Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Пӑтӑрмахсем
https://www.ozon.ru сӑнӳкерчӗкӗ
https://www.ozon.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хулинче 24 ҫулти хӗр каҫхи клуба кайсан телефонсӑр тӑрса юлнӑ. Пӑтӑрмах ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Ун пирки тӳрех йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Хыпарлаканӗсем — хулари Трактор тӑвакансен проспектӗнчи каҫхи клуба ӗҫлекен хуралҫӑсем. Вӗсенчен вара пӗр хӗр пулӑшу ыйтнӑ.

Пике 100 пин ытла тенкӗ тӑракан айфонпа ҫӳренӗ. Хаклӑ япала ҫухаланине хӗр ир енне асӑрханӑ, ҫавӑн пирки хуралҫӑсене пӗлтернӗ. Хуралҫӑсем видеокамерӑсене пӑхнӑ та, пӗр каччӑ хайхи хӗре бар стойки патӗнче юри кӑштах тӗкнине, унтан пикен джинс шӑлаварӗн кӗсйинчи телефона кӑларса илнине асӑрханӑ. Каччӑна тӳрех тытса чарнӑ.

21 ҫулти ҫамрӑк тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Судпа унччен айӑпланманскере тӳре пӗр уйӑхри шалу виҫилӗх штраф хурса пама йышӑннӑ.

 

Ҫул-йӗр
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн автоинспекцийӗн инспекторӗсем пӗр кунхине Шупашкартан Йошкар-Олана каякан автобуса чарнӑ. Салонта 15 ҫын ларса пынӑ. Вӗсем ҫул укҫине тӳленӗ-ха, анчах алӑра нихӑшӗн те билет пулман.

Инспекторсем капла ҫӳреме хӑрушӑ, алӑри билет хӑйне май страховка тесе ӑнлантарса панӑ.

Асӑннӑ тата ытти тӗрӗслеве республикӑра «Автобус» профилактика мероприятийӗ ирттернӗ май йӗркеленӗ.

Рейд вӑхӑтӗнче 300 ытла автобуса тӗрӗсленӗ. Правӑна тӗрлӗ енчен пӑснӑ тӗслӗхпе 94 протокол ҫырнӑ. Йӗркене пӑсни шутӗнче транспорт юсавсӑрлӑхне те, патшалӑх регистрацийӗ витӗр тухман перевозчиксемех усламҫӑ ӗҫӗпе аппаланнине те асӑнса хӑварма пулать.

 

Пӑтӑрмахсем
rutube.ru сӑнӳкерчӗкӗ
rutube.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Йӗпреҫ районӗнче 37 ҫулти арҫынна явап тыттарма йышӑннӑ. Вӑл хӑйӗн ачи ҫинчен манса кайнӑ.

Тӗпренчӗкӗсене пулӑшман ашшӗ-амӑшне саккун явап тытарма ирӗк парать. Йӗпреҫ арҫынни тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 157-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Хайхин 2018 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен тытӑнса алимент парӑмӗ ҫур миллиона яхӑн (403 пин) тенкӗ пухӑнса кайнӑ. Судра арҫын айӑпа йышӑннӑ. Ӑна ҫулталӑк хушши ӗҫлеттерсе юсантарма, ҫав вӑхӑтра ӗҫ укҫин 10 процентне патшалӑх валли тытса юлма йышӑннӑ.

 

Ҫутҫанталӑк
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти районсем хушшиничи ҫутҫанталӑк прокуратури Шупашкар районӗнчи Шемшер ялӗ тӗлӗнчен юхса иртекен Йӑршӑва таса мар шыв кам юхтарнине тупса палӑртма тӗрӗслев ирттернӗ.

Уншӑн вырӑнти ял хуҫалӑх предприятийӗ яваплӑ пулни палӑрнӑ. Вӑл выльӑх-чӗрлӗх каяшне ҫӗр ҫине тӑкнӑ, тислӗк шывӗ унтан пӗчӗк юханшыва лекнӗ, кайран — Йӑршӑва.

Предприяти ҫутҫанталӑка сиен кӳнине саплаштарнӑ ӗнтӗ. Вӑл 800 пин ытла тенкӗ тӳленӗ. Унсӑр пуҫне вӑл ҫӗр лаптӑкне сӳрелесе йӗркене кӗртме тивӗҫ.

Тӗрӗслев материалӗсем тӑрӑх РФ Пуҫиле кодексӗн 254-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе (ҫӗре сиенленӗшӗн) пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
pixabay.com сӑнӳкерчӗкӗ
pixabay.com сӑнӳкерчӗкӗ

Вӑрмар районӗнчи хӗрарӑма ҫын укҫине вӑрланӑшӑн ӗҫлеттерсе юсантарма йышӑннӑ.

Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче кӑнтӑрла вӑл Вӑрмар районӗнчи Урнарти кӗтӳҫӗн курткин кӗсйинчен 6 пин те 300 тенкӗ укҫана кӑларса илнӗ. Арҫын ӳсӗр пулнӑ, кӗтӳҫсен ҫуртӗнче хуп турттарнӑ.

Тепӗр кунхине хӗрарӑм Саруй ялӗнчи хӑйӗн пӗлӗшӗн укҫине вӑрланӑ. 45 ҫулти хӗрарӑм ӳсӗр арҫын ҫывӑрса кайсан шӑлавар кӗсйинчен 2 пин тенкӗ кӑларса илнӗ. Хӗрарӑм хӑй те ӳсӗр пулнӑ. Вӑрланӑ укҫана вӑл пӗтерме ӗлкӗрнӗ.

Район сучӗ хӗрарӑма 400 сехет ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Приговор хальлӗхе вӑя кӗреймен-ха.

 

Хулара
hab.mk.ru сайтри сӑн
hab.mk.ru сайтри сӑн

Шупашкар хула администрацийӗ общество апатланӑвӗн тытӑмӗнче ӗҫлекенсене кӑшӑлвирусран хӳтӗленмешкӗн маска тӑхӑнма сӗннӗ. Кун пирки асӑрхаттарса ҫырнӑ ҫырусене пӗтӗм организацие ҫитернӗ.

Вируса сарӑлма парас мар тесе общество апатланӑвӗн организацийӗсенче ӗҫлекенсене дезинфекци тума, маска тӑхӑнма, дистанцие пӑхӑнма ыйтнӑ.

Аса илтерер: юлашки кунсенче республикӑра кӑшӑлвируспа чирлекенсем нумайланаҫҫӗ.

 

Вӗренӳ

Ҫак кунсенче, республикӑра вӗрентекенсен август конференцийӗ пулнӑ чухне, виҫӗ муниципалитета шкул автобусӗсем панӑ. Телейлисен йышне Хӗрлӗ Чутай, Патӑрьел тата Вӑрмар районӗсем кӗнӗ.

Хӗрлӗ Чутай районӗнче автобус кивви вырӑнне ҫӳреме пуҫлӗ. Малтанхи 11 ҫул каяллахиех пулнӑ. Ҫӗнӗ автобусра, киввипе танлаштарсан, лармалли вырӑн та нумайрах.

Ҫак транспортсене 16 миллион тенкӗпе туяннӑ. Ҫулталӑк вӗҫлениччен республикӑна 55 шкул автобусӗ килсе ҫитмелле.

 

Пӑтӑрмахсем

Ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре пӳрт ҫуннӑ. Инкек пирки тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ май сӑнӳкерчӗксем вырнаҫтарнӑ.

Пушар посёлокри Кутузов урамӗнче алхаснӑ. Хыпара сӳтсе явакансенчен пӗри ҫырнӑ тӑрӑх, инкекре пӳрт тата мунча ҫунса кайнӑ. Арҫын мунча хутнӑ, ҫулӑм ҫавӑнтан тухнӑ. Арҫын хӑй чӗрех тӑрса юлнӑ.

Инкеке сӳтсе явакансем хушшинче пушарпа кӗрешекенсене ятлакансем те, вӗсене хӳтӗлекенсем те пур. Хӑшӗсен шучӗпе пушар сӳнтерме вырӑна сахал машина пырса ҫитнӗ.

 

Ӳнер
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн «Кӗмӗл ӗмӗр» галерейин пӗчӗк залӗнче Татьяна Иванова художникӑн «Я так вижу…» (чӑв. Эп ҫапла куратӑп...) дебютлӑ куравӗ уҫӑлнӑ.

Татьяна Иванова 1980 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. Ачаранах хитре ӳкерекенскер шкул хыҫҫӑн И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтне, художествӑпа графика факультетне, вӗренме кӗнӗ. Унӑн педагогӗсем чӑннипех пысӑк ӑстасем: Николай Егоров, Владимир Серов, Ревель Фёдоров — пулнӑ.

Пӗр вӑхӑтра дизайнерта ӗҫленӗ хӗрӗн куҫ кураслӑхӗ чакса пынӑран юратнӑ ӗҫне пӑрахма тивнӗ. Халӗ вӑл 20 процент таран ҫеҫ курать. Апла пулин те ӳкерме пӑрахман — «Арт Ч» изостудие ҫӳрет.

 

Пӑтӑрмахсем
Александр Анисимов тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ видеоран илнӗ скриншот
Александр Анисимов тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ видеоран илнӗ скриншот

Кӗҫӗр Шупашкар районӗнче депутатӑн машинине кислотапа сирпӗтнӗ. Шар курнӑ автомобиль хуҫи — Шупашкар районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Александр Анисимов. Депутата вӑл Ҫатракасси округӗпе суйланнӑ.

Александр Анисимов тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра вӑл Шупашкар муниципалитет округне депутата суйланма Раҫҫей Федерацийӗнчи Коммунистсен партийӗн членӗ пулнӑ май кандидата тӑнӑ.

Видео тӑрӑх хакласан, машинӑна пур енчен те кислотапа сапса тухнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 612, 613, 614, 615, 616, 617, 618, 619, 620, 621, [622], 623, 624, 625, 626, 627, 628, 629, 630, 631, 632, ... 3740
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.10.2024 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Йывăртарах вăхăт малалла пырать. Хирĕçес хăрушлăх пысăк пулни, ăнланманлăх таврари çынсемпе хутшăнăва пăсма пултарать. Ырăрах, чăтăмлăрах пулма тăрăшăр, ытти çынсене илтĕр. Сирĕншĕн ку çăмăлах пулмĕ, анчах лайăх кăтартусем пулĕç - вĕсем пуласлăхра палăрĕç.

Юпа, 06

1894
130
Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1977
47
Тани Юн, чӑваш актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1997
27
Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...