Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -10.7 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Ял хуҫалӑхӗ
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Шупашкарта ку уйӑхӑра «Пехет» агромаркет уҫӑлӗ. Вӑл «Каскад» суту-илӳ центрӗн цоколь хутӗнче пулӗ. Унта общество апатланӑвӗн 4 вырӑнӗ, 8 павильон, 76 фермер вырӑнӗ тата вырӑнти производительсем валли 12 яхӑн зона пулӗҫ.

Агромаркет уҫас шухӑш 2021 ҫултах ҫуралнӑ. Ӑна уҫма темиҫе хутчен те хӑтланнӑ, анчах каярах вӑхӑта куҫарса пынӑ. Хальхинче вара чӑнах та уҫӑлассине ҫирӗплетсе калаҫҫӗ.

Чӑваш Ен премьерӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗп строительство ӗҫӗсем вӗҫленнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_22390
 

Республикӑра

Красноармейски округӗнче кӗҫех «19-мӗш ӗмӗрти чӑваш хресченӗн усадьбӑллӑ кану бази» уҫӑлӗ. Ку пуҫару – вырӑнти фермер хуҫалӑхӗн пуҫлӑхӗн Валерий Шумиловӑн.

Пӗлтӗр вӑл «Агротуризм» федераци грантне – 8 миллион тенке – выляса илнӗ. Ку укҫапа вӑл хӑйӗн проектне аталантарать.

Хальхи вӑхӑтра 5 хӑна ҫурчӗ, «хура мунча» туса лартнӑ, кӗҫех хальхи йышши мунча пулӗ. Чи интересли – ӗлӗкхи ҫурт, унта 19-мӗш ӗмӗр вӗҫӗнчи йӑла палӑрӗ.

Территорие 300 тӗмӗ фундук тата 500 кедр хунавӗ илемлетет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_22365
 

Персона

Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, «Чӑваш Ен» ПТРК журналисчӗ Надежда Александрова пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 47 ҫулта пулнӑ.

Надежда ҫемье йӑлине малалла тӑснӑ – унӑн аслашшӗ (е кукашшӗ) Михаил Прокопьевич Ижеев «Хӗрлӗ Чӑваш Ен» тата «Советская Чувашия» хаҫатсенче 27 ҫул ӗҫленӗ. Надежда И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра диплом илсен «Чӑваш Ен» ПТРКра ӗҫлеме пуҫланӑ.

Надежда Александровӑпа ыран, утӑн 4-мӗшӗнче, Етӗрне округӗнчи Элешкушкӑнь ялӗнче сывпуллашӗҫ.

 

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Раҫҫейри паллӑ телеертӳҫӗ тата актер, режиссер Александр Стриженов Чӑваш Ене килнӗ, вӑл Улатӑр хулинче пулнӑ.

Вӑл Вырӑс провинцийӗн музейне кӗрсе унти экспонатсемпе, ӗҫсемпе паллашнӑ. Унсӑр пуҫне актер 6-мӗш гимназире йӗркеленӗ мероприятие те ҫитнӗ: вӗренсе тухакансене аттестат панӑ. Вӑл унта ахальтен килмен: выпусниксенчен пӗри унӑн хӗресне ывӑлӗ иккен.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_13880
 

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Красноармейски округӗнчи Григорьевсем пӗрлешнӗренпе 70 ҫул ҫул ҫитнӗ. Ҫемье ҫак пулӑма паллӑ тунӑ.

Вӗсем мӗн ачаранах пӗрле ӳснӗ: пӗр класра вӗреннӗ, унтан иккӗшӗ те педагогика институтӗнче пӗлӳ илнӗ. Мира Никандровна шкулта физикӑпа математика предмечӗсене вӗрентнӗ, «Халӑх вӗрентӗвӗн отличникӗ» ята илнӗ. Валериян Григорьевич вара вырӑс чӗлхин учителӗ пулнӑ, кайран – парти ӗҫченӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_13871
 

Пӑтӑрмахсем
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти ҫамрӑк стоматолог 3 миллиона яхӑн тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.

25-ри хӗр-стоматолог патне «Раҫҫӗй Почтинчен» текен ҫын шӑнкӑравланӑ. Вӑл ӑна йӑнӑшпа налук уведомленийӗ ярса панине пӗлтернӗ, патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнче мессенджер урлӑ регистрациленсе йӑнӑша тӳрлетме ыйтнӑ.

Стоматолог ултавҫӑсем ҫынсене шӑнман пӑрпа лартса ямалли ҫӗр тӗрлӗ меслет пӗлнине тӗшмӗртнӗ пулин те хӑйӗн патне шӑнкӑравлакан каланине итленӗ.

Кӗҫех ун патне патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталне Украинӑри номерпе кӗни пирки хыпрлакан ҫыру электрон почтӑпа ҫитсе выртнӑ. Пӑлханса ӳкнӗ хӗрарӑм электрон ҫырура кӑтартнӑ «техслужба» номерӗпе шӑнкӑравланӑ та ӑна кредит илсе укҫана шанчӑклӑ счет ҫине куҫарса яма ӳкӗте кӗртнӗ. Пӗр кунта мар, темиҫе куна тӑсӑлнӑ ҫак пӑтӑрмах.

Стоматолог ҫапла майпа кредит илнӗ укҫана та (ӑна вӑл автомобиль салука хывса илнӗ), хӑй пухнине те, пурӗ 2,9 миллион тенке ултавҫӑсене куҫарса панӑ.

 

Культура
never.pnzreg.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
never.pnzreg.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Пенза облаҫӗнчи Неверкино районӗнчи Бикмурзино ялӗнче чӑваш таврапӗлӳҫисен слечӗ иртнӗ. Ӑна Зинаида Чайко, Олег Жемчугов тата ял ҫыннисем тӑрӑшнипе йӗркеленӗ. Кун пирки «Хыпар» хаҫат пӗлтернӗ.

Слета Тольятти, Чӗмпӗр тата Шупашкар хулисенчи таврапӗлӳҫӗсем пырса ҫитнӗ. Вӗсене вырӑнти хастар Михаил Щербаков «Илем» туризм сукмакӗпе паллаштарнӑ.

«Слета хутшӑннисене чӑваш-апат-ҫимӗҫӗпе сӑйланӑ. Вӗсем салма яшки, ҫичӗ тӗрлӗ кӗрперен пӗҫернӗ пӑтӑ, хуплу, чӑкӑт, килте вӗретнӗ сӑрана тутанса пӑхнӑ», — тесе ҫырнӑ хӑйӗн хыпарӗнче Валентина Петрова.

 

Спорт

Людмила Михуткина ветерансен хушшинче иртнӗ ӑмӑртуран виҫӗ медальпе таврӑннӑ.

Хӗрлӗ Чутай округӗнчи спортсменка Беларуҫ Республикинче ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртнӗ чемпионатра тупӑшнӑ.

Вӑл 75-79 ҫулсенчи хӗрарӑмсен йышӗнче ӑмӑртнӑ.

Пирӗҫ ентеш пьедесталӑн чи ҫӳлти картлашки ҫине виҫӗ хутчен тӑнӑ. Вӑл 100 метр чупса, сӑнӑ ывӑтса тата 5 пин метра хӑвӑрт утса ҫӗнтернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Нумаях пулмасть Шупашкарти ӳнер музейӗнче унтан кӑҫал вӗренсе тухнисене чысланӑ. Пурӗ 59 ҫамрӑк дизайнерпа художник дипломне илнӗ.

Дипломлӑ специалистсене саламлама республикӑн культура министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова пырса ҫитнӗ. Пиллӗкпе ҫеҫ вӗреннисене вӑл дипломсемпе хавхалантарнӑ.

Училище директорӗ Владимир Ануфриев саламлан, ӳнер училищине ан манса кайӑр, килсех ҫӳрӗр тесе чӗнсе каланӑ май такӑр ҫул суннӑ.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти «Радуга» (чӑв. Асамат кӗперӗ) культурӑпа курав центрӗнче Людмила Лоскутова уйрӑм ҫын коллекцийӗнчи картинӑсен «Вернисаж души» (чӑв. Чун вернисажӗ) куравӗ уҫӑлнӑ. 

Куракансене унта Чӑваш Енри паллӑ ӳнер ӑстисен живопись тата графика ӗҫӗсемпе, пурӗ 80 картинӑпа, паллаштараҫҫӗ. Унта Николай Карачарсков, Николай Овчинников, Виктор Немцев, Анатолий Рыбкин, Раиса Терюкалова, Нина Алимасова, Станислав Воронов, Анатолий Силов тата ытти художник, пурӗ 33 ҫыннӑн, ӗҫӗсем пур.

Тӑван тӑрӑхӗн ытарайми илемӗпе хавхаланнӑ Людмила Лоскутова ҫав картинӑсене 40 ҫул ытла пухса пынӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 152, 153, 154, 155, 156, 157, 158, 159, 160, 161, [162], 163, 164, 165, 166, 167, 168, 169, 170, 171, 172, ... 4091
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир тӑва та тепӗр май ҫавӑрма хатӗр. Анчах хӑш чухне чӑтӑмлӑрах пулса плансене каярахпа пурнӑҫлама тивӗ. Ҫынпа хутшӑннӑ чухне компромисс тупма ӑнтӑрӑр, кашни утӑма шутласа тӑвӑр — васкаса йышӑнусем тума кирлӗ мар. Канмалли кунсенче сире интереслӗ паллашусемпе тӗлпулусем кӗтеҫҫӗ.

Нарӑс, 08

1931
95
«Паянхи сас» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1952
74
Угаслов Николай Фёдорович, 3-мӗш ЧНК Президенчӗ ҫуралнӑ.
1962
64
Степанов Владимир Васильевич, прозаик ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...