Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ тифлокомментариллӗ спектакль кӑтартӗ. Унта кун пеккине халиччен лартман. Тифлосасӑллӑ пӗрремӗш спектакле ҫӗтме уйӑхӗнче кӑтартӗҫ. Кун валли Корней Чуковскин «Муха-цокотуха» спектакльне суйласа илнӗ. Тифлокомментириллӗ спектакле начар илтекен куракансем валли ятарласа хатӗрлӗҫ. Репертуарти ҫав ӗҫе ятарлӑ куракансен пӗтӗм тӗнчери VIII «Одинаковыми быть нам необязательно» (чӑв. Пирӗн пӗр пек пулмасан та) фестивалӗнче кӑтартӗҫ. Мероприяти ҫӗртме уйӑхӗн 25-28-мӗшӗсенче Шупашкарта иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() 9111.ru сайтри сӑн «Анне, эпӗ ҫул ҫинче инкеке лекнӗ», - ҫапла каласа улталасси анлӑ сарӑлнӑ. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи арҫын та ҫак ӗҫе хутшӑннӑ. Халӗ вӑл колонире 4 ҫул ирттерӗ. Вӑл кун пек майпа тупӑш тумаллине тӗнче тетелӗнче пӗлнӗ. Пӗлтӗр ҫӗртмен 25-28-мӗшӗсенче хайхи арҫын Шупашкарти 60-87 ҫулсенчи ҫынсене улталаса вӗсенчен 3,5 миллион ытла тенкӗ йӑкӑртса тухса кайнӑ. Вӑл виртуаллӑ хуҫи пӗлтернипе ҫынсем патне кайса укҫа илсе тухса кайнӑ. 10 процентне хӑйне илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() r21.fssp.gov.ru сайтри сӑн Шупашкарти 52 ҫулти арҫын туберкулезпа аптӑрасан диспансеризаци витӗр тухман – алӑ сулнӑ. Вӑл тухтӑрсен сӗнӗвӗсене те пӑхӑнман, ятарлӑ медучрежденире те сипленмен. Приставсем ӑна нумаях пулмасть хулари пасар умӗнче тупнӑ – вӑл унта саккуна пӑсса милӗк сутнӑ. Хӑй мӗншӗн пульницӑна пыманнине ӑнлантарнӑ: 6 ҫул сипленнӗ хыҫҫӑн алли усӑннӑ имӗш. Арҫынна тупнӑ кунах республикӑри диспансера вӑйпах сипленме янӑ. Унта вӑл сахалтан 6 уйӑх ирттерӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Вӑрнар поселокӗнчи «Август» паркра кӗлчечексем вырӑн тупнӑ. Анчах вӗсем чӗррисем мар, тимӗртен шӑратса тунисем. Арт-объекта Анатолий Николаев ӑсталанӑ. Вӑл «Звездопад» организацире механикре нумай ҫул ӗҫленӗ. Халӗ – тивӗҫлӗ канура. Мӗн хистенӗ-ха Анатолий Николаева ҫак кӗлчечекесене ӑсталама? Килӗнчи пахчари чӗрӗ чечексем ӑна ҫак ӗҫе тума хавхалантарнӑ иккен. Палӑртмалла: «Август» парк – Вӑрнарти чаплӑ парк. Унашкалли ытти райцентрта ҫук та. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ӗне 18 сехетре ҫӑлавҫӑсем Ҫӗнӗ Шупашкарти Женя Крутова урамӗнчи 12-мӗш ҫуртра пушар сӳнтернӗ. Унта иккӗмӗш хутри пӗр пӳлӗмлӗ хваттер ҫуннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм пирус асӑрханмасӑр туртнӑран тухнӑ. Ҫӑлавҫӑсем алӑка ҫӗмӗрсе кӗнӗ. Шалта 58 ҫулти кил хуҫин виллине тупнӑ. Пушара хӑвӑртах, 3 минутран, сӳнтернӗ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 81 пушар тухнӑ, вӗсенче 8 ҫын вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн артисчӗсем Тутарстанра иртекен «Рабочая лошадка» (чӑв. Ӗҫ лаши) регионсем хушшинчи V театр форум-фестивальне хутшӑнать. Мероприятие асӑннӑ регионти Ҫыранҫи Чаллӑ хулинче пуҫтарӑнӗҫ. Гастроле театр директорӗ Елизавета Абрамова ертсе пыракан пултарулӑх делегацийӗ тухса кайнӑ. Ушкӑн форумӑн виҫӗ тематика секцине хутшӑнать. Форум-фестиваль вӑхӑтӗнче театрсем спектакльсем лартӗҫ. Пирӗннисем конкурс валли Денис Андронов ҫамрӑк режиссёрӑн «Сказка о Ежике, волшебном лесе и еще кое о чем…» спектакльне суйласа илнӗ. Унпа театр ӳнерӗн «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурсӗнче «Ачасем валли лартнӑ чи лайӑх спектакль» номинацире кӑҫал ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() t.me/gcheb сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти мӗнпур шкулта юлашки шӑнкӑрав ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче янӑрӗ. Тепӗр куннех ачасен пӗрремӗш экзаменсем пуҫланӗҫ. Юлашки шӑнкӑрав кунне пӗлтӗр темиҫе хутчен те куҫарнӑччӗ. «Ҫыхӑнура» форумра калашле, тӗрлӗ шкулта тӗрлӗ кун янӑрани те пулнӑччӗ. Кӑҫал апла тумӗҫ. Юлашки шӑнкӑрав 9-мӗш класс вӗренсе пӗтерекен хулари 8 пин ачапа 11-мӗшӗнчен вӗренсе тухакан 11 пин ача валли янӑрӗ. Тепӗр кунне, эрнекун, ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, географи, литература тата хими предмечӗсемпе экзамен тытма тивӗ. Вырӑс чӗлхипе ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче экзамен тытӗҫ, математикӑпа — ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() "Чеб.ру" сайтри сӑн Хулари иккӗмӗш пульницӑна тата Осипов ячӗллӗ хула пульницине Хулан 1-мӗш клиника пульници ҫумне пӗрлештересси пирки пӗлтернӗччӗ. Ҫакна тусан тӳре-шара медицина пулӑшӑвӗ парассин пахалӑхӗ ӳсессине каланӑ. Реоргаризаци хыҫҫӑн 68 штата кӗскетӗҫ. Ҫав шутра - икӗ тӗп тухтӑр, 5 ҫум, 2 тӗп медсестра. Ытти, 59 ставки, - администраципе хуҫалӑх пайӗнчи штатсем. Штатсене кӗскетсе ҫитес 5 уйӑхра 16,4 миллион тенкӗ перекетленессине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() t.me/gcheb сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта ретротехника куравӗ иртӗ. Хула администарцийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Атӑлҫи тӑрӑхӗнче ун пек калӑпӑшлӑ та пысӑк курав унччен пулман. Пӗтӗм Раҫҫейри «Машины времени» (чӑв. Вӑхӑт машинисем) II курав «Амазони» этнокомплексра ҫӗртме уйӑхӗн 10-12-мӗшӗсенче иртӗ. Ҫав вӑхӑтра унта 200 ытла единица ретротехника вырӑн тупӗ: XX ӗмӗрти автомобильсем, мотоциклсемпе мопедсем. Куракансем валли чӗрӗ рок-музыка янӑрӗ, Колумбинчи каскадёрсен шоувӗпе киленме май килӗ. Ретроавтомобиль пуррисене https://parkamazonia.ru/mashinyvremeny сайтра заявка пама сӗнеҫҫӗ. Ку ӗҫе ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗччен туса ӗлкӗрмелле. Парк территорине кӗнӗшӗн тата курава хутшӑннӑшӑн укҫа тӳлемелле мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() t.me/privolzhye каналти видеоран илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкар хулинчи Мускав ҫыранӗнче Нарспи сӑнне ӳкерсе хунӑ. Аса илтерер: Нарспи — Константин Ивановӑн вилӗмсӗр «Нарспи» поэминчи тӗп сӑнар. Пуян ҫемьере ӳснӗскер телейне чухӑн хӗрарӑм ывӑлӗпе, Сетнерпе, тупма ӗмӗтленнӗ. Анчах, поэма авторӗ калашле, «ҫакӑ ҫутӑ тӗнчере вӑйли ҫук та этемрен. Анчах вӑйлӑ тэтем те хӑй тӗнчине пӑхӑнать. Укҫапала эрехех ҫынна ӑсран кӑларать». Ҫапла вара Нарспипе Сетнере пӗрле пулма май килмен... «Нарспи» графити пирки «Приволжье» тӗнче тетелӗнчи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ. Граффити авторӗ — Василий Чапай (ку вӑл хушма ят). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |