Паян, Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗнче, Шӑмӑршӑ округӗнчи Палтиел ялӗнче пурӑнакан Феодосия Николаева 100 ҫулхи юбилейне уявланӑ. Кинемее саламлама тӳре-шара та ҫитнӗ.
Феодосия Федоровна нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче вӑл хайӗн ирӗкӗпе Улатӑр районне окоп чавма кайнӑ. Анчах ҫамрӑк пулнипе кӗҫех ӑна каялла янӑ.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Феодосия Леонтий Николаева качча тухнӑ. Вӗсем 7 ача ҫуратса ӳстернӗ. Вӑл тивӗҫлӗ канӑва тухиччен колхозра ӗҫленӗ, «Ӗҫ ветеранӗ» ята илнӗ.
Феодосия Федоровнӑн халӗ 17 мӑнук, 29 кӗҫӗн мӑнук.