗ. Паян, ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, хулан тӗп пайӗнче 13 сехетрен пуҫласа транспорта ҫӳреме чарӗҫ.

Чару Ленин проспекчӗпе Гагарин урамӗ пӗрлешнӗ вырӑнтан пуҫӑнса Карл Маркс урамӗпе Воробьев композиторсен урамӗсем ҫыхӑничченхи вырӑнсене, ҫавӑн пекех Президент бульврӗнчен Дзержинский, Кооператив урамӗсене, Электроаппаратчиксен бульварне тухакан ҫулсене пырса тивӗ.

Ҫӗнтеӳ кунӗнче, сӑмах май каласан, чару «Ҫӗрпӳ-Красноармейски-Кӳлҫырма» ҫула та пырса тивӗ. Унта ҫӑмӑл атлетсем «Дорога Мужества» (чӑв. Паттӑрсен чупӑвӗ) чупӑва тухӗҫ.

 

Персона
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Улатӑр районӗнчи Калинино поселокӗнче пурӑнакан Екатерина Келяшова 102 ҫулта пулсан та пурнӑҫӗнчи нумай япалана астӑвать. Вӑл вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче окоп чавнӑ. Екатерина ун чухне 15-ре кӑна пулнӑ. «Сивӗччӗ, эпӗ хӗр туспа ҫапатапа кӑначчъ. Алӑ шӑнатчӗ, хырӑм выҫӑччӗ, анчах плана яланах тултарнӑ», - аса илнӗ ватӑскер. Унӑн мӑшӑрӗ вӑрҫӑ ветеранӗ пулнӑ.

Екатерина Келяшова 5 ачаллӑ арҫынна качча кайнӑ. Лешӗн арӑмӗ вилнӗ. Арҫын ырӑ кӑмӑллӑ пулнӑран Екатерина унпа пурӑнма килӗшнӗ. Вӗсем 5 арҫын ачана тӗрӗс-тӗкел ӳстернӗ. Халӗ кинемей мӑнукӗсемпе, вӗсен ачисемпе савӑнса пурӑнать.

 

Страницӑсем: 1 ... 595, 596, 597, 598, 599, 600, 601, 602, 603, 604, [605], 606, 607, 608, 609, 610, 611, 612, 613, 614, 615, ... 3937
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.07.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ертӳлӗхпе калаҫу ӑнӑҫлӑ сыпӑнӑ. Ҫавна май карьера картлашкипе хӑпарма пултаратӑр е шалу ӳсӗ. Официаллӑ учрежденисенчен пулӑшу ыйтма ӑнӑҫлӑ эрне. Коллективра ӗҫтешсемпе ӑнланманлӑх, хирӗҫӳ сиксе тухнӑ тӑк халӗ шӑпах уҫӑ калаҫу йӗркелеме, ыйтусене мирлӗ татса пама лайӑх вӑхӑт.

Утӑ, 12

1907
118
Ҫулӗҫ Анатолий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1918
107
Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен вилнӗ.
1920
105
Чӑваш облаҫӗн РКП(б) комитечӗ ӗҫлеме пуҫланӑ.
1928
97
Кузьмин Афиноген Иванович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...