Чӑваш Ене темиҫе туризм зонине пайланӑ. Кун пирки республикӑн экономика министрӗ Дмитрий Краснов пресс-конференцире пӗлтернӗ. Ҫурҫӗр, Хӗвелтухӑҫ тата Анӑҫ – ҫакӑн пек зонӑсем туса хунӑ.
«Ҫурҫӗр» туризмпа рекреаци зонине Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри, Куславкка, Ҫӗрпӳ, Етӗрне, Муркаш, Красноармейск тӑрӑхӗсем кӗреҫҫӗ. «Хӗвелтухӑҫ» зонӑна — Канаш, Комсомольски, Тӑвай, Патӑрьел, Шӑмӑршӑ, Вӑрмар тата Елчӗк тӑрӑхӗсем, «Хӗвеланӑҫ» зонӑна — Хӗрлӗ Чутай, Элӗк, Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Улатӑр, Пӑрачкав тӑрӑхӗсем.