Чӑваш кӗнеке издательствинче «Чуваши в русской литературе и публицистике XIX века» монографи пичетленсе тухнӑ. Ӑна филологи наукисен докторӗ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вырӑс чӗлхипе литературин кафедрин профессорӗ Людмила Сарбаш ҫырнӑ.
Людмила Николаевна – 200 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗн авторӗ, Чӑваш Республикин гуманитари наукисен енӗпе патшалӑх премийӗн лауреачӗ. 2009–2010 ҫулсенче вӑл Раҫҫей гуманитари ӑслӑлӑх фончӗ ирттерекен тӗпчевсене хутшӑннӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн «Изображение народов Среднего Поволжья в русской литературе и публицистике XIX века» темӑпа публикацисем ҫырнӑ.
Вырӑс сӑмахлӑхӗнче чӑвашсем пирки епле калани чӑваш этносӗшӗн яланах кӑсӑклӑ пулнӑ. Чӑваш писателӗсем вырӑс писателӗсем, публицисчӗсем, тӗпчевҫисем пирӗн ҫинчен каланисемпе пӗрре кӑна мар усӑ курнӑ.
«Чуваши в русской литературе и публицистике XIX века» монографире вара автор пуян этнографин анлӑ сийне илсе кӑтартнӑ. Кӗнекене алла илекенсем М.Е. Салтыков-Щедрин, С.В. Максимов, А.А. Потехин, А.А. Коринфский, Вас. Ив. Немирович-Данченко, Ф.Д. Нефедов тата ыттисем чӑвашсене епле сӑнланипе те паллашма пултарӗҫ.
Agabazar // 2783.71.7524
2024.03.14 19:18 | |
Манран сĕнÿ: Мĕн каланине мар, мĕн каламасăр хăварнине ытларах сăнамалла.
Эппин, сăнăр-ха, Сарбаш юлташ хăй мĕне асăрхамасăр хăварнă?