Чӑваш чӗлхи
![]() Олег Николаевӑн Телеграмри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Чӑваш чӗлхи кунӗпе тата чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан, хӑйӗн аслӑлӑхӗпе пире паян та тӗлӗнтерекен Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнӗ ятпа саламланӑ. «Вӑл хӑйӗн педагогика тытӑмне йӗркеленӗ, вӗренӳ заведенийӗсем уҫнӑ, ҫынна юратма тата тӑван чӗлхене хисеплеме вӗрентнӗ. Унӑн пурнӑҫӗн ҫулӗ Тӑван ҫӗршыва тата хӑй халӑхне чунтан парӑнса ӗҫленине кӑтартакан ырӑ тӗслӗх пулса тӑрать. Паян Чӑваш чӗлхи кунне Раҫҫейри чылай регионта анлӑн уявлаҫҫӗ, унта чӑваш халӑхӗн тӑван чӗлхине, йӑли-йӗркине тата культура хаклӑхӗсене сыхласа упрама пулӑшакан майсем пурнӑҫланаҫҫӗ», — тенӗ саламра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() cap.ru сайтри сӑн Сӗнтӗрвӑрри тата Куславкка районӗсене ҫыхӑнтаракан асфальт ҫула тӑвас ӗҫ пырать. Вӑл 3 ҫухрӑм тӑршшӗ пулӗ. Ҫула «Воддорострой» тӑвать. Ӑна кӑҫал чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗ тӗлне туса пӗтермелле. Хальлӗхе унта строительство лапамне хатӗрлеҫҫӗ. Ку асфальт ҫула тума 189 миллион та 619 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Палӑртмалла: хальхи вӑхӑтра икӗ района ҫыхӑнтаракан хытӑ сийлӗ кӗске ҫул ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Патӑрьел районӗнчи пӗр ялта 12 ҫулти хӗрача тарзанка ҫинче ярӑнса ӳкнӗ те тӑнне ҫухатнӑ. Юрать, ҫав вӑхӑтра Республикӑри катастрофа медицинисен центрӗн ӗҫченӗ Дина Якупова иртсе пынӑ. Вӑл хӗрача ӳкнине курнӑ. Ача ҫӗр ҫинче хускалмасӑр выртнӑ. Хайхискер икӗ минутлӑха тӑнне ҫухатнӑ. Дина Якупова хӗрача патне чупса пынӑ, тӳрех васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Ҫав вӑхӑтра вӑл ачан сывлӑхне тӗрӗслесе тӑнӑ. Фельдшерсем хӗрачана Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() vsegda-pomnim.com сайтри сӑн Мари Элти Туҫи Мари районӗнчи вӑрман хуҫалӑхӗн директорӗ полицие кайса заявлени ҫырнӑ. Вӑрманта 4 лиҫван тата 3 хыр каснӑ иккен. Кам каснӑ? Ҫак ӗҫе тума пултарнӑ ҫынна тупнӑ. Вӑл — Чӑваш Ен арҫынни. Хайхискер 7 йывӑҫ касса вӗсене хӑйӗн УАЗӗпе киле илсе килнӗ, унтан хӑма ҫурнӑ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл хӑмасенчен карта тытма палӑртнӑ. Йӗрке хуралҫисем арҫыннӑн бензопӑчкине тата хӑмисене арестленӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Арҫын 7 йывӑҫ касса патшалӑха 200 пин тенкӗ тӑкак кӳнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() nasledie.nbchr.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Мария Ильичёва (Шуракӑш) (22.04.1948-03.12.2022) ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитнӗ. Мария Фёдоровна Элӗк районӗнчи Прашкушкӑнь ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл — юрӑҫ, музыкант, хӑй тӗллӗн вӗреннӗ композитор, ӗҫпе тыл ветеранӗсен фольклор ансамблӗн ертӳҫи пулнӑ, Пӗтӗм чӑвашсен А. Канаш ячӗллӗ ҫамрӑксен премийӗн лауреачӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ наци премийӗн лауреачӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑвашсене ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприятисене ирттернӗ май чӑваш артисчӗсем Мускава гастрольпе тухса кайӗҫ. Вӗсем ҫӗршывӑн тӗп хулинчи А.С. Пушкин ячӗллӗ драма театрӗнче (вӑл Тверь бульварӗнче вырнаҫнӑ) спектакльсем кӑтартӗҫ. Ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, 19:00 сехетре, Иоаким Максимов-Кошкинский пьесипе «Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун» (Константин Иванов) драмине кӑтартӗҫ, 29-мӗшӗнче — Ухсай Яккӑвӗ пьеси тӑрӑх лартнӑ «Шуйттан чурине». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() "Сувар" хаҫат сайтӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Пушкӑртстанӑн тӗп хулинче, Ӗпхӳре, чӑваш халӑхне ҫутта кӑларнӑ И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул, П.М. Миронов ячӗллӗ вырсарни шкулӗ 30 ҫул ҫитнине халалласа уяв мероприятийӗсем иртнӗ. Вӗсене ака уйӑхӗн 22-24-мӗшӗсенче уявланӑ. Ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 15:00 сехетре Ӗпхӳри ача-пӑча филармонийӗнче Чӑваш пӗрлешӗвӗн пухӑвӗ пулнӑ, унта вырсарни шкулӗн вӗренекенӗсем, педагогсем концерт кӑтартнӑ. Ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкар хӑнисемпе Пушкӑртстан чӑвашӗсем Чӑваш Хурамал ялне, В.В.Николаев ялне ҫитсе килнӗ. Паян Чӑва Ен делегацийӗ П.М.Миронов ячӗллӗ вырсарни шкулӗнче иртекен ҫавра сӗтеле хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче «Йытӑсен парачӗ» социаллӑ мероприяти ирттереҫҫӗ. Ӑна килсӗр чӗрчунсен ҫивӗч ыйтӑвне ҫӗклес тесе йӗркелеҫҫӗ. Мероприяти кӳлмекре «Юрӑ уйӗнче» пулӗ. Парада хутшӑнас тесе проект сайтӗнче регистрациленмелле. Мероприяти пуҫланиччен, 10 сехетре, регистраци пуҫланӗ. Кайран йытӑсемпе хуҫисем «Юрӑ уйне» кайӗҫ. 10 сехет ҫурӑра концерт пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ку эрнере, синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗнчи пек ӑшӑ ҫанталӑк тӑрӗ. Паян 20 градус таранах ӑшӑ. Ырантан вара ӑмӑр ҫанталӑк пуҫланать. Пирӗн пата циклон килет. Чи малтан ӑна кӑнтӑр районӗсенче пурӑнакансем туйӗҫ. Ыран каҫ енне ҫумӑр ҫума пуҫлӗ. Шупашкарта ытлах ҫумӗ, кӑштах сивӗтӗ кӑна. Ытларикун каҫхине вӑйлах ҫӑвӗ. Юнкун кӑнтӑрла вара хушӑран чашлаттарӗ. Пӗрремӗш хутчен аслати авӑтма пултарать. Ҫил вӑйланӗ, ҫеккунтра 18 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрме пултарӗ. 15-16 градус ӑшӑ пулӗ. Кӗҫнерникун та ҫиллӗ пулӗ, ҫумӑр ҫума чарӑнӗ. Эрнекун 20-25 градус таран ӑшӑтӗ. Анчах ҫил лӑпланмӗ-ха. Каҫ енне ҫумӑр ҫукаласа илӗ. Вырсарникун уяртӗ. Анчах ҫил ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрнӗрен кӑштах сивӗрех пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() www.nbchr.ru сӑнӳкерчӗкӗ Иртнӗ эрнере Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Варкӑш» литература клубӗнче Ольга Васильевӑн «Килсӗр йытӑ» кӗнекине сӳтсе явнӑ. Унта ӑсчахсем, ҫыравҫӑсем, Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗсем, журналистсем, вулакансем, библиотека ӗҫченӗсем хутшӑннӑ. «И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн доценчӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Николай Осипов та кӗнекери хайлавсене юратса вулани сисӗнчӗ. Писателӗн ҫырас ӑсталӑхӗ чӑннипех те ҫӳллӗ шайра пулнине палӑртрӗ», — хыпарланӑ вулавӑшра. «Ольга Васильева пурнӑҫ чӑнлӑхне ҫутатса панисем чылай вӑхӑт иртнӗҫӗмӗн Игнатий Иванов, Иван Юркин хайлавӗсем пек нихӑҫан та кивелмӗҫ, вӑл вӑхӑта пӗлме, туйма пулӑшӗҫ», – тенӗ тӗпчевҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫулӗҫ Анатолий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен вилнӗ. | ||
| Чӑваш облаҫӗн РКП(б) комитечӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
| Кузьмин Афиноген Иванович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |