Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра
rosstat.gov.ru порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
rosstat.gov.ru порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енре пурӑнакансен уйӑхри вӑтам ӗҫ укҫи 68 пин тенкӗпе танлашнӑ. Ку вӑл — пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче. Ҫак цифрӑна Росстат пӗлтернӗ.

Чӑваш Енре уйӑхри вӑтам ӗҫ укҫи 68 пин те 657 тенке ларнӑ. Ку вӑл унчченхи ҫав вӑхӑтринчен 22,2 процент пысӑкрах.

Уйӑхри вӑтам ӗҫ укҫипе пирӗн республика Федерацин Атӑлҫи округӗнчи ҫичӗ регионтан: Мари Элтан, Мордва тата Удмурт республикисенчен, Киров, Пенза, Саратов тата Чӗмпӗр облаҫӗсенчен.

Чӑваш Енре пӗлтӗр вӑтам ӗҫ укҫи 50 пин те 186 тенкӗпе танлашнӑ. 2022 ҫулта вӑл 41,2 пин тенкӗ пулнӑ, 2021 ҫулта — 35,8 пин тенкӗ, 2020 ҫулта — 31,8 пин тенкӗ.

 

Ҫул-йӗр
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Тӳре-шара М-7 федераци ҫулне кӑҫалах анлӑлатма тытӑнасшӑн. Ку Шупашкар ҫывӑхӗнчи 12 ҫухрӑм тӑршшӗ ҫула пырса тивет.

ЧР Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ку чылай ыйтӑва татса пама пулӑшӗ. Хальхи вӑхӑтра ҫак ҫул ҫинче пӗрмай «пӑкӑ» пухӑнать.

Сӑмах май, пӗлтӗр ҫулла ведомство Явӑшпа Кӳкеҫ хушшинчи ҫула реконструкци тума сахалтан та 18 млрд тенкӗ кирлине пӗлтернӗ. Унти ҫул ҫинче 4 полоса, 4 развязка, ҫӗр ҫийӗн каҫмалли 8 каҫӑ пулмалла.

 

Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Патӑрьелте Хусантан килнӗ ултавҫӑна тытса чарнӑ. Вӑл 62 ҫулти хӗрарӑма хӑратса унран 400 пин тенкӗ илсе тухса кайнӑ.

Пӑтӑрмах пирки йӗрке хуралҫисене пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 15 сехетре пӗлтернӗ. Улталаннӑ хӗрарӑм каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, ун патне пӗр арҫын шӑнкӑравланӑ, унӑн тӑванӗн хӗрӗ ҫул ҫинчи инкек лекнӗ тесе хӑратнӑ. Яваплӑха кӑштах «ҫемҫетме» курьер урлӑ 400 пин тенкӗ пама ыйтнӑ. Ял хӗрарӑмӗ ҫапла тунӑ та. Укҫана темле каччӑна тыттарса янӑ хыҫҫӑн ҫеҫ хӗрарӑм тӑванӗ патне шӑнкӑравлама ӑс ҫитернӗ.

Укҫа илсе кайнӑ каччӑна кӗҫех тытса чарнӑ. Вӑл Хусантан килнӗ 19 ҫулти каччӑ пулнӑ.

 

Спорт
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Ҫак кунсенче Атӑлҫи тӑрӑхӗнче бокс енӗпе первенство иртнӗ. Унта пирӗн ентешсем ӑсталӑхӗпе палӑрнӑ.

Пенза хулинче иртнӗ ӑмӑртура 15-16 ҫулсенчи спортсменсен хушшинче Муркаш шкулӗнче вӗренекенсем малти вырӑнсене йышӑннӑ. Алексей Алексеев 52 килограмм тайманнисен виҫе категорийӗнче ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Артемий Алексеев вара 60 килограмм тайманнисен виҫе категорийӗнче пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_365814
 

Культура
Елизавета Долгова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Елизавета Долгова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Еврази ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн конференцийӗ иртнӗ. Унта Чӑваш Енрен Елизавета Долгова хутшӑннӑ. Вӑл Чӑваш наци наукӑпа ӳнер академийӗнче ӗҫлет. Халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ, Елизавета Долгова – педагог, психолог, писатель, тӑлмач.

«Пухӑва ҫыравҫӑсен мастерскойӗ 65 ҫул тултарнине халалланӑ. Узбекистан, Казахстан, Туркменистан, Косово, Македони, Албани, Крым тата Турци ҫыравҫисем хӑйсен хайлавӗсемпе паллаштарнӑ. Мероприятие Yakup Omeroglu ертсе пычӗ», — тесе пӗлтернӗ Елизавета Долгова.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall542206639_1839
 

Персона
Александра Макарова ярса панӑ сӑнӳкерчӗк
Александра Макарова ярса панӑ сӑнӳкерчӗк

Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче «ЭнергосбыТ Плюс» акционер обществин Мари Элти тата Чӑваш Енри филиалӗн директорӗ Вячеслав Зданович пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Вӑл 50 ҫулта пулнӑ.

Вячеслав Юрьевич 1973 ҫулта Ташкентра ҫуралнӑ, унти политехника институтӗнче «Промышленность предприятийӗсен тата хуласем энергосбереженийӗ» специальноҫа алла илнӗ. Халӑх хуҫалӑхӗн академийӗнче те вӗреннӗ.

 

Республикӑра
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн

Следстви комитечӗн Ҫӗмӗрлери районсен хушшинчи уйрӑмӗн ӗҫченӗсем пушарта нимсӗр юлнӑ нумай ачаллӑ ҫемьене пулӑшнӑ. Вӗсем укҫа-тенкӗ, тумтир, усӑ курма кирлӗ япаласем пухнӑ та ҫемьене пырса панӑ.

Улатӑр тӑрӑхӗнчи Алтышево ялӗнче пурӑнакан 3 ачаллӑ ҫемье нарӑсӑн 26-мӗшӗнче ҫуртсӑр юлнӑ. Пушар ӑна тӗппипех тӗп тунӑ. Инкекре никам та шар курман. Анчах ҫемьен халӗ тӑванӗсем патӗнче пурӑнма тивет.

Нумай ача амӑшӗ Следстви комитечӗн ӗҫченӗсене тав сӑмахӗ каланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuvashia_sledcome
 

Республикӑра
"Лиза Алерт" сайтри сӑн
"Лиза Алерт" сайтри сӑн

Шупашкарта 36 ҫулти арҫынна пӗр уйӑха яхӑн шыраҫҫӗ. Евгений Соколов килтен нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче тухса кайнӑ. Унтанпа унран хыпар ҫук. Вӑл мӗнле майпа ҫухални те паллӑ мар.

Евгений - ҫӳллӗ, хыткан арҫын. Ҫӳҫӗ хура, куҫӗ симӗс. Ун пирки мӗн те пулин пӗлекенсене 8-800-700-54-52 е 112 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.

Сӑмах май, пушӑн 15-мӗшӗнче «Лиза Алерт» Наци вулавӑшӗнче ҫынсене шырама пулӑшас текенсемпе тӗл пулаҫҫӗ. Мероприяти 18 сехет ҫурӑра пуҫланать.

 

Хулара
all-migration.com сайтри сӑн
all-migration.com сайтри сӑн

Шупашкарти хӗрарӑм ӗҫ шыранӑ вӑхӑтра тупӑш тумалли мел шыранӑ та самаях пысӑк парӑма кӗрсе кайнӑ.

29 ҫулти хӗрарӑма палламан ҫынсем видеохостингра роликсем пӑхса укҫа ӗҫлесе илме сӗннӗ. Малтанах вӑл куншӑн укҫа илсе тӑнӑ-ха. Кайран ӑна укҫана криптовалютӑна хума ыйтнӑ. Лешӗ килӗшнӗ, пысӑкрах тупӑш илес тесе вӑл тӗрлӗ банкран кредитсем илнӗ. Укҫана йӑлтах палламан счет ҫине куҫарнӑ. Тупӑшне илме тӑна та паман. Хӗрарам тинех хӑйне улталанине ӑнланнӑ.

Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Тӗнчере
Галина Галвэл архивӗнчи сӑнӳкерчӗк
Галина Галвэл архивӗнчи сӑнӳкерчӗк

Францин тӗп хулине топ-модельсем, паллӑ ҫынсем, блогерсем Мода ҫурчӗсен тата тӗнчери ҫамрӑк дизайнерсен ҫӗнӗ коллекцийӗсемпе паллашма килнӗ.

Луврта Канаш хулинчи дизайнер Галина Галвэл та хӑйӗн ӗҫӗсемпе паллаштарнӑ. Галина хӑйӗн аллипе кӗпесем ҫӗлет. Кӑҫал пирӗн ентеш хайӗн ӗҫӗсемпе люкс сегментӗнче паллаштарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_365694
 

Страницӑсем: 1 ... 153, 154, 155, 156, 157, 158, 159, 160, 161, 162, [163], 164, 165, 166, 167, 168, 169, 170, 171, 172, 173, ... 3739
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.10.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Йывăртарах вăхăт малалла пырать. Хирĕçес хăрушлăх пысăк пулни, ăнланманлăх таврари çынсемпе хутшăнăва пăсма пултарать. Ырăрах, чăтăмлăрах пулма тăрăшăр, ытти çынсене илтĕр. Сирĕншĕн ку çăмăлах пулмĕ, анчах лайăх кăтартусем пулĕç - вĕсем пуласлăхра палăрĕç.

Юпа, 05

1947
77
Родионов Виталий Григорьевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
2005
19
Александров Вячеслав Александрович, ЧАССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ агрономӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...