Тӗнчере
![]() Китайри Сиань хулинче паян пӗрремӗш хут «Китай — Тӗп Ази» саммит уҫӑлать, унта унччен совет союзне кӗнӗ пилӗк республикӑн лидерӗсем хутшӑнӗҫ. Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Мускаври Ҫӗнтерӳ парадӗнче тӗл пулнӑ хыҫҫӑн Казахстан, Киргизи, Таджикистан, Узбекистан тата Туркменистан президенчӗсем КХР председателӗпе Си Цзиньпинпа тепӗр хут тӗл пулусен ярӑмне ирттерӗҫ. Кун пирки «Коммерсант» кӑларӑм пӗлтерет. Ҫак ҫӗршывсен суту-илӳпе экономика хутшӑнӑвӗсене аталантармалли сӑлтав — вӗсен экономикисем кӑтартакан ӳсӗм хӑвӑртлӑхӗ пысӑк пулни, ҫакна тӗнчери организацисем те ҫирӗплетеҫҫӗ. 2023 ҫулта МВФ Тӗп Азипе Кавказ республикисен экономики 4,2% шайӗнче ӳсӗ тесе шутлать. Пӗлтӗр, МВФ хакланӑ тӑрӑх, ӳсӗм малтанхи прогнозсенчен иртнӗ: кӑтарту 4,8% ӳснӗ. Пекин совет союзӗнчен юлнӑ уҫлӑхӗн кӑнтӑр пайӗнче пӗртен пӗр ертсе пыракан вӑй пулма тӑрӑшни ку тӑрӑха АПШ тата Европӑри вӗсен партнерӗсем вӑйлӑрах та вӑйлӑрах витӗм кӳме хӑтланнипе сӑлтавлама пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Чӑваш Енри УФСИН-ӗн кинолог ӑстисен команди Мускав облаҫӗнче иртекен Раҫҫей ФСИНӗн 2023 ҫулхи кинологсен нумай енлӗ ӑмӑртӑвне хутшӑннӑ. Чемпионата 68 территори органӗнчи командӑсем килсе ҫитнӗ. Чӑваш Енри УФСИН командин ертӳҫи вырӑнӗнче Алексей Шуряков пулнӑ, вӑл УФСИН-ӑн 1-мӗш юсанмалли колонинчи хурал пайӗн кинологи уйрӑмӗн начальникӗ. Ҫавӑн пекех ятарлӑ хатӗрленӳ профилӗ енӗпе территори органӗн чысне юсанмалли 1-мӗш тата 4-мӗш номерлӗ колонисен ӗҫченӗсем хӳтӗленӗ. «Шырав профилӗ» конкурса УФСИНӗн 1-мӗш юсанмалли колонин аслӑ инструктор-кинологӗ Иван Бахтин хутшӑннӑ. Андрей Чернов, 4-мӗш юсанмалли колонин хурал пайӗн кинологи уйрӑмӗн аслӑ инструктор-кинологӗ, «наркотиксене шырасси тата тупса палӑртасси» тупӑшура ӗҫтешӗсемпе чи маттуррин ятне илессишӗн тупӑшнӑ. 1-мӗш номерлӗ юсанмалли колоние сыхлакан уйрӑмӑн аслӑ инструктор-кинологӗ Аркадий Кириллов «сирпӗнекен япаласене шырасси тата тупса палӑртасси» ӑмӑртура хӑйне тивӗҫлӗ кӑтартни савӑнтарать — вӑл кинологсен нумай енлӗ ӑмӑртӑвӗн спорт мастерӗн кандидачӗн нормативне пурнӑҫланӑ. Ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх, Чӑваш Республикинчи УФСИН команди 12-мӗш вырӑн йышӑннӑ. |
Персона
![]() Марина Карягина страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Марина Карягина тележурналист, поэт, сценарист, драматург ҫинчен Мускав режиссёрӗ ӳкернӗ фильма Шупашкарта кӑтартӗҫ. Аса илтерер: Мускаври кино ҫуртӗнче чӑвашсен паллӑ ҫыравҫине, телертӳҫӗне тата кино ӑстине Марина Карягинӑна халалланӑ каҫ иртнине эпир пӗлтернӗччӗ. Ҫав каҫ поэтӑн ҫӗнӗ кӗнекине хакланӑ, Марина Карягина ҫинчен «Встречное течение. Амфистроф» документлӑ фильм кӑтартнӑ. Ӑна Мускаври режиссёр Александр Куприн Раҫҫейӗн Культура министерствин саккасӗпе ӳкернӗ. Ҫав фильма ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 18 сехетре Шупашкарта, Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче, хӑтлама палӑртнӑ. Ҫав тӗллевпе пултарулӑх ушкӑнӗ Шупашкара килсе ҫитӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ «Каскад» суту-илӳ ҫурчӗ умӗнче ӳкерсе хунӑ Нарспи нумаях пулмасть ҫухалнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн ҫынсем тӗлӗннӗ, кӑмӑлсӑрланнӑ та. Граффитие мӗншӗн сӑрласа хунине хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин халӗ Телеграмри хӑйӗн страницинче уҫӑмлатнӑ. Вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, граффити кӗҫех хӑй вырӑнне таврӑнӗ, анчах вӑл ҫӗнелӗ. Ксения Кокель художник ҫӗнӗ эскиз хатӗрлесе ӗҫе пуҫӑннӑ ӗнтӗ. Аса илтерер: «Нарспи» граффитие тӑватӑ ҫул каялла подстанци ҫурчӗ ҫинче ӳкерсе хунӑ. Ӑна ӳкерме Ксения Кокель 100 пин тенкӗ ытла тӑкакланӑ. Ӑна валли художник Крымра иртнӗ «Таврида» ҫамрӑксен форумӗн гранчӗпе тата хӑйӗн укҫипе усӑ курнӑ. Граффитие ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче сӑрласа хунӑ. Ҫавна тӳре-шара штукатурка тӑкӑнма пуҫланипе сӑлтавланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() vsegda-pomnim.com сайтри сӑн Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, каҫхине Шупашкарти Энтузиастсен урамӗнче арҫын ача йывӑҫ ҫине хӑпарса кайнӑ та каялла анайман. Пӗчӗкскерӗн чунӗ ырӑ – вӑл унта улӑхнӑ кушака ҫӑласшан пулнӑ. Анчах хӑй те «капкӑна» лекнӗ. Арҫын ача хӑй анайманнине кура ҫӑлавҫӑсене чӗнме тивнӗ. Республикӑри ҫӑлавпа шырав службин ӗҫченӗсем унта часах ҫитнӗ. Вӗсем ятарлӑ пусмапа усӑ курса малтан арҫын ачана антарнӑ. Унтан кушака ҫӗр ҫине анма пулӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтри сӑн Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Шупашкарта каллех автобус ҫуннӑ. Хальхинче 37-мӗш маршрутпа ҫӳрекен транспорт «Оперӑпа балет театрӗ» чарӑнура ҫунма тытӑннӑ. Ку 19 сехет ҫурӑра пулнӑ. Ҫакна ҫынсем сӑн ӳкерсе «Про Город» хаҫата ярса панӑ. Автобус ҫунма пуҫласанах пассажирсем салонран тухнӑ. Водитель мотор патӗнчен ҫунма пуҫланӑ вырӑна огнетушительпе сӳнтернӗ. Ӑна тепӗр арҫын пулӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() fotostrana.ru сайтри сӑн Чӑваш Енри чипс туса кӑларакан савут кӑҫал кӗркунне ӗҫлесе каймалла. Ӑна юпа уйӑхӗ валли, Ял хуҫалӑх ӗҫченӗсен кунӗ тӗлне, уҫма пултарассине пӗлтернӗ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев. Сӑмах май, ку уява юпан иккӗмӗш вырсарникунӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Кӑҫал 8-мӗшне лекӗ. Савут Патӑрьел районӗнчи Анат Туҫа ялӗнче вырнаҫӗ. Патшалӑх "Лук-Агро" хуҫалӑха хатӗр-хӗтӗр туянма 30 процент субсиди парать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче Питӗрти тележурналистпа, режиссёр-документалистпа Валерий Татаровпа тӗл пулу иртнӗ. Унта Коопераци институтӗнче тата Чӑваш патшалӑх педагогика унверситетӗнче, Шупашкарти апатлану технологийӗпе коммерци техникумӗнче, Шупашкарти 2-мӗш гимназире вӗренекен ҫамрӑксем, чиркӳ ҫыннисем пуҫтарӑннӑ. Валерий Татаров чунне уҫса нумай каласа кӑтартнӑ май этем хӑй ӗмӗрӗнче нумай чӑрмавпа тӗрӗслев витӗр тухни пирки палӑртса хӑварнӑ. Йӑнӑшать те вӑл, хӑйӗн ҫулне шырать. Паллӑ режиссёр каласа кӑтартнине итленӗ май ҫамрӑксем шухӑша кайнӑ, пурнӑҫ пирки тарӑнрах шухӑшласа илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли ҫӗнӗ программа хатӗрлет. Куракансем ӑна, «Белые мелодии» (чӑв. Шурӑ кӗвӗ) ят панӑскере, ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, хаклама пултарӗҫ. Ҫӗнӗ программӑпа сцена ҫине «ДЖАЗ-ТОНиКа» эстрадӑпа джаз оркестрӗ тухӗ. Дирижёрӗ — Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Наталья Яклашкина. Кашни пысӑк ӑста кӗвӗ-ҫемме хӑйне май илемлетнӗ. А. Скрябин-и е Н.Римский-Корсаков-и, Ф. Лист-и е Р. Вагнер-и, Г.Берлиоз-и е А. Шенберг-и — кашни композиторӑн хӑйӗн ҫемми. «Музыкӑн янӑравӗ ҫеҫ мар, хӑйне евӗр тӗсӗ те пур. Классика музыкине юратакансемпе рокпа джаза кӑмӑллакансем пӗр концерта пуҫтаӑнма пултарӗҫ», — тет Наталья Морисовна. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Муркаш районӗнче ҫынсем ҫырла ӳстерсе тата ӑна татса укҫа тӑваҫҫӗ. Кун пирки Мӑн Сӗнтӗрти вулавӑшра ирттернӗ Аграри пӗлӗвӗсен кунӗнче калаҫнӑ. Муркаш муниципалитет округӗн Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ, Александр Иванов усламҫӑ ҫырлана 13 гектар ҫинче ӳстерет. Хӑй та пайта курать, ӗҫлеме ӳркенменнисем те аван тупӑш туса илеҫҫӗ. «Ун патӗнче эпӗ пӗлтӗр кунсерен 3-шер пин тенкӗлӗх ҫырла татнӑ», — пӗлтернӗ канашлӑва хутшӑннӑ пӗр хӗрарӑм. Ҫырла татма ирхи 5 сехетре тухаҫҫӗ, 11 сехетчен ӗҫлеҫҫӗ. Муркаш тӑрӑхӗнче улма-ҫырла культурисен лаптӑкӗ 202 гектарпа танлашать. Ку вӑл асӑннӑ культурӑн республикӑри лаптӑкӗнчен 44 процент пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |