Республикӑра
yarnovosti.com сайтри сӑн Республикӑра сиренӑсем мӗнле ӗҫленине черетлӗ хутчен тӗрӗслӗҫ. Ку чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче пулӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ку тӗрӗслев планпа килӗшӳллӗн иртӗ. Ҫавӑнпа ҫынсене лӑпкӑ пулма ыйтаҫҫӗ. Сиренӑсем 10 сехет те 40 минутра янӑрӗҫ. "Внимание всем!" - ҫапла сӑмахсем янӑрӗҫ ун чухне. Сӑмах май, сиренӑсене пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче тата утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче тӗрӗсленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
"Про Город" сайтӗнчи сӑн Патӑрьел районӗсем каллех туйра вӑйлӑ савӑннӑ. Вӗсен савӑнӑҫне полицейскисем те асӑрханӑ. Туй ҫыннисем машинӑпа пынӑ чухне ҫул-йӗр правилисене пӑснӑ. Юрӑ-кӗвӗ хытӑ янӑранӑ, сигнал кӑшкӑртнӑ. Ҫитменнине, машинӑсен патшалӑх номерӗ пулман. Хайхискерсем транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ, ытти машинӑна ҫул айккинелле хӗснӗ. Туйри тӗп машина люкӗнчен арҫын пуҫне кӑларса шампань эрехӗн кӗленчисене пенӗ. Халӗ йӗрке хуралҫисем кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Культура
Япони тӗп хулинчи «Мичитани» издательствӑра «Ева Лисинӑн ҫырнисен пуххи: Чӑваш литературин ахахӗсем» кӗнеке пичетленсе тухрӗ. Унта пултаруллӑ чӑваш ҫыравҫин ултӑ калавӗ, пӗр эссе тата пиччӗшне халалланӑ «Хӳхлев» сӑвӑ ярӑмӗ кӗнӗ. 234 страницӑллӑ кӗнеке хуплашкине Луиза Юманкка (вӑл – Ева Лисина аппӑшӗ) ӳкерчӗкӗсемпе ӳнерленӗ. Хайлавсене чӑвашран тата вырӑсларан тӳрех яппунла куҫараканӗ – Гото Масанори. Вӑл – гуманитари ӑслӑхӗсен докторӗ (Ph.D., Human Science), Хоккайдо университетӗнчи Славян-Еврази тӗпчевӗсен центрӗн доценчӗ, социаллӑ антропологи (культура антропологийӗ) ӑстаҫи. «Мичитани» издательствӑна 1990 ҫулта никӗсленӗ. Вӑл Японири тата ют ҫӗршыври авторсен философи хайлавӗсемпе илемлӗ литературине пичетлет, Раҫҫей авторӗсенчен уйрӑмах Чехова кӑмӑллать. Ҫавӑн пекех унта Гоголе, Пастернака, Андрей Платонова, Велимир Хлебникова тата Чарльз Диккенса, Райнер Мария Рилькӗне, ыттисене куҫарса кӑларнӑ. Ева Лисина та Хӗвел тухакан ҫӗршывшӑн ҫӗнӗ автор мар ӗнтӗ. 2019 ҫулта ҫыравҫӑн «Ҫӗньял ачисем» повеҫӗ «Гундзося» издательствӑра ҫапӑнса тухнӑччӗ. |
Культура
Николай Мулянов. "Чувашская Республика" страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш радиовне итлеме юратакансем Николай Мулянов сассине таҫтанах уйӑрса илӗҫ. Хама илсен, маларах эпӗ «Между Волгой и Уралом» радиожурнала итлеме питех те кӑмӑллаттӑм. Атӑл тӑрӑхӗнчи ҫичӗ регионти пурнӑҫпа паллаштаракан ҫав кӑларӑма хатӗрлеме хутшӑннисӗр пуҫне Николай Мулянов «Приглашение к диалогу», «Из сводок МВД» радиопередачӑсене йӗркелеме пулӑшать. Шупашкарта пурӑнакансем вара ирсерен 30 ҫул ытла ӗнтӗ: «У микрофона Николай Мулянов, вы слушаете «Столичный курьер», — тенине итлеҫҫӗ. Николай Александрович — «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпаниqӗy корреспонденчӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫҫейӗн пӗтӗмӗшле вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ. Журналистикӑра вӑл 1978 ҫултанпа ӗҫлет, унччен вырӑс чӗлхи учителӗнче тӑрӑшнӑ. Чӗмпӗр облаҫӗнче ҫуралса ӳснӗскерӗн студент ҫулӗсенчен пуҫласах кун-ҫулӗ Чӑваш Енпе ҫыхӑннӑ. Чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Николай Мулянов 70 ҫул тултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
https://сеспель.рф сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗн Виталий Сергеевӑн бенефисӗ иртӗ. Ӑна сцена ӑсти, халӑх юратнӑ артист ҫуралнӑранпа 50 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Виталий Сергеев 1972 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Анат Татмӑш ялӗнче ҫуралнӑ. 1999 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен, филологипе культура факультетӗнчен, вӗренсе тухнӑ. Унта вӑл филологисӗр пуҫне театр ӗҫӗн вӑрттӑнлӑхне те ӑша илнӗ. Ҫамрӑксен театрӗнче 2000 ҫултанпа тӑрӑшать. 2017 ҫулта ӑна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» ят панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн Ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Ҫатракассинче ларакан ВАЗ-2114 машина ҫухалнӑ, ҫӗртмен 17-мӗшӗнче Шупашкарти 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх проспектӗнчи парковкӑран ҫавнашкал модельлӗ машина "ураланнӑ". Вӑрра 4 уйӑхран тупнӑ. Вӑл - Шупашкар районӗнчи Ҫатракассинче пурӑнакан 36 ҫулти арҫын. Хайхискер йӑлтах каласа кӑтартнӑ. Пӗрремӗш машинӑн запчаҫӗсене кӑларнӑ та ҫунтарса янӑ. Ун чухне вӑл ӳсӗр пулнӑ. Тепӗр машинипе арҫын Мускав облаҫне ларса тухса кайнӑ. Вӑл унта ӗҫленӗ. Ӑна йӗрке хуралҫисем ӗҫ вырӑнӗнче тытса чарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракассинче пысӑк инкек пулнӑранпа 61 ҫул ҫитнӗ. Шӑп та лӑп 61 ҫул каялла, чӳкӗн 5-мӗшӗнче, шкулта пушар тухнӑ. Ҫав кун Октябрь революцине халалланӑ уяв пынӑ. Физика пӳлӗмӗнчен тухнӑ ҫулӑм акт залӗнче хӑвӑртах сарӑлнӑ. Ачасем, вӗрентекенсем чӳречерен урама тухма хӑтланнӑ, кӑшкӑрашнӑ. Часах тӑрри йӑтӑнса аннӑ та ҫуйхашу шӑпланнӑ... Паян Хуракассинче инкекре вилнисене асӑнса лартнӑ палӑк умӗнче митинг иртнӗ. Ку хӑрушӑ инкекре вилнӗ 106 ачана тата 4 вӗрентекене асӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
hrtime.ru сайтри сӑн Ӗнер Шупашкарти 79 ҫулти хӗрарӑм патне темле хӗрарӑм шӑнкӑравланӑ, хӑй макӑрнӑ. Ватӑскер ӑна хӑйӗн хӗрӗ вырӑнне йышӑннӑ. Лешӗ йӗре-йӗре ҫул урлӑ каҫнӑ чухне инкеке лекни пирки каласа кӑтартнӑ. Ун айӑпӗпе авари пулнӑ, водитель реанимацире выртать-мӗн. Куншӑн ӑна явап тыттарӗҫ иккен. Ҫав вӑхӑтрах кинемейпе арҫын калаҫма пуҫланӑ. Вӑл полицейски имӗш. Хайхискер кинемее хӗрне явапран хӑтарма шантарнӑ, куншӑн 1 млн тенкӗ ыйтнӑ. Ватӑ хӗрарӑмӑн 500 пин тенкӗ кӑна пулнӑ. Вӑл укҫана палламан ҫынна тыттарса янӑ. Упӑшкипе калаҫсан, хӗрӗ патне шӑнкӑравласан тин вӑл ултавҫӑ аллине лекнине ӑнланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
vk.com/dzen_chuvashia сӑнӳкерчӗкӗ Севастополь хулинче паттӑр чӑвашсен ячӗпе асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ. Тӗрӗссипе, унччен те пулнӑ-ха вӑл. Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ ентешӗмӗрсен ячӗпе вырнаҫтарнӑ. Вӑхӑт иртнӗҫӗмӗн кирек мӗн те япӑхать. Ҫавна кура асӑну хӑмине ҫӗнетнӗ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Севастополь хулине хӳтӗлесе вилнӗ чӑвашсен ячӗсене палӑртас ӗҫ малалла пырать. Архивсенче документсем шыраса ларнине тата вилнисен тӑванӗсемпе ҫыхӑннипе 350 салтак ятне палӑртма май килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Алмаз Якупов. tatarstan.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн экс-ертӳҫине коррупципе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахшӑн явап тыттарасшӑн. Пултарулӑх коллективне 2018 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен 2020 ҫулхи ака уйӑхӗччен ертсе пынӑ арҫын артистсенчен преми ыйтнӑ. Укҫа хуҫалӑхра усӑ курма кирлӗ тесе ӗнентернӗ. Ҫапла вӑл 105 пин ытларах тенкӗ ыйтса илнӗ. Артистсене дисциплина енӗпе явап тыттарассипе, соло номерсем памассипе, тухса ҫӳресе концерт кӑтартнӑ чухне илсе каймассипе хӑратса та сӗтев ыйтнӑ. 32,5 пинрен пуҫласа 44,5 пин тенкӗ таран. Кун пек вӑл 155 пин тенкӗ ыйтса илнӗ. 2019 ҫулхи утӑ-раштав уйӑхӗсенче пӗлӗшӗпе суя килӗшӳ тунӑ, унта лешӗ 15 тухья хатӗрлесе пама пулнӑ. Ӗҫшӗн 149 пин тенкӗ тӳленӗҫи тунӑ. Анчах тухьяна урӑх ҫын йӳнӗрехпе хатӗрлесе панӑ. Ансамблӗн экс-ертӳҫине суд 6 ҫуллӑха ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатма йышӑннӑ. Приговор хальлӗхе вӑя кӗмен. «Ҫыхӑнура» форумра пӗлтернӗ тӑрӑх, маларах эпир асӑнса хӑварнӑ ҫулсенче ансамбле Алмаз Якупов ертсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Михайлов Спиридон Михайлович, чӑваш историкӗ, этнографӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Пуклаков Николай Иванович, ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче шайӗни спорт мастерӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |