Ҫул-йӗр
![]() t.me/gcheb сӑнӳкерчӗкӗ Ҫу уйӑхӗ ҫитрӗ те ҫул-йӗрҫӗсем ҫине тӑрса ҫул-йӗр юсама пикенчӗҫ. Ку ӗҫе хуласенче те пурнӑҫлаҫҫӗ. Республикӑмӑрӑн тӗп хулинче ҫак ӗҫе пуш уйӑхӗн вӗҫӗнчех пуҫланӑ. Хула мэрийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫапла тума ҫутҫанталӑк май панӑ. Паянхи куна илсен асфальта 9 ҫӗрте ҫӗнӗрен сараҫҫӗ: М.Горький проспектӗнче; Диагностика центрӗ тӗлӗнчи Мускав проспектӗнче; Спиридон Михайлов, Талвир, Волков, Никитин, Коллективлӑ, Киров, Магницкий урамӗсенче. Ашмарин урамне тӗплӗн юсама тытӑннӑ, Октябрь кӗперне юсасси малалла пырать, Граждан урамӗнче ӗҫсем вӗҫленсе пыраҫҫӗ. Хула администрацийӗнче ӗнентернӗ тӑрӑх, ҫул-йӗрҫӗсем ӗҫе хӑвӑрт тата пысӑк пахалӑхпа пурнӑҫлама тӑрӑшаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре уйрӑм режимлӑ юсанмалли колони те пур. Ӑна нумаях пулмасть уҫнӑ. Тӗрӗсрех каласан, унчченхи 4-мӗш юсанмалли колонин профильне улӑштарнӑ. Кун пирки федерацин айӑплава пурнӑҫлакан службин Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтерет. Унччен вӑл пӗтӗмӗшле режимлӑ колони пулнӑ. Унта арҫынсем ларнӑ. Малашне вара унта йӗрке хуралӗн ӗҫченӗсем айӑплава пурнӑҫлӗҫ. Малтанлӑха палӑртнӑ, тӑрӑх, унта ытти регионти ҫынсене те илсе килӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() drama21.ru сӑнӳкерчӗкӗ К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫ вырӑнӗсем пушаннӑ. Кун пирки культура учрежденийӗн сайтӗнче хыпарланӑ. Театра художник-бутофор кирлӗ. Ҫав ҫыннӑн ятарлӑ пӗлӳллӗ пулмалла, театра юратмалла, ҫынпа калаҫма ӳркенмелле мар, ӗҫ опычӗ пулсан аван. Ҫутӑ оборудованин электроникине, сцена механикине, сасӑ техникине тата электрон техникӑна тытса тӑма инженер-электрик кирлӗ, унӑн ӗҫ опычӗллӗ пулмалла. Механика оборудованийӗн инженерне те ӗҫе илӗҫ. Сцена машинисчӗн 45 ҫулчченхи ҫирӗп хул-ҫурӑмлӑ, сиенлӗ йӑла-йӗркесемсӗр арҫын пулмалла. Асӑннӑ ҫынсен эрнере ултӑ кун ӗҫлеме тивӗ, тунтикун кантарӗҫ. Тӗплӗнрех ыйтса пӗлес тесен +78352620221 телефонпа кадр специалисчӗпе ҫыхӑнмалла. Тӗплӗ резюмене drama21@rchuv.ru электрон адреспа ярса пама сӗнеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкара узбексем спектакльпе килӗҫ. Ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче тата утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Узбекистанри патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ спектакльсем кӑтартӗ. Ташкент хулинчи ӑстасем Александр Островский пьеси тӑрӑх лартнӑ «На бойком месте» камите тата Уильям Шекспир трагедийӗ тӑрӑх лратнӑ «Сны Гамлета» спектакле кӑтартӗҫ. Спектакльсем 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗҫ. Касса телефонӗ: 45-00-34. Сӑмах май каласан, пирӗн артистсем те вӗҫӗмех гастрольсене тухса ҫӳресе аякрикуракансене чӑваш спектаклӗсемпе паллаштараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() «Хавал» пуҫару ушкӑнӗн сӑнӳкерчӗкӗ «Хавал» пуҫару ушкӑнӗ тӑрӑшнипе ашшӗ-амӑшӗ валли нумай чӗлхеллӗ ача ҫинчен ӑнлантарса паракан брошюра кун ҫути курнӑ. Тӗнчре пӗр чӗлхелӗхпе пӗрлех нумай чӗлхелӗх та анлӑ сарӑлнӑ. Пӗтӗм тӗнчери халӑхран ҫуррине яхӑн нумай чӗлхеллӗ (ҫав шутра ик чӗлхелӗх те), кулленхи калаҫура икӗ е ыларах чӗлхепе усӑ курать. «Пӗр вӑхӑтрах темиҫе чӗлхе вӗренме ачасене ятарлӑ талант кирлӗ мар. Вӗсене ачаран вӗренме пултарни ҫыннӑн хӑнӑхас (адаптаци) пултарулӑхӗпе ҫыхӑннӑ, анчах та анчах та ачана темиҫе чӗлхепе калаҫтарас тесен вӑхӑт, хавхалану (мотиваци) тата тӳсӗмлӗх кирлӗ», — тенӗ брошюрӑра. Ачасене вырӑс чӗлхине ҫеҫ мар, тӑван чӗлхене те вӗрентмеллех. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() yadonor.ru сайтри сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Андрей пӗрмаях юн плазмине панӑ. Вӑл – донор. Ҫавӑн пекех арҫын шӑмӑ сӑссин донорӗсен регистрӗнче тӑнӑ. Пӗлтӗр ҫӗртме уйӑхӗнче ун патне Кироври гемотологи тӗпчев институтӗнчен шӑнкӑравланӑ та реципиент тупӑннине пӗлтернӗ. Андрей пӗтӗм процедура витӗр тухнӑ, унӑн юнне тӗрӗсленӗ. Ҫапла вӑл шӑмӑ сӑссин донорӗ пулса ҫын пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Андрей палӑртнӑ тӑрӑх, май пулсан вӑл каллех ҫавӑн пек донор пулӗччӗ. «Вӑхӑтпа – 6 сехет, ним хӑрушши те ҫук, ыраттармасть», - тенӗ вӑл. Ӑна «Донор юхӑмне аталантарма пулӑшнӑшӑн» медальпе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() 64.rodina.news сайтри сӑн Чӑваш Енре кӑшӑлвируса пула йышӑннӑ ятарлӑ режима сирнӗ. Кун пирки республика правительствин сайтӗнче хыпарланӑ. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ҫакна республикӑра эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ йӗркеленнипе тунӑ. «Ку эпир ку чире тимлӗх сахалрах уйӑратпӑр тенине пӗлтермест. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви лару-тӑрӑва сӑнаса тӑрӗ, чирлекенсен йышӗ ӳсме пуҫласан тивӗҫлӗ мерӑсем йышӑнӗ», - тенӗ Олег Николаев. Аса илтерер: 2020 ҫулхи пуш уйӑхӗнче кӑшӑлвирус сарӑлнине пула ятарлӑ режим пулнине йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар хулинчи йӗрке хуралҫисене паян, ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, ирхи 6 сехетре хулара ӳсӗр водителе асӑрхани пирки систерекенсем тупӑннӑ. «Mерседес» автомобиле тытса пыракан водитель пакунлисем чарӑнма ыйтнине итлемен, вӗсенчен тарса ӳкме хӑтланнӑ. Етӗрне шоссипе Университет урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнта машина светофор тӗлӗнче чарӑннӑ «Форд Фокус» автомобиль ҫине пырса кӗнӗ. Инкекре «Фордӑн» 28 ҫулти водителӗ тата салонти пассажир аманнӑ, вӗсене больницӑсене ӑсатнӑ. «Mерседес» машинӑна тытса пынӑ 33 ҫулти арҫынна руль умне ӳсӗрле ларнӑшӑн 2020 ҫулта явап тытарнӑ иккен-ха, ун чухне хайхин водитель правине туртса илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() vsluh.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче пурӑнакан 56 ҫулти арҫын 2,5 миллион тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Йӑлтах — ҫынна шаннипе. Арҫын йӗрке хуралҫисене пӗтернӗ тӑрӑх, пуш уйӑхӗнче ун патне Мускаври право хуралӗн тытӑмӗнче ӗҫлекен ҫын (шӑнкӑравлаканни хӑйӗнпе ҫавӑн пек паллаштарнӑ) ҫыхӑнни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Хӗрарӑм унран тӗнче тетелӗ урлӑ медицина таварӗ туяннипе кӑсӑкланнӑ. Арҫын илнине пӗлтерсен сутуҫӑна явап тыттарассине, фирма клиенчӗсене ҫур миллион тенкӗ компенсаци тӳлессине пӗлтернӗ. Арҫынтан тӗрлӗ сӑлтав тупса икӗ уйӑх хушши укҫа ыйтнӑ, ҫывӑх вӑхӑтра ун патне инкассатор машини ярса пама шантарнӑ, вӑл вара компенсаци укҫине тавӑрса парӗ тесе ӗнентернӗ. Арҫын тусӗсемпе пӗлӗшӗсенчен 2,5 миллион тенке яхӑн кивҫен илсе палламан ҫынсем каланӑ счётсем ҫине куҫарса янӑ. Ултавҫӑсен капкӑнне лекнине вӑл хӑйӗнчен тата тепӗр ҫур миллион тенкӗ ыйтсан тӗшмӗртсе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Канашра пурӑнакан 32 ҫулти хӗрарӑм самокат ҫинчен персе анса аманнӑ. Пӑтӑрмаха вӑл «Канаш-Ҫӗнӗ Туҫа-Славаш» ҫулпа пынӑ чухне лекнӗ. Анат Вӑрманъял ялӗ тӗлӗнче вӑл ҫул ҫине йӑтӑнса аннӑ. Пуҫне амантнӑ хӗрарӑма больницӑна ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |