Нумаях пулмасть Чӑваш кӗнеке издательствинче Ухсай Яккӑвӗн «Кӗслеҫӗпе упа» кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Издательствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна пултаруллӑ ҫыравҫӑн хӗрӗ Ольга Ухсай пухса хатӗрленӗ.
Кӗнекене виҫӗ хайлав кӗнӗ. Сӑвӑлла ҫав юмахсем малтанхи хут 1954 ҫулта «Кӗслеҫӗпе упа» кӑларӑмра кун ҫути курнӑ. «Вӗсенче автор ӗмӗрхи темӑсене хускатнӑ: пуян пурнӑҫпа чухӑнлӑх, ырӑ кӑмӑллӑхпа чунсӑрлӑх, тавҫӑрулӑхпа айванлӑх... Сӑнарсен ӗҫӗ-хӗлӗ урлӑ ҫыравҫӑ ҫынсенчи ҫитменлӗхсене питлет, ултавҫӑсене тӑрӑ шыв ҫине кӑларать», — тесе пӗлтернӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче.
Кӗнекене Татьяна Бурдина художник илемлетнӗ. Редакторӗ – Ольга Иванова. Тиражӗ – 1000 экземпляр.