Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Вӗренни йӑтса ҫӳрес ҫӗклем мар.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Персона
Амайа Юратса тунӑ сӑн
Амайа Юратса тунӑ сӑн

Чӑваш Енри фотоӳнерҫӗ Амайа Юратса Пӗтӗм тӗнчери Global Peace Photo Award конкурсӑн финалне тухнӑ.

Унӑн сӑнӳкерчӗкӗ – Раҫҫейрен ҫак хисепе тивӗҫнӗ пӗртен-пӗр ӗҫ. Конкурса 132 ҫӗршывран пӗтӗмпе 24 пин ытла сӑнӳкерчӗк ярса панӑ. Унта хутшӑнакансен тӗнчене лӑпкӑлӑхра кӑтартмалла пулнӑ.

Амайа ҫак сӑнӳкерчӗке Улатӑр хулинче тунӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_78878
 

Республикӑра

Елчӗкре 1887 ҫулта тунӑ йывӑҫ ҫурта реставраци тӑвасшӑн. Ку – ахаль ҫурт мар. Унта хӑй вӑхӑтӗнче Алексей Алексеевич Буйновский пурӑннӑ тата ӗҫленӗ. Вӑл — тухтӑр тата революци ӗҫченӗ.

Ҫак ҫурт паянхи кун та ларать, анчах ӑна юсаса ҫӗнетмелле. Унта халӗ те фойе, йышӑну пӳлӗмӗ, тухтӑрсен пӳлӗмӗсем пур. Хальлӗхе реставраци проекчӗ экспертизӑра. Чӑваш Енри патшалӑх экспертизи ӑна ырласан историпе архитектурӑн хӑйне евӗр палӑкӗ ҫӗнелӗ.

 

Хулара
«На связи» форумри сӑн
«На связи» форумри сӑн

Чӑваш транспорт управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 60-мӗш троллейбус Ҫӗнӗ Шупашкартан килнӗ чухне «Ҫӗнӗ хула» микрорайон урлӑ кайӗ.

«Химтехникум – Университет» маршрутпа ҫӳрекен троллейбус Шупашкар еннелле кайнӑ чухне Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗнчен «Ҫӗнӗ хула» микрорайона пӑрӑнса кӗрӗ. Кайран ҪҪХПИ посчӗ пулнӑ вырӑнтан тухӗ. Малалла вара хӑйӗн ҫулӗпех кайӗ.

Хальлӗхе маршрут хӑҫан улшӑнассине пӗлтермен.

 

Персона
Вера Иванова сӑнӳкерчӗкӗ
Вера Иванова сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта пурӑнакан Екатерина Емелина паян, авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, 100 ҫул тултарнӑ.

Екатерина Захаровна Улатӑрта ҫуралнӑ. Унти ял хуҫалӑх техникумӗнче, кайран Шупашкарти коопераци техникумӗнче вӗреннӗ. Потребкоопераци тытӑмӗнче ӗҫленӗ. Потребкооперацин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ята тивӗҫнӗ.

Халӗ вӑл Шупашкарта пурӑнать. Ӑна кӗрӳшӗпе мӑнукӗ пӑхаҫҫӗ. Ватӑ ҫын хӑй те ӑспа-тӑнпа пурӑнать, утса ҫӳрет. Мӑнукӗ каланӑ тӑрӑх, нумай хваттерлӗ ҫуртри хваттер виҫҫӗмӗш хутра вырнаҫнӑ та ватӑ ҫынна тухса ҫӳреме йывӑртарах.

Ватӑ ҫынна Шупашкарти тӳре-шара саламланӑ, Владимир Путинӑн открыткине те илсе ҫитернӗ. Ҫӗршыв Президенчӗ саламлани ватта пушшех те савӑнтарнӑ.

 

Спорт
Яндекс сӑнӳкерчӗкӗ
Яндекс сӑнӳкерчӗкӗ

Дмитрий Губерниев спорт комментаторӗ паянхи телеэфирта каллех Чӑваш Ене аса илчӗ.

Паллӑ комментатор пирӗн республикӑна унччен те хурланӑччӗ. 2018 ҫулта вӑл Чӑваш Енри биатлон центрӗ кирлине спортӑн ҫак енӗпе иртекен Тӗнче кубокӗн пӗрремӗш тапхӑрӗнче те, виҫҫӗмӗшӗнче те «МАТЧ» телеканалпа тӳрӗ эфирта каланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха.

Кайран ҫав центра турӗҫ-турӗҫех. Анчах ӗҫе пуҫӗпех вӗҫне ҫитереймен-мӗн-ха.

Паян Губерниев каллех пирӗн республикӑна аса илчӗ. Кӑҫал ҫулла унта ҫуллахи ӑмӑрту иртмелле пулнӑ иккен. Дмитрий Губерниев яваплисене ӗҫе тивӗҫлипе пурнӑҫлама чӗнсе сенкер экран урлӑ каларӗ.

 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Патӑрьелти 1-мӗш шкул ачисем Китайри фестивале хутшӑннӑ.

Вӗсем Бэйдайхэ хулинче иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери наци культурисен фестивалӗнче пулнӑ.

Чӑваш Енри ачасем Китайра чӑваш культурипе, тумӗпе, юрри-ташшипе паллаштарнӑ.

Фестиваль йӗркелӳҫисем Никита Бичурин востоковед Чӑваш Енрен пулнине каласа кӑтартнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_14751
 

Спорт
Олимп резервӗн 2-мӗш спорт шкулӗ халӑх тетелӗнче вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк
Олимп резервӗн 2-мӗш спорт шкулӗ халӑх тетелӗнче вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк

Ҫак кунсенче, авӑн уйӑхӗн 8-15-мӗшӗсенче, Пермь тӑрӑхӗнчи Чайковский хулинче биатлон енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ иртет.

Унта Чӑваш Енри биатлонистсем те хутшӑнаҫҫӗ: Николай Алексеев, Даниил Акимов, Даниил Динисов, Дмитрий Петров, Даниил Бычков тата Антон Яковлев.

Паян арҫынсем йӗлтӗр роллерӗпе 20 километра чупса, тӑватӑ хутчен персе (иккӗ — выртса, иккӗ — тӑрса) ӑмӑртаҫҫӗ.

Старта 30-мӗш номерпе Даниил Акимов, 43-мӗшпе Николай Алексеев тухӗ.

 

Культура
Шупашкар районӗн администрацийӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Шупашкар районӗн администрацийӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Шупашкар тӑрӑхӗнчи Томакасси ялӗнче чӑваш халӑх юрри-кӗввин фестивалӗ иртнӗ. Ӑна чӑваш фольклорне пухнӑ Гаврил Федорова халалланӑ.

Округри фольклор фестивальне вӑйӑ картине тӑнинчен пуҫланӑ. Унта уява пынӑ мӗнпур коллектив хутшӑннӑ.

Унтан вӗсем хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ, чылайӑшӗ Гаврилов Фёдоров репертуарӗнчи хайлавсене янӑратнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-184342541_8913
 

Вӗренӳ
Анна Егорова халӑх тетелӗнче вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк
Анна Егорова халӑх тетелӗнче вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк

Шупашкарти Ираида Матьянова — «Тӑван чӗлхепе тӑван литературӑна чи лайӑх вӗрентекен» конкурс лауреачӗ пулса тӑнӑ.

Аса илтерер: Буряти Республикинче «Тӑван чӗлхепе тӑван литературӑна чи лайӑх вӗрентекен» конкурсӑн юлашки тапхӑрӗ иртнӗ. Унта Чӑваш Республикин чысне Шупашкар хулин хавшак сывлӑхлӑ ачасен 2-мӗш шкулӗн вӗрентекенӗ Ираида Матьянова тивӗҫлипе хутшӑннӑ, лауреат пулса тӑнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall573959132_1796
 

Персона
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Шупашкарти Дарина Богоявленская Пӗтӗм Раҫҫейри «Королева ринга» телешоун финалне тухнӑ.

Вӑл финала тухас тесе Мускавра онлайн-кастинг тата виҫӗ куна тӑсӑлнӑ интенсив витӗр тухнӑ.

Шоуна авӑнӑн 25-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Финалисткӑсене пурне те 1-ер миллион тенкӗ тата ҫулталӑклӑх контракт парӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗ вара 10 миллион тенке тата 1 миллион тенкӗ шалӑва тивӗҫӗ.

Сӑмах май, Дарина 2020 ҫулта «Чӑваш Ен мисӗ» пулнӑ. Халӗ Мускавра социаллӑ педагога вӗренет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_23743
 

Страницӑсем: 1 ... 161, 162, 163, 164, 165, 166, 167, 168, 169, 170, [171], 172, 173, 174, 175, 176, 177, 178, 179, 180, 181, ... 4152
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче дисциплина, ӗҫе йӗркелеме пӗлни кирлӗ, васкани йӑнӑштарма пултарӗ. Чи кирли пирки кӑна шутлӑр, ак-тӗвекпе ан сапаланӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче сӗнӳсем парас килӗ, анчах ҫакна асӑрханса тӑвӑр, йӑлӑхтармӑш пек ан пулӑр. Канмалли кунсене ӗҫри ыйтусенчен хӑпса ҫутҫанталӑкра ирттерсен аван.

Ака, 30

1909
117
Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ.
1914
112
Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ.
1929
97
Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...