Культура
![]() batyr.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Патӑрьел тӑрӑхӗнче ҫак кунсенче Пӗтӗм тӗнчери Кокель пленэрӗ иртет. Вӑл утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче уҫӑлнӑ, ыран вӗҫленӗ. Пленэра Чӑваш Енри ҫеҫ мар, ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчи (Мордва, Тутарстан, Пушкӑртстан, Мари Эл республикисенчи, Мускаври тата Хабаровск тӑрӑхӗнчи, Беларуҫри художниксем килсе ҫитнӗ. Вӗсем Турхан тӑрӑхӗнчи илеме хут ҫине куҫараҫҫӗ. Кун пек пленэр 17-мӗш хут иртет. Турхан ялӗ — чӑвашсен профессиле сӑнарлӑ ӳнерне пуҫарса яракан Алексей Кокелӗн тӑван ялӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ Иртнӗ эрнере, утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче 106-мӗш сезон хупӑннӑ. Ӑна культура учрежденийӗ Никифор Мраньккан романӗ тӑрӑх лартнӑ «Ӗмӗр саки сарлака» спектакльпе хупнӑ. Театрӑн илемлӗх ертӳҫи Валерий Яковлев иртсе кайнӑ ҫула пӗтӗмлетнӗ. Вӑл актёрсене тата театрта ӗҫлекенсене хыҫа юлнӑ черетлӗ сезонти ҫитӗнӳсемшӗн тав тунӑ. Театрӑн ддиректорӗ Елена Николаева пӗлтернӗ тӑрӑх, 106-мӗш сезонти спектакльсене курма ҫӳрекенсен йышӗ 22 процент ӳснӗ май тупӑш шайӗ унчченхи сезонтинчен 35 процент ӳснӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Чӑваш Енре пурӑнакан Шишовсен ҫемйине ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин Мускава пырса курма чӗннӗ. «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» тата «Мухтавлӑ амӑшӗ» орденсемпе чысланисене Мускава пырса курма ҫӗршыв ертӳҫи ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче иртнӗ онлайн-тӗлпулу вӑхӑтӗнче йыхравланӑ. Ҫавсен йышӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти 9 ачаллӑ Шишовсем те пулнӑ. Ачасен амӑшӗ Ольга Шишова «ФедералПресс» корреспондентне тӗлпулу питех те ӑшшӑн ирсте кайнине пӗлтернӗ май пӗчӗк ачасем валли те, аслисемшӗн те кӑсӑкли нумай пулнине палӑртса хӑварнӑ. Хӗрарӑма Мускав хӑйӗн чиркӗвӗсемпе килӗшнӗ иккен. Эрне хушшинче ҫемье тӗрлӗ экскурсире пулса курнӑ. Президент валли ҫемье тӑмран кӗнеке евӗр япала хатӗрлесе илсе кайнӑ. Ун ҫине тарӑн та ҫирӗп тымарлӑ, йӗкелсемлӗ, нумай туратлӑ юмана ӳкерсе хунӑ. Ҫийӗнчен тата Владимир Путин калашле, «Раҫҫей — пысӑк ҫемье», — тесе ҫырса хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() chv.aif.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствин «Чӑваш транспорт управленийӗ» патшалӑх унитарлӑ предприятийӗндиректорӗ пулма Евгений Мореполавцева ҫирӗплетнӗ. Йышӑнӑва республика ертӳҫи утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Ҫӗмӗрле хулинче пекарньӑран оборудовани тата тимӗр япаласем ҫухалнӑ. Пӗтӗмпе - 200 пин тенкӗлӗх. Ҫухалнӑ япаласене тупма нимӗҫ овчарки пулӑшнӑ. Заг ятлӑ йытӑ вӑрӑ шӑршине туйса Алексей Слугин кинолога йӗрпе илсе кайнӑ. 700 метртан, тимӗр-тӑмӑр йышӑнакан пункта ҫитсен, йытӑ чарӑннӑ, пункта тара илнӗ ҫынна вӗрнӗ. Вӑл - 18 ҫулти каччӑ. Ҫав япаласене вӑрланине каламах тивнӗ унӑн. Вӑл вӑрланӑ япаласен пӗр пайне тавӑрса панӑ. Тепӗр пайне вара сутма ӗлкӗрнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Йӗпреҫ поселокӗнче ҫуралса ӳснӗ Андрей Михайлов пысӑк кинора хӑйне режиссер тата продюсер пек тӗрӗслет. Унӑн псевдонимӗ - Малай. Вӑл «Хоккеймэн» ятлӑ фильм ӳкерет. Кинофильма Раҫҫейри мӗнпур платформӑра кӑтартӗҫ. Кинора тӗп роле «Слово пацана» фильмри Даня Киселев (Цыган) вылять. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Хыпар» Издательство ҫурчӗн директорне-тӗп редакторне ҫирӗплетнӗ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Ку должноҫе унччен Шупашкар округӗн «Тӑван ен» хаҫачӗн редакторӗ пулнӑ Виктория Вышинскаяна шаннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн ФСБ ӗҫченӗсем оперативлӑ шырав ирттернӗ хыҫҫӑн Ҫӗмӗрлери хваттерте ют ҫӗршывран килнӗ ҫынсем пурӑннине палӑртнӑ. Вӗсем кунта саккунпа килӗшӳллӗн пулман. Хваттерӗ Мир урамӗнче вырнаҫнӑ. Полицейскисем Кубӑран килнӗ 9 ҫынна участока илсе ҫитернӗ. Тепӗр ҫын Узбекистанран пулнӑ. Вӗсем кута кӑҫал кӑрлач-пуш уйӑхӗсенче туризм визипе килнӗ. Иммигрантсем тӗлӗшпе 10 протокол ҫырнӑ. Ҫитес вӑхӑтра вӗсене хӑйсен ҫӗршывне ӑсатӗҫ, Раҫҫее 5 ҫул кӗме чарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер 13 сехет те 53 минутра диспетчер службине Ҫӗмӗрле округӗнчи вӑрманта пушар тухни пирки пӗлтернӗ. Ҫулӑма хӑвӑртах сӳнтернӗ. Пушара 14 сехет 35 минутра сӳнтерме пуҫланӑ. Ку ӗҫе 2 автоцистерна, сухапуҫлӑ 1 трактор, 5 ҫын хутшӑннӑ. Тепӗр сехетрен ҫулӑма сарӑлма чарнӑ. Пушара тӗппипех 19 сехетре сӳнтернӗ. Халӗ вӑрман мӗншӗн ҫунма пуҫланине тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() gorodzovet.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ черетлӗ сезона Александр Артемьевӑн «Салампи» хайлавӗ тӑрӑх лартнӑ спектакльпе уҫӗ. gorodzovet.ru спектакль анонсне кӗскен ҫапларах хыпарланӑ: «Александр Артемьевӑн этем пурнӑҫӗн тӗп никӗсне, чун тарӑнӑшне кӑтартакан «Салампи» повеҫӗнче ваттисен евӗрлесе каланӑ ӑслӑ сӑмахӗсем чылай вырӑнта тӗл пулаҫҫӗ. Ку хайлава пурнӑҫа вӗрентсе ҫырнӑ пулин те вӑл вулакана ирӗксӗрлемест, тӗп шухӑш патне ҫемҫен ертсе пырать. Ҫавӑнпах «Ҫак ӗмӗрте чи нумай вуланӑ чӑваш кӗнеки» ята илнӗ-тӗр вӑл (2020). «Салампи» мелодрама сцена ҫинче повеҫри сӑнарсене чӗртсе тӑратать. Вӗсем куракана вӑхӑта парӑнман чӑн-чӑн юрату ҫинчен каласа парӗҫ. Ҫак тарӑн туйӑма хирӗҫ тӑракансем те пур кунта. Анчах вӗсем хӑйсен икӗпитлӗхне пытараймӗҫ». Ҫӗн ӗҫе авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче кӑтартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Нар Урини, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Капкӑн» журналӑн пӗрремӗш номерӗ пичетленсе тухнӑ. | ||
| Кореньков Гаврил Алексеевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Шупашкарта телецентр ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |