Персона
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Атӑл тӑрӑхӗнчи вак халӑхсене ҫутта кӑларассишӗн ырми-канми тӑрӑшнӑ мухтавлӑ чӑваш ывӑлӗ Иван Яковлев ҫуралнӑранпа кӑҫалхи ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 175 ҫул ҫитрӗ. Ҫавна май Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ ыран, ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Раҫҫейӗн патшалӑхӑн истори библиотекинче (Мускав) «Гений места. Технология работы с наследием И.Я. Яковлева в современных архивах, музеях и библиотеках» ятпа регионсем хушшинчи ҫавра сӗтел ирттерӗ. Унта республикӑн культура министрӗ Светлана Каликова; маларах асӑннӑ Мускаври ҫав вулавӑш директорӗ, педагогика наукисен кандидачӗ Михаил Афанасьев; Раҫҫейӗн наукӑсен академийӗн ӗҫченӗ, философи наукисен кандидачӗ Юрий Черный; Мускаври чӑваш культурин обществин правленийӗн председателӗ Лира Смирнова; Мускаври, Чӑваш Енри, Чӗмпӗр облаҫӗнчи патшалӑх музейӗсен, архивсен, вулавӑшсен специалисчӗсем хутшӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫу уйӑхӗн 16-21-мӗшӗсенче Шупашкарта Пӗтӗм тӗнчери IV оперетта фестивалӗ иртӗ. Ӑна ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 19 сехетре Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче уҫӗҫ. Культура мероприятине Ҫӗнӗ Уралти драмӑпа камит музыкин театрӗн артисчӗсем те килсе ҫитӗҫ. Фестиваль Имре Кальманӑн «Фиалка Монмартра» опереттипе уҫӑлӗ. Премьера режиссёрӗ — Питӗрти Ирина Гаудасинская. Опереттӑна лартма ӑна ятарласа йыхравланӑ. Дирижерӗ — Удочкин, художникӗ – Елисей Шепелёв (Питӗр), балетмейстерӗ – Алексей Рюмин, хормейстерӗ – Александр Милов, ҫутӑ художникӗ – Кирилл Хрущев (Екатеринбург). Опера труппин заведующийӗ – Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Константин Ефремов, илемлӗх ертӳҫи – Андрей Попов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() smotrim.ru сайтри видеоран илне сӑнӳкерчӗк Ӗнер «Культура» телеканал чӑвашсене тата Атӑл тӑрӑхӗнчи ытти вак халӑха ҫутта тухма пулӑшнӑ Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитни ҫинчен сюжет кӑтартнӑ. Иван Яковлев сумлӑ педагог, ҫыравҫӑ, тӑлмачӑ, хальхи чӑваш алфавитне йӗркелекенӗ тата пӗрремӗш чӑваш шкулне уҫаканӗ пулнӑ. Аслӑ патриархӑмӑр хӑй пурӑннӑ вӑхӑтра 400 ытла шкул уҫса хӑварнӑ. Чӑваш ачисем валли ҫеҫ мар, ытти халӑхсенни валли те. Ҫуралсан виҫӗ кунтан тӑлӑха юлнӑскер ырӑ ҫемьене лекнӗ. Каярах ӑна темле ура хума хӑтланакан та пулнӑ, анчах Иван Яковлевӑн ырӑ ячӗ тата ырӑ ӗҫӗсем упранса юлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ӗнер, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх филармонийӗн «Belcanto» классик-ушкӑн концертне «Культура» портал тӳрӗ эфирта кӑтартнӑ. Коллектива 2021 ҫулхи раштав уйӑхӗнче музыка лекторийӗн никӗсне тӗпе хурса йӗркелесе янӑ. Вӑл неоклассика стилӗпе ӗҫлет. «Belcanto» классик-ушкӑн ятпа чи малтанах сцена ҫине Чӑваш Енӗн халӑх артистки Маргарита Финогентова, пӗтӗм тӗнчери конкурссен лауреачӗсем Динара Юнисова тата Татьяна Васильева, Хакаси Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Сергей Кузнецов, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Иван Снигирев тата Юрий Катков тухнӑ. Паян ку ушкӑн хулари сумлӑ мӗнпур мероприятие хутшӑнать. «Бельканто» тенине итальян чӗлхинчен чӑвашла куҫарсан «илемлӗ юрлани» пулать. Ушкӑн академи вокалӗн техникипе юрлать. Ушшкӑнри артистсем тӗрлӗ сасӑпа юрлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() zdorovieinform.ru сайтри сӑн Роспотребнадзор республикӑра ҫулталӑк пуҫланнӑранпа мӗн чухлӗ ҫын эрехпе наркӑмӑшланса вилнине шутланӑ: 49 ҫын. Кӑҫал пӗрремӗш кварталта пӗтӗмпе 357 ҫын наркӑмӑшланнине палӑртнӑ. Вӗсенчен 237-шӗ – арҫынсем, 120-шӗ – хӗрарӑмсем. 17 ҫул тултарман 19 ача наркӑмӑшланнине палӑртнӑ. 73 ҫын ятарласа вилес тӗллевпе е наркотикпе пуҫа минретес тесе наркӑмӑшланнӑ. 213 ҫын ӑнсӑртран наркӑмӑшланнӑ: ҫав шутра – эрех ӗҫсе, хайсем тӗллӗн сипленсе, препарата йӑнӑшпа ӗҫсе. Эрехпе наркӑмӑшланнӑ 155 ҫынран 49-шӗ, шел те, вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() vyksavkurse.ru сайтри сӑн Шупашкар районӗнчи арҫын ачисемшӗн алимент тӳлемен. Халь унӑн куншӑн ҫур ҫул патшалӑха ӗҫлесе татма тивӗ. Унӑн шалӑвӗн 5 процентне патшалӑх валли тытса юлӗҫ. Ҫапла йышӑннӑ суд. Арҫын икӗ ачишӗн алимент тӳлесе пыманнипе малтан административлӑ майпа явап тытнӑ. Кайран та вӑл тӳрӗ ҫул ҫине тӑман. Ҫапла унӑн алимент парӑмӗ 1,3 миллион тенкӗ пухӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Кӗҫех Шупашкарта Ҫуркуннепе Ӗҫ уявне тата Ҫӗнтерӳ кунне паллӑ тӑвӗҫ. Ку уявсенче массӑллӑ мероприятисем пыракан вырӑнсенче эрех-сӑра сутма чарӗҫ. Ҫапла йышӑннӑ Шупашкар хула администрацийӗ. Мероприяти пуҫланиччен 2 сехет маларах тата ун хыҫҫӑн 1 сехет эрех-сӑра сутмӗҫ. Массӑллӑ мероприятисем ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, 5-мӗшӗнче, 6-мӗшӗнче, 7-мӗшӗнче, 8-мӗшӗнче тата 9-мӗшӗнче иртӗҫ. Аса илтерер: кӑҫал «Вилӗмсӗр полк» пулмӗ. Акци урӑхларах йӗркепе иртӗ: вӑрҫа хутшӑннӑ паттӑрсене потречӗсене машина, чӳрече ҫине ҫирӗплетме сӗнеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтри сӑн Паян, ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Чулхула облаҫӗнчи Лысково районӗнче пулнӑ аварире 7 ҫын шар курнӑ. Шел те, вӗсенчен виҫҫӗшӗ вилнӗ. Иккӗшӗ – Чӑваш Енри хӗрарӑмпа ача. «Лада» водителӗ тата «Киа» пассажирӗ авари вырӑнӗнчех сывлама пӑрахнӑ. 7 ҫулти арҫын ача вара пульницӑра вилнӗ. Ҫавӑн пекех Чӑваш Енри тепӗр ача тата икӗ арҫын аманнӑ. Вӗсем Чулхулари клиникӑра сипленӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() wday.ru сайтри сӑн Кӗҫех «Чӑваш Ен мисне» палӑртӗҫ. Финал ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн культура керменӗнче иртӗ. Аса илтерер: пӗлтӗр «Чӑваш Ен мисӗ» Анна Будаева пулнӑ. Кайран вӑл «Раҫҫейӗн пӗрремӗш вице Миссӗ» ята ҫӗнсе илнӗ. «Раҫҫей мисӗ» конкурса 1994 ҫултанпа ирттереҫҫӗ. 1996 ҫулта – Александра Петрова, 2018 ҫулта Юлия Полячихина «Раҫҫей мисӗ» пулса тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() www.1tv.ru видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Ӗнер, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Пӗрремӗш каналпа Чӑваш чӗлхин кунӗ ҫинчен сюжет кӑтартнӑ. Пирӗн халӑхӑмӑрӑн уявӗ ҫинчен «Доброе утро» кӑларӑмра асӑнса хӑварнӑ. «Чӑваш Ен — ҫӗр пин юрӑпа ҫӗр пин тӗрӗ ҫершывӗ. Кудряшовемпе Абрамовсен ҫемйисенче чӑвашла кашни юрра перекетлӗн упраҫҫӗ, ҫавна май вӗсем 12 ҫул каялла ҫемье ансамблӗ йӗркелесе янӑ. Репетицисене сӗтел хушшинче ларнӑ чух та ирттереҫҫӗ. Коллективра 24 ҫын…» — каласа кӑтартнӑ сюжетра. Чӑвашла Атӑлҫи пӑлхарсем те чӑвашла калаҫнине, пӑлхар ушкӑнӗнчи чӗлхесенчен чӑваш чӗлхи ҫеҫ упранса юлни пирки каласа панӑ. «Ку чӗлхепе паян пӗр миллион ытла ҫын калаҫать. Чӑваш Енре кӑна мар, Тутарстанра, Пушкӑртстанра, Самар, Чӗмпӗр, Сарту, Пенза облаҫӗсенче», — пӗлтернӗ сюжетра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫулӗҫ Анатолий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен вилнӗ. | ||
| Чӑваш облаҫӗн РКП(б) комитечӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
| Кузьмин Афиноген Иванович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |