Республикӑра
![]() saratov.mk.ru сайтри сӑн Ыран сирена кӑшкӑрнине илтсен лӑпкӑ пулма ыйтаҫҫӗ. Ку тӗрӗслев кӑна пулӗ. Ыран, пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, 10 сехет те 40 минутра тата 11 сехетре Чӑваш Енре пурӑнакансем сирена сассине илтӗҫ. Телекурав каналӗсемпе радиостанцисем те сасӑ сигналне парӗҫ. Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ халӑха лӑпкӑ пулма ыйтать. Сирена сассине илтсен мӗн тумалла-ха? Радио, телевизор ямалла, унта мӗн каланине итлемелле. Малалла мӗн тумалла? Мӗн каланине шута илмелле. Ҫак хыпара ыттисене те пӗлтермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Стопкоронавирус.рф сайтри сӑн Юлашки вӑхӑтра кӑшӑлвирус пирки калаҫма пӑрахрӗҫ тесен те юрать. Анчах ку чир пӗтмен-ха. Чирлекенсем кӑна мар, вилекенсем те пур. Иртнӗ талӑкра республикӑра 20 ҫын инфекциленнине палӑртнӑ. 41 ҫын сывалнӑ. 11 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ. Нарӑс уйӑхӗнче 6 ҫын кӑшӑлвируса парӑнтарайман. Нарӑсӑн 22-мӗшӗнче ӑна пула 2 ҫын вилнӗ. Танлаштармашкӑн: кӑрлач уйӑхӗнче – 9 пациент, раштавра - 5 ҫын, чӳк уйӑхӗнче 3 ҫын кӑшӑлвируса пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӑслӑлӑх
![]() Ҫӑлкуҫ: JAXA Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫине илсе ҫитернӗ Рюгу астероид ҫинчи тӑпра тӗслӗхӗсенче ӑсчахсем органикӑллӑ молекулӑсем нумай пулнине асӑрханӑ, пурнӑҫ тӗвви амаланса каймалӑх условисем йӗркеленес пулсан вӗсем ӑна тӑвакан элементсем пулма пултарнӑ пулӗччӗҫ. «Хаябуса-2» миссийӗ вӑхӑтӗнче тупнӑ материалсенче «пребиотикӑлла органика» текен япаласем пур. Сӑмах чӗрӗ организмсенче хими реакцийӗсене йӗркелеме тата ҫӳҫ е мускул йышши кӑткӑс тытӑмсене хатӗрлеме кирлӗ протеинсем тума усӑ куракан аминойӳҫексен темиҫе тӗсӗ пирки пырать. Ҫак молекулӑсем ҫав шутра пурнӑҫ тӗвеленипе ҫыхӑнман процессемпе те йӗркеленме пултараҫҫӗ, сӑмахран, астероидсенче шалта иртекеннисенче. Тӗпчевӗн ертсе пыракан авторӗ каланӑ тӑрӑх, пребиотикӑлла молекулӑсем астероид ҫийӗнчи тӑпра тӗслӗхсенче пулни, унти хутлӑх условийӗсем чаплах мар пулсан та астероидӑн чи ҫӳлти сийӗ органикӑна космос радиацийӗнчен тата ытти факторсенчен хӳтӗлеме пултарнине ҫирӗплетет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() dzen.ru сӑнӳкерчӗкӗ Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче паттӑрлӑх кӑтартнӑ салтаксене асӑнса Нева юханшывӗн сулахай ҫыранӗнче Астӑвӑм аллейи йӗркеленӗ. Нева плацдармӗнчи салтаксем блокадӑри Ленинграда хӳтӗлеме паттӑррӑн хутшӑннӑ, вӗсенчен чылайӑшӗ ҫавӑнта куҫне хупнӑ. Асӑну аллейинче Питӗрти чӑваш хастарӗсем ентешсене асӑнса стелла вырнаҫтарасшӑн. Ку ӗҫе укҫасӑр тӑваймӑн. Ҫавна май Ленинград облаҫӗнчи чӑвашсен общество организацийӗ укҫа пухассине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() чӑвашла юрлакан Ахмед. vk.com/cheb121 ушкӑнри пабликран илнӗ скриншот Сиринче пурӑнакан икӗ яш чӑвашла юрлаҫҫӗ. Ҫав видеона халӑх тетелӗнчи «Новостная барахолка» ушкӑнра вырнаҫтарнӑ. Ахмед ятлӑ арҫын ача тата унӑн тусӗ чӑвашла юрӑсем шӑрантараҫҫӗ. Вӗсен репертуарӗнче — «Ҫумӑр ҫӑвать», «Сан ҫуралнӑ кун паян» тата ытти хит иккен. Чӑваш эстрадипе вӗсене пирӗн ентешӗмӗр паллаштарнӑ-мӗн. «Хурӑн ҫулҫи, хурӑн ҫулҫи сарӑлсан килет вӑрман, килет вӑрман илемӗ», — шӑрантарать, сӑмахран, Ахмед. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер ирттернӗ пресс-конференцире «Про Город» кӑларӑм журналисчӗ тухтӑрсен шалӑвӗпе кӑсӑкланчӗ. Вӑл Ҫӗнӗ ҫул умӗн больницӑра пулнӑ чухне икӗ тухтӑр шалу пӗчӗк тесе пӑшӑрханнине пӗлтерчӗ. Олег Николаев ӑна республикӑри тухтӑрсем уйӑхсерен вӑтамран 40 пин тенкӗ илнине Росстат кӑтартӑвне тӗпе хурса хуравларӗ. Фельдшерсемпе медсестрасен шалӑвӗ 39 пин те 865 тенкӗрен, врачсен 79 пин те 730 тенкӗрен кая пулмалла мар иккен. Пӗтӗрхи кӑрлач-авӑн уйӑхӗсенче врачсене вӑтамран 68 146 тенкӗ тӳленӗ. Канаш районӗнче — 51 458 тенкӗ, Шупашкарти федераци организацийӗсенче — 118 892 тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() vk.com/cheb121 страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк Иртнӗ эрне Ҫӑварни эрни пулчӗ. Вырсарникун вара ӑна тӗрлӗ ҫӗрте тӗрлӗ мероприяти ирттерсе анлӑн уявларӗҫ. Вӑрнарсем те ҫавӑн пек тунӑ. Вӗсем спорт ӑмӑртӑвӗсем те ирттернӗ. Вӑрнар муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Андрей Тихонов спорт мероприятийӗсене хутшӑннӑ. Вӑл кире пуканӗ ҫӗкленӗ. 24 килограмм таяканскере хайхискер ним мар 40 хутчен ҫӗклесе илме пултарнӑ. «Ҫамрӑксемшӗн те тӗслӗх», — теҫҫӗ Андрей Тихонов вӑйӗнчен тӗлӗннисем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() vk.com/cheb121 страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкарти сысна ҫури вӑййа лекнӗ. Кунта сӑмах резина урапаран ӑсталанӑ персонаж пирки пырать-ха. Ӑна Шупашкарти Добролюбов урамӗнчи 2-мӗш ҫурт умне вырнаҫтарнӑ.Хӑй тӗллӗн ӑсталанӑ чӗрчун халӗ унта ҫук ӗнтӗ, анчах вӑл «Atomic Heart» кмпьютервӑййине кӗрсе юлма ӗлкӗрнӗ. Асӑннӑ вӑййа хамӑр ҫӗршыври «Mundfish» студи ӑстисем шухӑшласа кӑларнӑ. Тӗлӗнтермӗш скульптурӑсене вӗсем ҫӗршывӗпех шыранӑ. Шупашкарти сысна ҫури вӗсене килӗшнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() minpriroda.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре экологие халӑх инспекторӗсем тӗрӗслесе тӑрӗҫ. Республикӑн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерстви тавралӑха сыхлас ӗҫе хастар ҫынсене те явӑҫтарма йышӑннӑ. «Ҫакӑ пире вырӑнти ҫынсенчен вӑрманти пушарсем, саккуна пӑсса йывӑҫ касакансем, пулӑ тытакансем, шыв-шура варалакансем, тискер чӗрчунсемпе кайӑк-кӗшӗк вилни ҫинчен васкавлӑн пӗлсе тӑма май парӗ», — тенӗ министр тивӗҫне пурнӑҫласа пыракан Елена Дымза. Общество инспекторӗ пулма 40 ҫын кӑмӑл тунӑ, паянхи ларура вӗсенчен 24-шне суйласа илнӗ. 2022 ҫулта пирӗн республикӑра 166 халӑх инспекторӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() https://vk.com/gov_cap_ru?w=wall-142632677_68176 страницӑран илнӗ скриншот Паян, нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев пресс-конференци ирттерчӗ. Ҫак йӗркесен авторне ӑна пуҫламӑшӗнчен пуҫласа вӗҫне ҫитиех итлеме май килмерӗ-ха. Икӗ журналист чӑвашла ыйтнине илтме май килчӗ, вӗсене республика ертӳҫи вырӑсла хуравларӗ. Пресс-конференцие итлекенсенчен пӗри: «Мероприяти мӗншӗн вырӑсла иртет?» — тесе ҫырнӑччӗ-ха. Ыйтӑва курнисенчен пӗри, Людмила Бардасова, ун пек мероприятисем патшалӑх чӗлхипе иртеҫҫӗ, пирӗн ҫӗршывра патшалӑх чӗлхи — вырӑс чӗлхи тесе ҫавӑрттарса хунӑччӗ. Екатерина Арбатова шучӗпе вара «пурте чӑвашла пӗлмеҫҫӗ», «чӑваш чӗлхи пурне те кирлӗ мар-тӑр» тесе хӑй шухӑшне палӑртнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |