Персона
t.me/chuv_kray сӑнӳкерчӗкӗ Ӗпхӳ хулинче иртнӗ наци театрӗсен «Туганлык» фестивалӗнче Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн «Куккук куҫҫулӗ» спектакльне пысӑка хурса хакланӑ тесе пӗлтернӗ асӑннӑ учрежденин пресс-служби. Спектакльте Эльза сӑнарне калӑпланӑ Венера Пайгильдинӑна «За своеобразие актёрского воплощения» номинацире палӑртнӑ. «Кун пек пӗлтерӗшлӗ те сумлӑ фестивальте ҫавӑн пек хака тивӗҫни кирек епле артистшӑн та паха», — тенӗ артистка. «Куккук куҫҫулӗнчи» Венера Пайгильдина ӗҫне пӗлтӗр республикӑри «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурсра «Чи лайӑх хӗрарӑм ролӗ» номинацире палӑртнӑ, 2022 ҫулта ӑна Чӑваш Енӗн литературӑпа ӳнер премине панӑ, унсӑр пуҫне вӑл «Чӑваш Республикин Патшалӑх премийӗн лауреачӗ» пулса тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
t.me/chuv_kray сӑнӳкерчӗкӗ Канашри ЗАГСра чылай ҫул пурӑнакан мӑшӑрсене чысланӑ. Вӗсенчен пӗрисем — Ертӗмен Кушӑк ялӗнчи Ивановсем. Иванпа Мария 55 ҫул ӗнтӗ пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ. Мӑкӑр ялӗнчи Герман тата Леида Родионовсем тата ҫав ялти Александр тата Нина Арсентьевсем 50 ҫул пурӑнаҫҫӗ. Юбилярсем ҫемье вӑрттӑнлӑхӗ – пӗрне-пӗри хисеплени, чӑтни, пулӑшни, пӗр-пӗриншӗн тӑрӑшни тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
t.me/chuv_prok сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗмӗрле муниципаллӑ округӗнчи Мисчӗ ялӗнчи пушарта 15 ҫулти хӗрача пурнӑҫӗ татӑлнине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: инкек ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пулнӑ. Халӗ ҫакӑ паллӑ. Икӗ хутлӑ кирпӗч ҫуртра 2022 ҫӳлтанпа нумай ачаллӑ ҫемье пурӑннӑ. Инкек вӑхӑтӗнче хӗрача килте пӗчченех пулнӑ. Пӑтӑрмах хыҫҫӑ яваплӑ службӑсем тӗрӗслев пуҫарнӑ. Ҫав шутра пушарпа техника суд экспертизи ирттерӗҫ. Вырӑнти прокуратура та тӗрӗслев пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
t.me/Alatyr_Bez_Paniki сӑнӳкерчӗкӗ Улатӑр районӗнче мотоциклпа ҫула тухнӑ арҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Пӑтӑрмах ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче «Улатӑр – Стемас» ҫул ҫинче пулса иртнӗ. Мотоциклиста кӗтмен ҫӗртен япӑх пулса кайнӑран вӑл транспорта чарса ӗлкӗрнӗ. Анчах, шел те, унӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Кун пирки «Алатырь без паники» Telegram-каналта пӗлтернӗ. Пурнӑҫӗ татӑлнӑ ҫын пирки урӑх нимӗн те пӗлтермен. Вӑл миҫере пулнине те, вилӗм сӑлтавне те кӗске хыпарта ҫырман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнченпе республикӑра пушар хӑрушсӑрлӑхӗн 4-мӗш класӗ пулнине ҫирӗплетнӗ. ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав кунранпа ахаль ҫынсен вӑрмана кӗме юрамасть. Аса илтерер: ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнченпе регионта уй рӑм пушар хӑрушсӑрлӑхӗн режимӗ вӑйра пулнӑ. Ун чухне вӑрманта кӑвайт чӗртме, шашлӑк ӑшалама, ҫӳп-ҫап ҫунтарма юраман. Йӗркене пӑсакан ахаль ҫынсен 40-50 пин, должноҫри ҫынсен 60-90 пин, юридици сӑпачӗсен 600 пинрен пуҫласа 1 миллион тенкӗ таран штраф тӳлеме тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
Реабилитаци центрӗн сайтӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Аякри Санкт-Петербург хулинче «Шаг навстречу!» (чӑв. Хире-хирӗҫ утӑм) ятпа пӗтӗм тӗнчери пултарулӑх фестивалӗ иртнӗ. Унта Шупашкарти Вячеслав Ильин I степенльӗ лауреат ятне тивӗҫнӗ. Ача хулари Реабилитаци центрне ҫӳрет. Конкурсра вӑл «Пӗчӗккӗ пуласчӗ» юрра юрласа панӑ. Ӑна зал тӑвӑллӑн алӑ ҫупса хавхалантарнӑ. Слава хутшӑннӑ конкурса Раҫҫейӗ 36- регионӗнчи сусӑр 285 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсем хӑйсен ӳкерчӗкӗсене, алӑпа тунӑ илемлӗ ытти япалана илсе пынӑ. Хӑшӗсем вара сӑвӑ вуланӑ, юрӑ шӑрантарнӑ, ташласа кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн Красноярск крайӗнчи йӗрке хуралҫисем Чӑваш Енре 16 ҫулти каччӑна тытса чарнӑ. Вӑл порнографи материалӗсене сарнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Материалсем ҫинче вара Красноярск крайӗнчи 12 ҫулти хӗрача пулнӑ. Каччӑ каҫал кӑрлач уйӑхӗнче ҫак хӗрачана порнографи содержаниллӗ сӑнсем, видеосем ӳкерсе яма ӳкӗте кӗртнӗ. Вӗсене илсен вара хӗрачан пӗлӗшӗсем патне тӗнче тетелӗ урлӑ ярса панӑ. Ҫу уйӑхӗнче ҫак каччӑна йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
Армени ШӖМӗ тунӑ сӑн Вӑйлӑ ҫумӑр ҫуса иртнӗ хыҫҫӑн Дебед шывӗ ҫыранӗсенчен тухнӑ. Арменире Дебед юханшыв ҫырансенчен тухнӑран ял-хуласене шыв илме тытӑннӑ. Кун пирки Армени ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ. Вӑрах вӑхӑт хушши ҫӑвакан ҫумӑрсене пула шыв шайӗ шар кӑтартма пултаракан виҫерен иртнӗ. Хальхи вӑхӑтра шыв айне Алаверди, Ахтала, Ташир хуласем, тата темиҫе поселок пулнӑ. Грузи енне каякан патшалӑх трассине хупнӑ, Ванадзор – Алаверди автоҫул вырӑнӗ-вырӑнӗпе арканнӑ. Ҫавӑн пекех Каркоп салана ҫыхӑнтаракан Дебед урлӑ хывнӑ кӗпер ишӗлсе аннӑ. Ереван – Тбилиси чукун ҫула та вӑхӑтлӑха хупса хунӑ. «Баграташен» тӗрӗслесе кӑларакан пункт урлӑ иртме май ҫукран Грузие «Гогаван» тата «Бавра» КПП урлӑ лекме пулать. Юханшыва Opel автомобиль кӗрсе ӳкнӗ, водительпе пӗрлех. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл вилнӗ — ӑна шырас ӗҫ малалла пырать. Шыв илнӗ районсенчен 77 ҫынна эвакуациленӗ. Ҫӑлав службисем хӑйсен ӗҫне малалла пурнӑҫлаҫҫӗ — шар курнисене пулӑшас ӗҫре пурӗ 300 ытла ҫӑлавҫӑ тӑрӑшать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
@ Marco Verch / Flickr 2014 ҫулта Румыни влаҫӗсем Кӑнтӑр Карпатра зубрсен йышне ӳстерме тытӑннӑ. Халӗ унта 170 чӗрчун пурӑнать. The Guardian тесе ҫырнӑ тӑрӑх, ӑсчахсем ҫакна тӗпчесе пӗлнӗ: вӗсем экосистемӑна пуянлатаҫҫӗ тата климат улшӑнӑвӗн сиенне ҫемҫетеҫҫӗ. Зубрсен кӗтӗвӗ ҫулталӑкра 54 000 тонна углеродпа вараланнине сиенсӗрлетет. Ку вара сывлӑша варалакан 43 000 автомобильпе танлашать. Чӗрчунсем 50 тӑваткал ҫухрӑм лаптӑк улӑхсенче пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем курӑка «кӗскетеҫҫӗ», ҫӗре тислӗкпе имҫамлаҫҫӗ, ӳсентӑран вӑрлӑхне вырӑнтан вырӑна куҫараҫҫӗ тата ҫӗре хытараҫҫӗ. Ҫакӑ пӗтӗмпех ӳсен-тӑранпа тӑпрара пухӑннӑ парник газӗсене сывлӑша тухасран сыхлать. Зубрсем Румынине ҫухалнӑ хыҫҫӑн икӗ ӗмӗр иртсен таврӑннӑ — XIX ӗмӗр варринче вӗсене сунарҫӑсем тӗппипех пӗтернӗ пулнӑ. Ҫак йӗкӗр чӗрнеллӗ чӗрчунсем — сунчӑк евӗрлӗ чӗрчунсен тӗсӗ шутне кӗрекенскерсем. Вӗсем регионта пулни ытти организма аван аталантарма майсем туса парать. Хальхи вӑхӑта илес пулсан Кӑнтӑр Карпатра пӗр-пӗрне кансӗрлемесӗр пурӗ 350-450 зубр пурӑнма пултарнӑ пулӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
© Stefano Tammaro / Shutterstock/FOTODOM Европӑри пысӑк вулкан районӗнче — Флегрей уйӗсенче — час-часах ҫӗр чӗтреннине сӑнама пуҫланӑ: Неапольте юлашки кунсенче ҫӗр айӗнчи кисренӳсене темиҫе хут регистрациленӗ. Специалистсем шухӑшӗпе юнашар пурӑнакан халӑха эвакуацилемелле. Флегрей уйӗн супервулканӗ Везувирен инҫех мар вырнаҫнӑ, анчах вӑл ҫӗр айӗнче выртать, вӑл пуррине чылайӑшӗ пӗлмест те. Апла пулин те ҫак капмар вулканта 24 кратер пур, йӗри-тавра вара халӑх йышлӑ пурӑнакан хуласемпе ялсем, ҫав шутра Неаполь те, вырнаҫнӑ. Тӗпчевҫӗсем шутланӑ тӑрӑх, супервулкан 40 пин ҫул каялла хӑйӗн вӑйне питӗ хӑватлӑ кӑтартнӑ. Сӑмах май, пӗр версипе, неандерталецсем шӑпах ӑна пула вилсе пӗтнӗ те. Супервулкана 24/7 вӑхӑт хушши темиҫе патшалӑхри ҫӗр-ҫӗр эксперт сӑнаса тӑрать. Вӑл вут-хӗм кӑларма тытӑнсан шар курма пултаракан «хӗрлӗ» зонӑра 500 пин ҫын пурӑнать — вӗсен шутне Поццуолипе Баколи хуласем тата Неаполь ҫумӗнчи хӑшпӗр ял-хула кӗрет. Хулан ытти пайӗ «сарӑ» зонӑра — вулкан кӗл кӑларсан вӑл кунта йышлӑ тӑкӑнас хӑрушлӑх пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |