Вӗренӳ
![]() Дмитрий Захаровӑн телеграм-каналӗнчи сӑн Чӑваш Енри икӗ выпускник Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсенче 200 балл пухнӑ. Вӗсем – Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейри Екатерина Селезнева тата Шупашкарти 5-мӗш гимназири Илья Капранов. 16 яш-хӗр профильлӗ математикӑпа 100 балл пухнӑ. 11-мӗш класран вӗренсе тухнӑ 27 ҫамрӑк вырӑс чӗлхипе 100 балл илнӗ. Аса илтерер: 8 ҫамрӑк литературӑпа, географипе тата химипе 100 балл пухни пирки пӗлтернӗччӗ. Паянхи кун тӗлне Чӑваш Енре экзаменра 100 балл пухнисем – 51 ҫамрӑк. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() "Ҫыхӑнура" форумран илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствинче ӗҫлекенсем паркран хир качакине йӑтса тухнӑ. Асӑннӑ чӗрчун Канашри парка пырса кӗрсе унӑн карти хушшине ҫакланса ларнӑ. Хир качакине ҫӑлма пынӑ специалистсем унӑн урине тӑлланӑ, ӑна карта хушӑкӗнчен кӑларнӑ Хир качакисем ынсем ҫурекен вырӑнсене пырса кӗни час-часах пулать. 2023 ҫулта ӑна Явӑшри масар патӗнче куракан пулнӑ. Тепрехинче тата пӗр мӑшӑр хир качаки машинӑпа ӑмӑртмалла чупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() minpriroda.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Улатӑр муниципаллӑ округӗнче вӑрман ҫунма пуҫланӑ. Пӑтӑрмах сӑлтавӗ — аҫа ҫапни. Инкеке ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, 15 сехетре асӑрханӑ. Ҫалавҫӑсем пушар вырӑнне вӑхӑтра пырса ҫитсе вут-ҫулӑма ытлашши сарӑлса кайма паман, васкавлӑн сӳнтернӗ. Эйпеҫ вӑрман хуҫалӑхӗнчи вӑрманти йывӑҫа аҫа ҫапнине пула пушар 0,035 гектар ҫинче алхаснӑ. Вут-ҫулӑма ҫур сехетрен сӳнтернӗ, мӗнпур ӗҫе 17 сехет те 30 минутра вӗҫленӗ. Ҫак ӗҫе Вӑрман хуралӗн 5 ӗҫченӗ тата вӑрман хуҫалӑхӗнче тӑрӑшакан 10 специалист хутшӑннӑ. Вӗсем техникӑпа, ҫав шутра, плуглӑ тракторпа, ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() rcz.rchuv.ru сӑнӳкерчӗкӗ Вӑрнар муниципаллӑ округӗнчи Туҫи Ҫармӑсри шкула вӑхӑтра юсаса пӗтермен. Тӗплӗ юсав епле пынине вырӑнти прокурор, Сергей Парамонов, тӗрӗсленӗ. Муниципалитет алӑ пуснӑ контрактпа килӗшӳллӗн, ӗҫе «Евростандарт21» организаци пурнӑҫлать. Ӗҫе кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле пулнӑ. Надзор органӗ ӗҫе хӑвӑртлатмалли пирки унччен пӗрре асӑрхаттарнӑ-ха. Апла пулин те туса пӗтерменни самай иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ Ултавҫӑсем Шупашкарта пурӑнакан 82 ҫулти кинемее улталама тӑнӑ. Ун патне вӗсем килти телефон ҫине шӑнкӑравланӑ. Паллӑ мар ҫынсем кинемее ватӑ ҫын ячӗпе такамсем шанчӑк хучӗ илнӗ тесе ӗнентернӗ. Ҫавна май укҫа-тенке хӑрушсӑр счёт ҫине куҫарса хумалла тесе асӑрхаттарнӑ. Шӑнкӑравлаканни хӑйӗн пирки право хуралӗнче ӗҫлекен ҫын тесе каланӑ. Банка ҫитсе укҫана хӑрушсӑр счёт ҫине куҫарма хушнӑ. Кредит учрежденийӗнче ӗҫлекенсем кинемее укҫа парас вырӑнне полицие чӗнсе илнӗ. Ҫапла вара ватӑ ҫыннӑн укҫине ултавҫӑсен вӑрлама май килмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Владимир Петров архивӗнчи сӑн ӳкерчӗк Ҫӗрпӳ администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Петров ӗнер отставкӑна каясси пирки пӗлтернӗ. Ӗнер унӑн ку должноҫре юлашки ӗҫ кунӗ пулнӑ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл паянтан урӑх ӗҫре тӑрӑшма пуҫлать. Ӑҫтине хальлӗхе пӗлтермен. Вӑл хула депутачӗсене пӗрле ӗҫленӗшӗн тав тунӑ. Владимир Иванович Ҫӗрпӳ администрацийӗн пуҫлӑхӗнче 2020 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнченпе ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() mintrud.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунне халалласа кӑҫал та «Ҫемйи конкурс» иртӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алёна Елизарова республикӑн Правительство ҫуртӗнче тунтикунсерен иртекен планёркӑра пӗлтернӗ. Конкурса кӑҫал улшӑну кӗртнӗ. Муниципалитсенче иртекен суйлав турне ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗччен йӗркелемелле. Унччен ку тапхӑра юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗччен тесе палӑртнӑ пулнӑ. Муниципалитетсенчи финал утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнчен иртмелле. Финала тухнисен ӑмӑртӑвне Амӑшӗн кунӗ тӗлӗнче йӗркелесе 5 ҫемьене суйласа илӗҫ, вӗсенчен пӗри «Ҫулталӑк ҫемйи» ята тивӗҫӗ. Конкурса мӑшӑрланса 10 ҫултан кая мар пурӑнакан, икӗ е унран ытларах ача ӳстерекен ҫемьесем хутшӑнайӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Паян Ҫӗнӗ Шупашкарта нумай хваттерлӗ ҫурт ҫывӑхӗнче арҫын виллине тупнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Инкек Тӗкӗрҫ тӑкӑрлӑкӗнчи 3-мӗш ҫурт патӗнче 13 сехет ҫурӑра пулнӑ. Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, арҫын 4-мӗш хутран вӗренпе анма тӑнӑ та аялалла персе аннӑ. Халӗ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шӑрӑх ҫанталӑкра шывра чӑмпӑлтатас килет. Анчах, шел те, асӑрханмасан инкек пулать. Ҫӗртмен 8-мӗшӗнче Шупашкарта Пионер пӗвинче 39 ҫулти арҫын путса вилнӗ. Унӑн виллине водолазсем кӑларна. Паян кӑнтӑрла ҫӑлавҫӑсене Шупашкарти Ботаника садӗнче арҫын шыва кӗнӗ те путма пуҫлани ҫинчен шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Юрать-ха, ӑна вӗсем ҫӑлма ӗлкӗрнӗ. Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа шывра 4 ҫын путса вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ку эрнере шӑрӑх ҫанталӑк пулӗ. Термометр 30 градус ытла та кӑтартӗ. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче кӑна аслатиллӗ ҫумӑр ҫума пултарӗ. Чи шӑрӑх кун ҫӗртмен 12-мӗшӗ пулӗ. Эрне вӗҫнелле кӑштах уҫӑлтарӗ, 23-25 градус ӑшӑ пулӗ. Эрнекунпа шӑматкун ҫумӑр самай ҫума пултарӗ. Ку пирӗн пата сивӗ фронтне илсе килӗ. Вырӑнӑн-вырӑнӑн пӑр ҫума, ҫил вӑйланма пултарать. Ҫитес 10 кунра вӑтамран 22 градус ӑшӑ пулӗ. Ку – чылай ҫулти кӑтартусран 3 градус пысӑкрах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.02.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 768 - 770 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ярдыкова Зоя Дмитриевна, театр актриси, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ананьев Николай Ананьевич, хирург-травмотолог, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ тухрӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Ҫӗнӗ пурнӑҫ» (халӗ «Ҫӗнтерӳшӗн») хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |